Нумаях пулмасть Латвири «Latvijas būvinženieris» ятлӑ журналта Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнӗ проекчӗ пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш Енри ҫамрӑк архитектор Виктория Яковлева хатӗрленӗ.
Виктория Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, гимнази пӗтерсен Ригӑри техника университетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл диплом ӗҫне Шупашкарти аэропортпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра вӗренекен пикене мӗншӗн шӑпах ҫак тема пӑшӑрхантарнӑ-ха?
Виктория пӗррехинче Шупашкара самолетпа вӗҫсе килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл аэропортри ҫитменлӗхсене асӑрханӑ: харӑсах икӗ рейс йышӑнаймасть, ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, багажа парас йӗрке ҫук, дизайн кивӗ… Ҫакна кура хӗр аэропортӑн федераци статусӗпе килӗшсе тӑракан вариантне шухӑшласа кӑларма тӗллев лартнӑ.
Виктория журналта ҫамрӑк специалистсем валли конкурс иртнине пӗлсен хӑйӗн проектне ярса панӑ. Ӑна вара унта пысӑк хак панӑ.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропорта реконструкцилеме эскиз проектне хатӗрленӗ, ҫапах ҫынсем хӑйсен шухӑшне сӗнме кая юлман-ха. Виктория хӑйӗн проектне ярса парсан вӗсем ӑна экспертсемпе пӑхса тухма шантарнӑ.