Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӗнӗ поликлиника хута яраҫҫӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута яма тытӑннӑ. Строительство лапамне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫитнӗ. Вӑл ӗҫ планӗпе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра 4 тата 5 хут пулать. Унта васкавлӑ пулӑшу, врач умӗнхи пулӑшу, специалистсен уйрӑмӗн, функционаллӑ диагностика уйрӑмӗн тата ытти пӳлӗмсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех гинекологи, сиплев уйрӑмӗсем, кӑнтӑрлахи стационар, хӗрарӑмсен консультацийӗ пулӗҫ.
Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 50 минутра Богдан Хмельницкий урамӗнче пулнӑ. Ача иккӗмӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ахӑртнех, вӑл москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче те Шупашкарта ҫакнашкал тӗслӗх пулнӑ. Октябрь: 50 ҫул урамра 5-ри ача тухса ӳкнӗ. 23 сехетре диспетчер службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та хваттере кӗрейменнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Унта юлнӑ арҫын ача чӳречерен тухса ӳкнӗ-мӗн.
Иртнӗ эрнере Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ырӑ мар шӑршӑ кӗнине туйнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ку лару-тӑру пирки пӗлет. Анчах Шупашкар хула администрацийӗ лайӑх мар шӑршӑ ӑҫтан кӗнине уҫӑмлатайман-ха.
Роспотребнадзор специалисчӗсем сывлӑшра аммиак пуррине тупса палӑртнӑ. Анчах унӑн виҫи хӑрушла нумай мар, ҫавна май вӑл халӑха сиен кӳмест.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫак ырӑ мар шӑршӑ хӑш предприятирен тухма пултарнине палӑртнӑ-ха, анчах кун пирки официаллӑ майпа хальлӗхе пӗлтермен.
Шупашкарти хӑш-пӗр шкулта ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Мӗншӗнни паллӑ: вырӑн ҫитмест.
Шӑпӑрлансем пӗр сменӑпа кӑна вӗренччӗр тесен 10 пин ытла хушма вырӑн кирлӗ. Ку вара 10 шкулпа танлашать. Паллах, ку ыйтӑва тӳрех татса пама май ҫук. Ҫавна май Шупашкарта ачасем валли кашни ҫулах хушма вырӑнсем тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ пӳлӗмсем уҫса, киввисене юсаса ку ыйтӑва майӗпен татса парасшӑн. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ тӗлне 240 вырӑн йӗркелесшӗн. Кун валли, Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ кирлӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫне хулара 11 спорт лапамӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсенчен 8-шӗнче искуственнӑй сий пулӗ. 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен Тӗнче чемионатне хатӗрленнӗ май «Спортак» стадиона ҫӗнетӗҫ.
«Шупашкар: 500 ҫул» паркра, «Амазония» этнокомплекс хута кайнӑ вырӑнта, ҫуллахи аква-зона тунӑ. Унта бассейнра шыва кӗме май пур.
Паркра тӳрех пилӗк бассейн уҫнӑ: аслисем валли – виҫҫӗ, ача-пӑча валли – иккӗ. Унтах хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм те пур. Бассейнсем ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ӗҫлӗҫ.
Аслисен бассейнра шыва кӗрес килсен 200 тенкӗ тӳлемелле. 3 ҫул тултарман ачасем вара тӳлевсӗрех чӑмпӑлтатаяҫҫӗ. Ҫуллахи бассейна кирек кам та кӗме пултарать.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, аква-зонӑна «Этническая Чувашия» инвестици проектне тӗпе хурса хута янӑ.
Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче кам концерт лартӗ? Ҫак кун Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне чӗнесси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килессине хула ҫыннисем хӑйсем палӑртнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: сасӑлава онлайн-режимра утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем.
Сасӑлава 12 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленнӗ. Эппин, Шупашкар хулин уявне кам килесси паллӑ. Хальхинче «Браво» ушкӑн концерт кӑтартӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Наталья Устакишева тӑванӗсемпе пӗр эрне ҫыхӑнӑва тухманран, 39 ҫулти хӗрарӑм машини-качки ҫухалнӑран йӗрке хуралҫисене пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тӗпчевҫӗсем ҫын вӗлернӗ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ача уйлӑхӗнче канакан ывӑлӗ патне кайса килнӗ. Унта вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ паллашнӑ арҫынпа кайнӑ.
