Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкарта «Тӑван шаурма» ятлӑ талӑкӗпех ӗҫлекен обществӑлла апатлану предприятийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Фейсбукра Юрий Федоров хыпарланӑ. «Таван шаурма»... Это сильно, ящетаю», — сӑмахсене юри йӑнӑшпа кукӑртса хунӑ вӑл. Кӗске хыпара сӳтсе явакансем унта пулса курнине хыпарлаҫҫӗ. «Тӑван шаурма» Шупашкарти Иван Франко урамӗнче, ача-пӑча парк тӗлӗнче, чарӑнӑва хирӗҫ вырнаҫнӑ иккен. «Унта шӳрпе пур-и?» — кӑсӑкланнӑ пӗри. «Эпӗ пулнӑ, пур», — хуравланӑ тепри. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, киоска кӑнтӑр енчи усламҫӑсенчен пӗри уҫнӑ. Хуҫи кирек кам пулсан та ятӗнче те пулин тӑван сӑмах пурри аван. Ахальлӗн пирӗн суту-илӳ точкисем чӑвашла сӑмахсене юратсах каймаҫҫӗ. Сӑнанӑ тӑрӑх, «Пятерочка» сетьсӗр пуҫне. Вӗсем Кӳкеҫре нумаях пулмасть уҫнӑ лавккара та ӑҫта мӗнле апат-ҫимӗҫ вырнаҫнине, кӗрсе тухмалли кӑтартмӑшсене икӗ чӗлхепе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Мĕн тунă та - Шупашкарти суту-илÿ павильонра тăван сăмахĕ - чĕрене савăнтарать.