Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Нумай хваттерлӗ ҫуртра пушар тухнӑ

Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
Таисия Ташней 10.09.2018 08:25 | 532 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче хӗрлӗ автан пуҫтахланма тытӑннӑ. Пушар Чапаев урамӗнчи 9-мӗш ҫуртиа тухнӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗри халӑх корреспонденчӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.

Вӑрӑмах мар хыпарта пушар сӑлтавне кӑтартман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, инкек пилӗк хутлӑ ҫуртӑн тӑваттӑмӗш хутӗнче пулни курӑнать. Ҫуртӑн чӳречинчен хура тӗтӗм хӑрамалла тухать, вӑйлӑ ҫулӑм хӑрушла алхасать.

Пушар кӑнтӑрла иртсен, 13 сехет те 20 минутсенче, тухнӑ. Пушар хваттере йӑлтах ярса илнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пушар хуралӗнчен вырӑна ятарлӑ икӗ машина пырса ҫитнӗ.

Вут хыпса илнӗ нумай хутлӑ ҫуртран ҫынсене, ахӑртнех, эвакуациленӗ-тӗр.

#инкексем, #пушарсем, #ҫурт-йӗр, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта шыв пӑрӑхӗ шӑтса юхнӑ
2018, 03, 23
«Хӗрлӗ автана» пула автансӑр яла ӑсаннӑ
2018, 03, 26
Кемӗрти пушарта шар курнисене асӑнса Шупашкарта палӑк умне пухӑнӗҫ
2018, 03, 27
Пушарта вилекен нумайланнӑ
2018, 05, 11
Кӳкеҫре ача виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ
2018, 07, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org