Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Республикӑра

Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна саламламӗҫ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев салама Китай чӗлхипе те янӑраттарма хушнӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара Китайран пысӑк делегаци килӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ.

Халӗ ӑнлантӑр пулӗ салама мӗншӗн Китай чӗлхипе те янӑраттарнине? Аякран килнӗ хӑнасем те капла ӑнланӗҫ. Сӑмах май, уяв умӗн 100 чарӑнӑва илемлетӗҫ. Кунсӑр пуҫне хитре 30 баннер пулӗ. Рабочисем ҫул ҫаврисене те илемлетеҫҫӗ. Хулари районсенче чечек лартнӑ 76 лапам пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри виҫӗ районпа икӗ хула Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем инвестици илӗртӗҫ, экономикӑна аталантарӗҫ. Ку хушӑва Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Елчӗк районӗпе Шупашкар хулине укҫа-тенкӗ ытларах лекӗ: 15 тата 12 миллион тенкӗ. Муркаш районне 9 миллион тенкӗ ҫитӗ, Ҫӗмӗрле хулине 8 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Етӗрне районӗ валли 6 миллион тенкӗ пулӗ. Пӗтӗмпе муниципалитетсене 50 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.

Хуласемпе районсене пӗлтӗрхи кӑтартӑва кура укҫа панӑ. Вӗсем грантпа общество инфратытӑмне те аталантарма пултараҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Вӑт ку ҫамрӑксем чӑннипех те маттур. Сӑмахӑм Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче чи нумай балл пухнӑ яш-хӗр пирки пырать-ха.

ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, физика предмечӗпе кӑтартусем паллӑ. Экзаменра Чӑваш Енри виҫӗ ҫамрӑк чи нумай балл – 100 – пухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – Шупашкарти 3-мӗш лицейран, тепри тӗп хулари 45-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ.

Пӗтӗмпе ку экзамена 590 яш-хӗр тытнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ 100 балл пухнине чӑнах та уйрӑммӑн палӑртмалла. Сӑмах май, пӗлтӗр ку предметпа Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче никам та ҫавӑн чухлӗ балл пухайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42510
 

Хулара

Шупашкарта троллейбус управленийӗн ыйтӑвне уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Ӑна пулӑшас тесен мӗн тумалла? Халӗ депатутсем троллейбус маршручӗсемпе ҫӳрекен маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки шухӑшлаҫҫӗ.

Ку ыйтӑва депутатсен пухӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков троллейбус управленийӗ йывӑр лару-тӑрура пулнине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Унӑн парӑмӗ 100 миллион тенкӗрен те иртнӗ.

«Эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, маршруткӑсем, пӗчӗк автобуссем чылай чухне троллейбус ҫулӗпех ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа маршрутсене улӑштарас ыйтӑва пӑхса тухма сӗнетпӗр», - тенӗ Алексей Ладыков.

Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара 22-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ районӗпе ҫыхӑнтарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42513
 

Хулара
Иван Долгушин
Иван Долгушин

Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ.

Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ.

Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ача-пӑча хорӗ юрлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анне палӑкӗ умӗнче иртекен мероприятире 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килет, вӗсенчен пӗр ушкӑнӗ паян килнӗ.

Республикӑн Культура министерствин халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ Татьяна Дмитриева «Хыпар» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар пуян пулӗ: «Пусть всегда будет солнце» юрӑран пуҫласа «Вместе весело шагать» таранах.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пин ачаран чӑмӑртаннӑ хор чӑвашла та шӑрантарӗ: чи малтанах — Чӑваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланӑ Гимнне, унтан — ытти кӗвӗ-ҫемӗне, ҫав шутра Филипп Лукин композиторӑн «Тӑри» юррине.

 

Хулара

Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ.

Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ.

Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Ирина Клементьева
Ирина Клементьева

Шупашкар хула мэрӗ пулнӑ Ирина Клементьева текех ку должноҫа йышӑнмӗ. Паян хулара иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче ӑна пукансӑр хӑварма йышӑннӑ. Хӑйне яваплӑхран хӑтарма ыйтса Ирина Всеволодовна хӑех ҫырса панӑ. Анчах ӑна та пулин вӑл хӑйӗн юрисчӗсем урлӑ парса янӑ. Аса илтерер, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ирина Клементьевӑна Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ килти ареста лартма йышӑннӑ.

Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле темиҫе ӗҫ пуҫарчӗҫ. Клементьева хӑй айӑплине ӗнентерекен япаласене тӗп тӑвас тесе ӗҫлет тесе шухӑшланӑран ӑна пурӑнакан вырӑнтан тухма чарнӑ. Унӑн 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен кил умӗнче уҫӑлса ҫӳреме юрать. Ҫавӑн пекех пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсемпе калаҫма та, ҫыру ҫӳретме те унӑн ирӗк ҫук.

 

Вӗренӳ

Паян Шупашкарти «Садовый» микрорайонта «Йӑрӑ ача» (вырӑсла Непоседы) ача пахчи уҫӑлнӑ. Ача пахчин официаллӑ ятне вырӑслах ҫырнӑ пулӗ те, анчах паян уҫнӑ вӑхӑтра пурне те курӑнмалла хитре те пысӑк саспаллисемпе «Йӑрӑ ача» тени тӳрех куҫ тӑрӑнать.

203-мӗш номерлӗ ҫав учреждение уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пырса ҫитнӗ.

Аса илтерер, Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем «Радужнӑй», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче, Алькеш поселокӗнче пулӗҫ. Республика кунӗ тӗлне «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ ача пахчине те уҫма палӑртнӑ. Паян ӗҫлеме пуҫлани — 240 вырӑнлӑх.

 

Тӗнче тетелӗ

ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ачасен хӑйӗн ҫине алӑ хума хистекен сайт тупса палӑртнӑ. Суд ӑна хупас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Ку сайта Ленин район прокуратури тупса палӑртнӑ. Унта хавӑн ҫине мӗнле алӑ хумалли пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ иккен. Ҫапла майпа ку сайт сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ку информацие сарма юрамасть.

Суд сайта хупма йышӑннӑ. Документ копине Роскомнадзора янӑ, вӑл ӑна кирлӗ реестра кӗртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42440
 

Страницӑсем: 1 ... 644, 645, 646, 647, 648, 649, 650, 651, 652, 653, [654], 655, 656, 657, 658, 659, 660, 661, 662, 663, 664, ... 1036
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑсталӑха пула эсир ку эрнере ушкӑнра чи кирлӗ ҫын. Ӗҫе улӑштарма е карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр. Тахҫанах палӑртнӑ плансене пурнӑҫлама тытӑнатӑр тӑк сирк ҫывӑх ҫынсен, ӗҫтешсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулӗ. Юратнӑ ҫын, тен, сирӗншӗн муза пулӗ. Эрех-сӑра ӗҫесрен пӑрӑнӑр, вӑхӑта хаваслӑ ирттермелли заведенисене сахалрах ҫӳрӗр.

Ҫу, 22

1956
69
Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ.
1967
58
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1993
32
Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй