Иртнӗ эрнере иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче медицина учрежденийӗсене пӗрлештерес ыйтӑва та тишкернӗ.
Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивессине эпир иртнӗ уйӑхра систернӗччӗ-ха.
Чӑн та, ку сӑмах тӳрре килчӗ: сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, диспансерӑн Шупашкарти пушанакан ҫуртӗнче профиль ача сачӗ уҫма е ватӑсем валли хоспис йӗркелӗҫ.
Улатӑрти, Етӗрнери психиатри пульницисем республикӑн психиатри пульниципе пӗрлешӗҫ. Анчах районсенчи уйрӑмсем малтанхиллех ӗҫлессине шантараҫҫӗ. Улшӑнӑвӗ, тӗпрен ислен, пульницӑсене ертсе пыракансене ҫеҫ пырса тивмелле-мӗн.
Шупашкарта пурӑнакан Роман Андреев Грузире хӗл каҫасшӑн. Ҫавӑнпа вӑл велосипедпа ҫула тухнӑ. Халӗ ҫамрӑкскер Вогограда ҫитнӗ. Унти ҫынсем Чӑваш Ен каччине лайӑх кӗтсе илнӗ, хӑнана та чӗннӗ.
Роман Андреев Грузие ҫитме тахҫантанпах ӗмӗтленет. Ара, унта ӑшӑ, ҫавна май вӑл унта хӗл каҫасшӑн. Роман ҫула велосипедпа тухса йывӑрлӑхсене парӑнтарасшӑн. Сӑмах май, вӑл автор киновӗн режиссерӗ те. Ҫавна май Грузире фильм валли сценарисем тупма ӗмӗтленет.
Тӑватӑ ҫул каялла Роман Никита Васильевпа тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Никита та велосипедпа ҫул ҫӳреме юратать. Пӗррехинче вӑл Романа ҫапла каланӑ: «Эсӗ режиссер, санӑн велосипедпа ҫулҫӳреве тухмаллах». Ҫавӑн хыҫҫӑн Роман хӑйнӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревне кайнӑ — Мари Элти хыр вӑрманне ҫитсе курнӑ.
Пирӗн Республика Ертӳҫи хисеплӗ Михаил Васильевич!
Юратнӑ чӑвашсем!
2018-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Патшалӑх Академи Драма театрӗ 100 ҫул тултарать! Юратнӑ театрӑн паллӑ кунне хӗпӗртесе кӗтсе илӗпӗр! Анчах та, пӗр витӗмлӗ сӑлтав канӑҫ памасть. Хӗрлӗ тӳремӗн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра пулмалла-ши театр? Вӑл лапамра яланах халӑх хӗвӗшет, ҫав сӑлтавпа ҫак ҫуртра академиллӗ юрӑпа-ташӑ ансамблӗ, симфони оркестрӗ, академиллӗ капелла, «Ҫавал», «Сувар», «Ҫеҫпӗл», «Эревет» ансамбльсем вырнаҫччӗр-мар-и??? Кашни ушкӑн уйӑхсерен тӳлевсӗр концерт кӑтарттӑр. Ҫуллахи вӑхӑтра кермен умӗнче, ытти чухне шалта сцена ҫинче вӗсен пултарулӑхне курмаллла пултӑр пурин те! Кунашкал меслетпе халӑх хушшинче культурӑна сарма май пулӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республикӑмӑр кунӗнче, ҫак вырӑнта «Раҫҫей Ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ юрӑ-ташӑ фестивалӗ иртет-ҫке тата! Чипер ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен Хӗрлӗ Лапамӑн 7-мӗш номерлӗ ҫуртра нимӗнле театр та пулмалла мар. Ҫӳллерех палӑртнӑ коллективсем тӗпленччӗр!
Академи театрӗ 110 ҫул тултарнӑ тӗле театрӑн ҫӗнӗ ҫурт пулӗ тесе шутлӑпӑр!
Паян Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 14-мӗш ларӑвӗ иртрӗ. Депутатсем унта республика хыснине улшӑнусем кӗртрӗҫ. Кӑҫал ҫак документа виҫҫӗмӗш хут тӳрлетӳсем кӗртнӗ.
Республикӑн кӑҫалхи бюджечӗ вӑтамран 499,6 млн ӳсесси паллӑ. Сывлӑх сыхлавне илсен, Шупашкарти Ленин проспектӗнче нумай функциллӗ поликлиникӑра строительство пырать. Хулари 2-мӗш номерлӗ ача-пӑча пульницине реконструкцилеме те укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ.
Республикӑра вӗрентӳ пайне аталантарма хушма пулӑшу пулӗ, кӑтарту 356,5 млн танлашать. Вӗсенчен 156,5 млн регионти муниципалитетсене куҫать, унта ӗҫлекенсен шалу укҫине ӳстерме тӑкакланӗ. Ҫӗрпӳре Кӑнтӑр микрорайонтӑ ҫӗнӗ шкул тума та хыснара пӑхса хӑварнӑ. Ытти отрасле те самай укҫа уйӑрӗҫ.
«Пире тӑван кӗтсе тӑрать», «Шӑматкун каҫхине», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» - ҫак юрӑсен авторӗ камне калама та кирлӗ мар. Юрий Кудаков! Ҫак кунсенче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Унӑн кӗввисем «Праски инке хӗр парать», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» спектакльсене те илемлетеҫҫӗ.