Темиҫе кунтан право хуралӗ ӗҫченӗсем виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑма тытса чарнӑ. Арҫынсенчен пӗри — Тутарстанра пурӑнаканскер, теприсем — Пермь тӑрӑхӗнчен, хӗрарӑм — Шупашкартан. Арҫынсенчен пӗрин ҫумӗнче икӗ тӗрлӗ ҫын пулнине ҫирӗплетекен суя документсем пулнӑ. Ӑна ҫынсене улталанӑшӑн Чӑваш Енри тата Пермь тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем шыранӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑм машинине Киров облаҫӗнчи Советск хулинчи пасарта тупнӑ. Ӑна виҫӗ хутчен сутма ӗлкӗрнӗ.
Хӗрарӑм виллине Гладков урамӗнче пытарнӑ. Ӑна пӑвса вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Шупашкарта троллейбуссем туянма укҫа ҫук. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ отчет пухӑвӗнче Алексей Ладыков сити-менеджер ҫапла хуравланӑ.
Республикӑн тӗп хулинчи транспорта пуҫӗпех ҫӗнетесшӗннине, ҫавӑн валли ҫӗнӗ троллейбуссем тата халиччен пирӗн регионта пулман электробуссем туянасшӑннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Сити-менеджертан Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев троллейбус управленийӗ 100 миллион тенкӗ ытла парӑмрине кура ҫулталӑкне 25-шер троллейбус епле илейрессипе кӑсӑкланнӑ. Чӑн та, Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ун пек цифрӑллӑ хыпар вырнаҫтарнӑччӗ.
Алексей Ладыков ыйтӑва тӳрремӗнех хуравламан имӗш. Анчах вӑл хулари пассажир маршручӗсене оптимизацилесен вӑтам тата пысӑк автобуссене ҫула кӑларас шухӑша, ҫавӑн пекех троллейбус туянма хулан укҫа ҫуккине пӗлтернӗ.
Шупашкарта 20 ҫулхи каччӑ усал шухӑшлӑ ҫынна тытса чарма пулӑшнине ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пӗтӗмпех утӑ уйӑхӗн 30-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче палламан арҫын хаҫат киоскӗн чӳречине ватнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫын сахаллипе ҫырлахнӑ: пирус тата вак-тӗвек илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 20 ҫулти Шупашкар каччи ҫывӑхра пулнӑ. Курнине вӑл карас телефонӗпе ӳкерме пуҫласан вӑрӑ-хурах ҫуртсен картишне кӗрсе тарнӑ, вӑрланӑ япалисене унта персе хӑварнӑ.
Курнине каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Часах вӑрӑна тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене персе хӑварнӑ ҫурт патне вӑл таврӑннӑ. Ӑна ШӖМӗн уйрӑмне илсе кайнӑ.
Каччӑна йӗрке хуралҫисем гражданла шухӑшне палӑртнӑшӑн чысласшӑн.
Паянпа ыран Атӑл хӗрринчи «Буревестник» кану уйлӑхӗнче радио юратакансен слечӗ иртет. Чӑваш Енӗн Информаци тата массӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарас, радиоспорта пропагандӑлас, сывӑ пурнӑҫа сарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Радиоспорт енӗпе ӑмӑртусем, тренингсем, культура программи пулмалла. Йӗркелӳҫӗсем слет кӑсӑклӑ та асра юлмалла иртессине шантараҫҫӗ.
Слета пуҫтарӑннисенчен чылайӑшӗ радиостанцисемпе кайнӑ. Ӑна илмелли пирки вӗсене малтанах асӑрхаттарса хунӑ.Слета хутшӑнас шухӑшлисе ирхи сакӑр сехетре ҫула тухнӑ. Малтан, ҫавсем ДОСААФӑн регионти уйрӑмӗ патне пуҫтарӑннӑ. Кайран вӗсем Атӑл леш енчи «Буревестник» кану уйлӑхне пӗр шухӑшлӑн ҫул тытнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |