Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Вӗренмесӗрех дипломлӑ пулаймӑн

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Сутатӑп Арека пальма
Таисия Ташней 11.09.2018 18:37 | 157 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура суя диплом сутакансене тупса палӑртнӑ. Тата тӗрӗсерех каласан, ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче хыпарлакансене.

Вӗренни ҫинчен калакан хута сутса илме юраманнине шута илсе надзор органӗ Шупашкарти Ленин район судне тухнӑ. Тавӑҫра вӑл диплом сутакан сайтӑн страницин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ.

Халӗ суд ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем те суя диплом сутаканснее ырламан, диплом сутассине хыпарлакан страницӑна хупмалла тесе йышӑннӑ.

Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Ун валли 10 кун кирлӗ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр енӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаламасан суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗрет.

Тӳре йышӑнӑвӗ вӑя кӗрсен прокуратура Роскомнадзора ҫитме палӑртать. Унта вӑл хайхи диплом сутакан сайтри страницӑна хупма ыйтӗ.

#Шупашкар, #Улатӑр, #прокуратура, #судсем, #пӑтӑрмахсем, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ачана шкула илменнишӗн аслисем явап тытӗҫ
2017, 09, 11
Суйса шӑнкӑравланӑшӑн хупса хунӑ
2018, 03, 12
Хваттере хостела ҫавӑрнӑ
2018, 07, 03
Пилӗк уйӑхри ачине пульницӑра вӗлернӗ
2018, 08, 21
Тутарстан ҫыннисем Патӑрьелте пуйнӑ
2018, 09, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org