Юрий Кудаков Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче 8 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Юбилей каҫӗ унта иртнӗ. Ентешӗсем ӑна хисеплеҫҫӗ. Композитор Хутар, Ҫӗмӗрле районӗн гимнӗсене хайланӑ. Ытти тӑрӑхсене те ҫырса панӑ вӑл. Тӗслӗхрен, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Лев Ефимова йӑх гимне хайласа панӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне 50 ҫула яхӑн паллаҫҫӗ.
Хутара композитора саламлама Шупашкартан чылай хӑна килнӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халӑх ӳнерҫи Николай Енилин. Вӑл Юрий Кудакова ҫамрӑк чухне пир ҫине ӳкерсе юлнӑшӑн хӗпӗртет.
Уяв каҫӗнче пултаруллӑ композитор ҫӗр-ҫӗр ӑшӑ сӑмах илтнӗ. Унӑн юррисене чӑваш халӑхӗ чунран юратать.
Троллейбуссене каллех улшӑну пырса тивӗ. Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа вӗсем урӑх расписанипе ҫӳрӗҫ. Транспорт хӗллехи режима куҫӗ.
Унччен троллейбуссем каҫхи 10 сехетчен ҫеҫ ҫӳретчӗҫ. Ҫакна тӑкаксене саплаштарас тӗллевпе тунӑ. Анчах халӑхшӑн ку меллӗ мар. Агрегат савутӗнче, Промтракторта ӗҫлекен ҫынсем юлашки рейса ӗлкӗреймен.
Халӗ расписание ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Малашне рейссем сахалрах пулӗҫ: 1695 ҫеҫ (унччен – 1885). Шӑматкун 1308 рейс ҫеҫ ҫӳрӗ, вырсарникун вара – 1167.
Ӗҫлемелли кунсенче ирхине троллейбуссем унчченхи пекех нумай ҫӳрӗҫ. 1-мӗш троллейбус Промтраткор патӗнчен 22.55 сехетре кайӗ. 2-мӗш троллейбус Агрегат савутӗнчен 23.11 сехетре тапранӗ. 16-мӗш троллейбус Маштехникумран 23.33 сехетре кайӗ. 15-мӗш тата 18-мӗш троллейбуссем Хӗрлӗ тӳремрен 22.34 тата 22.58 сехетсенче тапранӗҫ. 22-мӗш троллейбус вара Университет патӗнче юлашкинчен 17.37 сехетре пулӗ, «Ҫӑкӑр» савут патӗнче вара – 18.04 сехетре.
Шупашкарта пурӑнакан Маргарита Димитриевӑна шыраҫҫӗ. Вӑл – икӗ ача амӑшӗ. Хӗрарӑм икӗ тӗпренчӗкне, 9 тата 3 ҫулсенчисене, каникул вӑхӑтӗнче яла кайса янӑ.
Ачисем ялта чухне вӑл амӑшӗпе телефонпа калаҫнӑ. Маргарита Димитриева амӑшӗпе юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхине калаҫнӑ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кукамӑшӗ мӑнукӗсене хулана илсе кайнӑ. Хваттере ҫитнӗ те – унта никам та ҫук. Ачасен амӑшӗ ку тапхӑрта унта пачах пулман-мӗн. Унӑн телефонӗ хаш чухне сӳннӗ, тепӗр чухне вӑл ӑна тытмасть.
Амӑшӗ хӗрӗ ҫухални пирки полицие кайса пӗлтернӗ. Маргарита Димитриева 1983 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Хальлӗхе кукамӑшӗ хулара манукӗсемпе парӑнать.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ.
Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ.
Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сирире чӑваш каччи вилни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Валерий Емдюков самбопа, дзюдопа кӑсӑкланнӑ, республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. Вӑл снайпер-разведчик пулнӑ.
Валерий питӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӑл 1987 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 30 ҫулхи юбилейне, шел те, паллӑ тӑвайман вӑл. Сирире паттӑрла вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ.
Шупашкарта Валерий Емдюкова халалланӑ Асӑну хӑми уҫнӑ. Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн председателӗ Вячеслав Рафинов хутшӑннӑ. Вӑл Валерий паттӑр салтак пулнине, унӑн ятне ӗмӗр манманнине каланӑ.
Асӑну хӑмине Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑрура пулнӑ Игорь Шумиловпа Леонид Осипов уҫнӑ. Валерий Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗреннӗ. Асӑну хӑмине шӑпах ҫавӑнта вырнаҫтарнӑ. Юлашкинчен студентсем сӑвӑ вуланӑ.
Паян ирпе, ҫынсем ӗҫе васканӑ самантра, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Ҫавна пула транспорт ҫӳресси ҫур сехетлӗхе чарӑннине пӗлтереҫҫӗ. 23 ҫулти ҫамрӑк водитель тытса пыракан автобус сакӑр машина ҫине пырса кӗнӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче лекнӗ автобус 12-мӗш маршрутпа ҫӳренине асӑннӑ. Транспортра 5 ҫын ларса пынӑ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те аманманнине ӗнентереҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, автобусӑн тормозӗ ванма пултарнӑ. Анчах ку версие хальлӗхе ҫирӗплетме иртерех. Куракансем каланӑ тата водитель пӗлтернӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетме май пур.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Сӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аваринче ҫӑмӑл машинӑсем хытах лапчӑнни курӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |