Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: «Садовӑй» микрорайона Ҫӗнӗ Шупашкара каякан автобус хутлать

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 10.09.2018 19:23 | 97 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара хутлакан 232-мӗш номерлӗ автобуса ҫӳретме тытӑннӑ. 60 ҫын вырнаҫаканскер асӑннӑ тӑрӑхӑн транспорт ыйтӑвне кӑштах та пулин тататех-тӗр. Пӗр автобуспа теприн хушши 15 минутпа танлашмалла. Вӑл ирхи пиллӗкрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗ. Апла пулсан ӗҫ умӗнхи тата ӗҫ хыҫҫӑн халӑх йышлӑ вӑхӑтра ҫынсем чарӑнура чыхӑнса нушаланмалла мар.

Автобусӑн маршручӗ ҫапларах: Улма-ҫырла (Садовӑй) тӑкӑрлӑкӗ – Фучик урамӗ – Колхоз пасарӗ – «Мир Луксор» кинотеатр – Суту-илӳ ҫурчӗ – Мега Молл – Энергозапчасть, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара Совет урамӗпе кайӗ, «Сокол» чарӑнӑва ҫитӗ.

Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче ку маршрут вӑхӑтлӑх тесе пӗлтереҫҫӗ — раштавӑн 1-мӗшӗнчен хулара транспорт реформи пулмалла.

#транспорт, #ҫул-йӗр, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #Транспорт министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енре 27 маршрута хупасшӑн
2018, 01, 25
Троллейбус линийӗ мӗн сӑлтавпа татӑлнине палӑртӗҫ
2018, 03, 21
Дачӑна хутлакансем валли ятарлӑ маршрутсем уҫӑлнӑ
2018, 04, 28
8 районта автобуссем ҫула тухмӗҫ
2018, 07, 05
Автобусра телефона зарядкӑна лартма май килӗ
2018, 08, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org