Россельхознадзор специалисчӗсем Лапсар ҫывӑхӗнчи тӑпра цинкпа вараланнине тупса палӑртнӑ. Унта чӑх-чӗп хапрӑкӗ каяш тухса тӑкнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ предприятие 40 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен каяш тухса тӑкнине курсан чӑтайман – кун пирки Россельхознадзора пӗлтернӗ. Специалистсем 20 гектар ҫӗр ҫинчен 20 тӗслӗх илнӗ, тӗрӗслеме янӑ.
Кӑштахран пӗтӗмлетӳ килнӗ: 12 гектар ҫӗр цинкпа вараланнӑ-мӗн. Протокол ҫырса Калинин районӗн судне ярса панӑ. Суд пӑхса тхунӑ хыҫҫӑн йышӑну тунӑ. Кунашкал йӗркене пӑснӑшӑн 80 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е предприяти ӗҫне 90 талӑклӑха чарса лартма пултараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патне йӑлари хытӑ каяша вуншар ҫул турттарса вӑл тулса кайни темиҫе ҫул каяллах ҫынсене те, тӳре-шӑрана та пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Тинех вӑл ыйту татӑлма пуҫларӗ: йӑлари каяша ятарлӑ вырӑна, полигона, турттараҫҫӗ, Питтукасси свалкине рекультивацилеме йышӑнчӗҫ. Укҫине, Турра шӗкӗр, Мускавран уйӑраҫҫӗ. Малтанласа - 113,9 миллион тенкӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмалла. Анчах кунта ӑнланманлӑх сиксе тухрӗ.
Малтан рекультивацилекене палӑртаймарӗҫ, кайран палӑртнине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хурларӗ, унтан Шупашкар хула администрацийӗ конкурсра суйланнӑ «Автодор» предприятипех килӗшӳ тума йышӑннине пӗлтерчӗ.
Ҫак лару-тӑрура Элтеперпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасси пирки калаҫаҫҫӗ.
Шупашкара «мӑйракасӑр» троллейбус илсе килсе тӗрӗслессине унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна ҫула кӑларнӑ. Унпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ярӑннӑ.
Троллейбуса Сарӑтуран Шупашкара темиҫе кунлӑха ҫеҫ илсе килнӗ. Унашкал транспорт 16 миллион тенкӗ тӑрать, электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн каяйма пултарать. Анчах темиҫе ҫултан унӑн аккумуляторне улӑштармалла. Ку вара 6 миллион тенке кайса ларать.
Ҫӗнӗ транспортпа Владимир Иванов министр та ярӑнса курнӑ. Троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайнӑ. Анчах Хӗвеланӑҫ поселокне ҫитсен Алексей Ладыков Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме тӗллевленнӗ. Ку кӑна мар – вӗсем «мӑйракасӑр» транспортпа Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн алӑкӗ умнех ҫитсе чарӑннӑ.
Унашкал транспорта пирӗн те туянӗҫ-и? Федераци хысни 16 миллион тенкинчен 6-шне саплаштарма шантарсан та – ҫук. Ыран троллейбус Сарӑту хулине кайӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче, общество транспорчӗ ҫур ҫӗрччен ӗҫлӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, увра 90 троллейбуспа 33 автобусран сахал мар ӗҫлӗҫ. 1-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 11-мӗш, 15-мӗш, 18-мӗш, 19-мӗш троллейбуссем ҫур ҫӗрчченех ҫӳрӗҫ. Кунсӑр пуҫне Хӗрлӗ тӳремрен пассажирсене ҫӗнӗ кӑнтӑр, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсене, Ҫырла пралукне, Кӑнтӑр, Алькеш, Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсене илсе ҫӳрӗҫ. Унта 3-мӗш, 7-мӗш, 10-мӗш, 15-мӗш, 16-мӗш тата 22-мӗш автобуссем ҫӳрӗҫ.
Паян Шупашкарти Алкешри Роза Люксембург урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра «Антошка» ача пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Чӑван Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Республика кунӗ тӗлӗнче Шупашкарта икӗ ача пахчи уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара кайнӑ вырӑнта ҫӗкленнӗ ҫӗнӗ районта, Ҫӗнӗ хула текенскерте, ӗнер «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлнӑччӗ. Маларах Садовый микрорайонта «Йӑрӑ ача» хута ячӗҫ.
Кашни ача пахчине уҫмах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, республикӑн вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев, хулари тӳре-шара хутшӑннӑ, сӑмах каланӑ.
Аса илтерер: кӑҫал хулара тӑватӑ ача пахчи уҫӑлмалла. Ыран «Радужный» микрорайонта 160 пепкене вырнаҫмалӑх уҫӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине хупнӑ хыҫҫӑн ӑна рекультивацилесе ҫӗре йӗркене кӗртмеллине унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Республикӑн тӗп хулин шутланнӑ май ҫав ӗҫшӗн явапли — Шупашкар. Ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацине палӑртма икӗ хутчен конкурс ирттерни те ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ. Нумаях пулмасть уҫӑ аукционта «Автодор» предприятие суйланӑ. Ҫак эрнери тунти кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттерекен канашлура Питтукассинчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине рекультивацилессине те хускатнӑччӗ. Унта Михаил Игнатьев ку подряд организацине шанмасӑр калаҫнӑ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кануран тухсах свалка ыйтӑвӗпе хулари тӳре-шарапа канашлу ирттернӗ. Унта «Автодорах» ӗҫе кӳлӗнтермелли пирки калаҫса кайнӑ.
Ҫакна та пӗлтерер: рекультиваци валли федераци хыснинчен 113 миллион тенкӗ ытла уйӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан тупрана туртса илӗҫ, республикӑна 11 миллион тенкӗ ытла штраф тӳлеттерӗҫ.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Шупашкарти депутатсем хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламан. Кунашкал йышӑнӑва Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ.
Лару ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Кун йӗркине пилӗк ыйту кӗртнӗ. Малтанах хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйласси пирки хушма ыйту кӗртнӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна ырламан.
Аса илтерер: экс-мэр Ирина Клеменьева хӑйӗн тӗлӗшпе тӑватӑ пуҫиле пуҫарсан ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Унтанпа мэр тивӗҫӗсене Николай Владимиров пурнӑҫлать.
Ҫитес лару авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртӗ. Тен, хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне ун чухне суйлӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хусан вара хӑйӗн праҫникне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлать.
Ҫавна май ветерансем валли пӗчӗк ҫулҫӳрев йӗркелӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин виҫӗ ветеранӗ, Хусанта пурӑнаканскерсем, Шупашкара килӗҫ. Кунта вӗсем икӗ кун пулӗҫ. Пирӗн хулапа вӑрҫӑ участникӗ Касим Салимгареев, тыл ӗҫченӗ Камиль Тукаев, Ленинградри блокадӑра пурӑннӑ Альберт Комяков паллашӗҫ.
Шупашкарти ветерансем вара Хусанта ҫурлан 24-25-мӗшӗсенче пулӗҫ. Унта кам кайӗ? Ветерансен тӑванӗсем заявка пама пултараҫҫӗ. Ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас тесен «Контактра» халӑх тетелӗнче Максим Забалуевпа ҫыхӑнмалла.
Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать.
Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |