Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялӗнче палӑк уҫнӑ. Ӑна вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, вырӑс поэчӗн палӑкне ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫнӑ.
Палӑк-бюст авторӗ — Николай Кондрашкин скульптор. Ку хыпара пӗлнисенчен пӗри: «Николай Ашмарин палӑкне уҫмалла пулнӑ», — тесе ҫырнине Лидия Филиппова хуравланӑ тӑрӑх, Александр Пушкин палӑкне ЧПУ ректорӗ пулнӑ Лев Кураков укҫипе тунӑ.
Эльдар Алиев тата Аллабай Аманмуххаметов – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн студенчӗсем. Вӗсем Туркменистанран килнӗ.
Ҫурла уйӑхӗнче икӗ каччӑ Хусана хӑнана кайнӑ. Тусӗн хваттерӗ пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. 21 сехет ҫитсен хайхискерсем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑма ҫамрӑк арҫын тапӑннӑ-мӗн, ӑна пӑвма пуҫланӑ.
Каччӑсем пушмакӗсене тӑхӑнмасӑрах чӳречерен сикнӗ. Пӗри полицие шӑнкӑравланӑ, тепри хурах хыҫҫӑн чупнӑ.
Студентсем хӗрарӑма ҫӑлнӑ хыҫҫӑн ЧПУна ҫыру килнӗ. Унта хӗрарӑм вӗсене тав туса ҫырнӑ. Нумаях пулмасть Эльдарпа Аллабая аслӑ шкул тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин килме палӑртнӑ. Тӳрех каламалла: премьер-министр ку статуса йышӑннӑранпа пирӗн патра пулман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Мишустина социаллӑ экономика аталанӑвӗн комплекслӑ программипе паллаштарӗҫ. Хальлӗхе прмьер-министр республикӑри хӑш вырӑна ҫитессине татӑклӑн калама ҫук, мӗншӗн тесен программа улшӑнсах тӑрать. Малтан ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧРУна, Индустри паркне кӑтартма палӑртнӑ, кайран ку шухӑша пӑрахӑҫланӑ.
Хальлӗхе программа ҫапларах: Михаил Мишустин В.И.Чапаев ячӗллӗ савутра тата «Текстильмашра» пулӗ.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисен хӑтлавне ирттерчӗҫ. Ӑна библиотека ырӑ йӑлана пӑхӑнса тӳрӗ эфирта ирттерчӗ. Хӑтлава Ютубра пӑхма май килчӗ.
Любовь Федорова — Елчӗк районӗнчен тухнӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑ. Вӑл 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗр ҫул вӑл ял хуҫалӑх институтӗнче агронома вӗреннӗ, анчах пӑрахнӑ. 1980 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультетӗнче пӗлу илнӗ. Кайран вӑл Шупашкарти шкулсенчен пӗрне ӗҫе вырнаҫнӑ. Любовь Федоровӑн «Йӳҫӗ пыл» ятлӑ малтанхи кӗнеки 1992 ҫулта пичетленнӗ. Пӗр пиллӗкмӗш классенче вӗреннӗ чухне Мария Волкован кӗнекине хавхаланса вуланине аса илчӗ. Хӑйӗн малтанхи хайлавӗсене район хаҫатӗнче ҫеҫ мар, республикӑри литература журналӗсенче пичетленӗ. Вӑл — сакӑр кӗнеке авторӗ. Сӑвӑсем, калавсем, юптарусем ҫырать.
Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Анна Головинана шаннинен Чӑваш халӑх сайчӗ хай вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май министр пуканне пушатнӑ.
Анна Германовна Головина 2009 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Физика» тата «Преподаватель» специальноҫӗсене алла илнӗ. «Финанс тата кредит» енӗпе те вӑл вӗреннӗ. «Пӗтӗмӗшле педагогика, педагогика тата вӗренӳ историйӗ» енӗпе аспирантурӑра ӑс пухнӑ. 2015 ҫулта вӑл педагогика наукисен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ. Сӑмах май, 2014 ҫулта «Ҫулталӑк аспиранчӗ» республикӑри конкурсра «Педагогика ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ.
Анна Головина Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче тӗрлӗ должноҫра вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Мурманска кайиччен Чӑваш патшалӑх университетӗнче проект ӗҫ-хӗлӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Хабаровскра ҫуралнӑ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ акци – «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» - иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать.
Чӑваш Енре диктанта 34 лапамра ҫырӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ Шупашарта пулӗ. Тӗп лапам – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ /Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт/.
Акцие хутшӑкансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравламалла. Задание пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ.
Регистраци 13 сехетре пуҫланать, интруктаж – 13.30 сехетре. 14 сехетре диткант ҫырма тытӑнӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хысна вырӑнӗсен шучӗ нумайланӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян Мускавра пулнӑ май Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх тата аслӑ шкул министрӗпе Валерий Фальковпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем ЧПУна никӗс аслӑ шкул статусне парасшӑн. Ҫавӑн хыҫҫӑн университет патшалӑх саккасне пурнӑҫланӑ май региона тӑнӑҫлӑ аталанма кирлӗ специалистсене вӗрентсе кӑларассипе ҫине тӑрӗ.
Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, аслӑ шкулта хальхи вӑхӑтри лабораторисем халех пур. Вӗсем пысӑк шайри специалистсене хатӗрлес ӗҫре пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Краснова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Дмитрий Краснов 1980 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2002 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «Тӗнче экономики» специальноҫа алла илнӗ май экономист пулса тӑнӑ. 2016 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн ӑсталӑхне вӗреннӗ. 2018 ҫулта Мускаври Сколково шкулӗнче, Мускаври патшалӑх техника университетӗнче тата Г.В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университетӗнче пӗлӗве ӳстернӗ.
Сӗнтӗрвӑрринчи епископ, Шупашкар епархийӗн викарийӗ (хӑйӗн епархийӗ ҫук, епархи епископне ертсе пыма пулӑшакан ҫынна ҫавӑн пек калаҫҫӗ) Игнатий Вологда митрополийӗсенчен пӗрне, Череповецрине, ертсе пыма тытӑнӗ. Ҫапла йышӑннӑ Вырӑс православи чиркӗвӗн Ҫветтуй синочӗ.
Асӑннӑ епархин унчченхи ертӳҫи – Флавиан епископ – сывлӑх хавшанине кура тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахма йышӑннӑ.
Игнатий (Сергей Васильевич Суранов) 41 ҫулта. Вӑл Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта манах пулса тӑнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2017 ҫулта куҫӑнсӑр майпа – Чулхулари тӗн семинарийӗнчен.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗнер Мускаври специалист семинар ирттернӗ. Ӑсталӑх сехетне «IMHO» компанин (вӑл Рунетра реклама сутассипе рынокра хӑйӗн шанчӑклӑ вырӑнне тупнӑ) суту-илӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Антонова килсе ҫитнӗ.
Мускаври специалист хаҫатсене, сайта тата тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсене реклама илӗртмелли вӑрттӑнлӑхсене уҫӑмлатнӑ. Журналистсемпе реклама менеджерӗсем ҫӗннине, кӑсӑклине нумай пӗлме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене те уҫӑмлатнӑ.
Ольга Антонова – чӑваш хӗрӗ. Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑскер темиҫе ҫул каяллах Мускавра тӗпленнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |