Ҫанталӑк самаях сивӗ тӑчӗ-ха, ҫапах юханшывсемпе пӗвесем хулӑн пӑрпа витӗнме ӗлкӗреймерӗҫ-ха. Пулӑҫсем вара ниепле те килте лараймаҫҫӗ. Вӗсене ҫӳхе пӑр та хӑратмасть.
Шупашкарти кӳлмекре пулӑҫсем сезон уҫнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗркун 15 ҫын вӑлтапа ларнӑ. Арҫынсен хушшинче ҫамрӑксем те, ачасем, пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: хальлӗхе пӑр хулӑнӑшӗ пулӑ тытмалӑхах ҫук-ха. Вӑл 7 сантиметр пулмалла. Халӗ ҫӳхе пӑр ҫине кӗрсе пулӑ тытни пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.