Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Владимир Чекушкин философи наукисен докторӗ, профессор 85 ҫул тултарнӑ ятпа «Философия и песня в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамри философи тата юрӑ) курав хуҫалнӑ. Ҫакӑн пирки Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ пӗлтернӗ.
Курава йӗркелеме ЧПУри музей ертӳҫи Ольга Галошева тӑрӑшнӑ.
Юбиляра саламлама, Альбина Юрату пӗлтернӗ тӑрӑх, «сумлӑ ҫынсемпе медицина факультетечӗн студенчӗсем» пырса ҫитнӗ.
Владимир Чекушкин – Патӑрьел районӗнчи «Труд» колхозӑн хисеплӗ ҫынни иккен. Вӑл тӑрӑхра ҫуралнӑскере ентешӗсем сума сӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ.
Альбина Юрату калашле, «Владимир Чекушкин чӑваш юррисене юрласа, шӑпӑр каласа чылай ют ҫӗршыва ҫитнӗ. Вьетнамра та, Индире те, Америкӑра та, Испанире те, Венгрире те, Чехинче те, Польшӑра та, Германинче те, Ирландире те, Словакире те вӑл илемлӗ те янӑравлӑ чӑваш чӗлхипе калаҫнӑ, асамлӑ тӗрӗллӗ чӑваш тумӗпе тӗрлӗ халӑх умне тухнӑ, чӑваш пулнипе мӑнаҫланнӑ».
«Пӗрлехи Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн президиумӗ Николай Владимирова республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӗнчен РФ Федераци Канашне сенатор пулма сӗннӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗнче тӑвӗҫ. Лару авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш Ен парламентӗнче чылайӑшӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ пулнине шута илсен асӑннӑ кандидата депутатсем ырласси пирки иккӗленме кирлӗ мар.
Конституцире пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Федераци Канашӗнче Раҫҫейӗн кашни регионӗнчен икшер кандидат пулмалла. Чӑваш Енӗн тепӗр пайташӗ пулма республика ертӳҫи Олег Николаев Николай Федорова сӗннӗ.
Николай Федорова нумайӑшӗ пӗлет. Вӑл Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ.
Николай Владимиров пирки ҫакна пӗлтермелле: вӑл пӗр вӑхӑт «Чӑваш бройлерӗ» предприятие ертсе пынӑ. Николай Николаевич 1979 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн тинех бассейн уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗнӗ корпус ҫывӑхӗнче, Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫурт патӗнче, вырнаҫнӑ. Адресӗ те унӑн ҫавнашкалах пулӗ.
Бассейна 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна 2020 ҫулӑн виҫҫӗмӗш кварталӗнче хута яма палӑртнӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ вӑраха тӑсӑлса кайнӑ.
Подрядчик ҫӗнӗ бассейна утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче шыв тултарнӑ, кун хыҫҫӑн ҫитменлӗхсене пӗтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧПУ Ростехнадзорӑн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи управленийӗн пӗтӗмлетӗвне илнӗ. Эппин, бассейн хатӗр. Ӑна ыран савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшлӑх университетӗнче тата В.И. Чапаев ячӗлл производство пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшакансем тӗлӗнмелле резина хутӑшне патентлама пултарнӑ.
Асӑннӑ хутӑш пуйӑс чукун ҫулпа пынӑ чухне вӑл чӗтреннине тата сасӑ кӑларнине пӗчӗклетме май парӗ.
Рецептпа рельса ҫирӗплетнӗ чух усӑ курма пулать. Ҫакӑ рельссемпе усӑ курас вӑхӑта тӑсма пулӑшӗ. Чукун ҫул вакунӗсенче вара ытлашши шӑв-шав тӑмӗ.
Ҫӗнӗлӗхе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Николай Кольцов тата В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи Сергей Сандалов, Николай Ушмарин, Евгений Егоров шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе 2021 ҫул вӗҫлениччен тӗрӗслӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренес кӑмӑллӑ абитуриентсем кӑҫал та медицина факультетне нумай заявка тӑратнӑ: сиплев ӗҫӗ енӗпе — 1021 ҫын, педиатрипе стоматологие суйланисем — 608-шар.
Ҫав вӑхӑтрах информатика енӗпе аслӑ пӗлӳ илес кӑмӑллисем — 565 ҫамрӑк, экономикӑпа менеджмент — 402, юридици — 259 ҫын. «Хыпар» хаҫат ӗнентернӗ тӑрӑх, искусство специальноҫӗсемпе вара 3-8 ҫын кӑна.
«ЧПУра студент пулас текенсене хавхалантармалли майсем те тупнӑ. Акӑ абитуриентӑн харпӑр кабинечӗ урлӑ документсене тӑратнисен хушшинче лотерея ирттернӗ. Фотоаппарат, рюкзак, флешка, термокурка тата ытти парнене выляттарнӑ. «Инженер класӗсем» проекта хутшӑннисене, шкул ачисен олимпиадисенче мала тухнисене аслӑ шкула вӗренме кӗрсен хушма стипенди тӳлеҫҫӗ~~~~», — пӗлтернӗ эпир маларах асӑннӑ МИХра.
Владимир Филиппов киноооператор инсульта пула реанимацие лекнӗ. Ку хыпара Фейсбукра Татьяна Ильина (ӑна вӑл хӑй вӑхӑтӗнче тележурналист пулнӑран чылайӑшӗ паллать пулӗ) пӗлтернӗ.
Владимир Филиппов 1950 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗп хулари 30, 38, 39-мӗш шкулсенче истори тата музыка предмечӗсене вӗрентнӗ. 1980-1998 ҫулсенче вӑл «Чӑваш Ен» ПТРКра киноооператорта ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ.
Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ.
Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ.
Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ
Шупашкарта Раҫҫей Паттӑрӗ Дамир Юсупов ячӗпе сак вырнаҫтарнӑ. «Мягая посадка» ятлӑ вӑл. Паттӑр пирӗн тӑрӑха виҫӗ кунлӑха килнӗ.
Астӑватӑр пулӗ: 2019 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче Дамир Юсупов пилот Жуковский ҫывӑхӗнчи куккурус уйӗнче самолета ӑнӑҫлӑ антарса лартнӑ. Мускавран Симферополе вӗҫме тухнӑ самолет тӳпере чарлансем ҫине пырса кӗнӗ, ун хыҫҫӑн двигательсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Борт ҫинчи 233 ҫын чӗрех юлнӑ.
Палӑртмалла: 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Дамир Юсупов Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енре экологи аталанӑвӗ тата климат улшӑнӑвӗ енӗпе ӑслӑлӑхпа техника программи пурнӑҫа кӗрӗ. Ку енӗпе республикӑра яваплӑ ҫынсене палӑртнӑ. Программӑна 2021-2030 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле.
Ӗҫлӗ ушкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе республикӑн виҫӗ вице-премьерне: экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Д.И. Краснова, ял хуҫалӑх министрне С.Г. Артамонова, вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне А.Л. Салаевӑна; ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Э.Н. Бедертдинова, промышленность тата энергетика министрне Е.Р. Герасимова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорне А.Ю. Александрова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ректорне В.Н. Иванова тата Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорне А.Е. Макушева; Экологипе ҫутҫанталӑкӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорне О.С. Александрова кӗртнӗ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти бульвара И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ Лев Кураковӑн ятне пама йышӑннӑ. Йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Шел те, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑсчах-экономист, патшалӑх деятелӗ Лев Пантелеймонович чирлесе пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Вӑл 77 ҫулта пулнӑ.
Лев Кураков ЧПУра 19 ҫул ректор тивӗҫне пурнӑҫланӑ /1990-2009 ҫулсем/. Ҫавӑн пекех вӑл депутат, Федераци Канашӗн пайташӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, Патшалӑх Канашӗн председателӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |