И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «#Разделяй» (чӑв. Уйӑр) экоологи проекчӗ пуҫарнӑ. Унта чи малтисенчен пӗрисен йышӗнче ют ҫӗршыври студентсем хутшӑнма тытӑннӑ.
Проекта пурнӑҫа кӗртсе Чӑваш патшалӑх университетӗнче хутпа пластик уйрӑм пухма картон бокссем вырнаҫтарнӑ. Аслӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, корпуссенчи бокссем ҫине тӗплӗ инструкцисем ҫырса пичетленӗ. «Экологи питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тесе каланӑ, тӗслӗхрен, Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Мухаммедали Собиров.
Ҫывӑх вӑхӑтра нимеҫӗсем аслӑ шкулти кашни академи ушкӑнӗпе тӗл пулса йӑлари хытӑ каяша уйрӑм пуҫтармалли ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн. Студентсене ҫеҫ мар, преподавательсене те.
Паян Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Анна Головинана шаннӑ. «Ҫыхӑнура» портал ҫак хыпара пӗлтернӗ май Шупашкарта ҫуралса ӳснине аса илнӗ.
Анна Германовна Головина 2009 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Физика» тата «Преподаватель» специальноҫӗсене алла илнӗ. «Финанс тата кредит» енӗпе те вӑл вӗреннӗ. «Пӗтӗмӗшле педагогика, педагогика тата вӗренӳ историйӗ» енӗпе аспирантурӑра ӑс пухнӑ. 2015 ҫулта вӑл педагогика наукисен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ. Сӑмах май, 2014 ҫулта «Ҫулталӑк аспиранчӗ» республикӑри конкурсра «Педагогика ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ.
Анна Головина Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче тӗрлӗ должноҫра вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Мурманска кайиччен Чӑваш патшалӑх университетӗнче проект ӗҫ-хӗлӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Хабаровскра ҫуралнӑ.
1992-1994 тата 1996-1998-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ пулнӑ Владимир Данилов ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Вӑл — историк, истори наукисен кандидачӗ, профессор. 1946 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, СССР Наукӑсен академийӗн истори институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ.
И.Н. Ульянова ячӗллӗ ЧПУра ассистент, аслӑ преподаватель, доцент пулса тӑрӑшнӑ. 1990-1991 ҫулсенче Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Наука, информатика, халӑх вӗренӗвӗн комиссийӗн председателӗ, 1991-1992 ҫулсенче Чӑваш ССР Министрсен Совечӗн председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Владимир Данилов 100-е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра монографисемпе вӗренӳ кӗнекисен, авторӗ.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Инна Лялинан «Чувашские мотивы» (чӑв. Чӑваш ҫеммисем) куравӗ уҫӑлнӑ.
Инна Лялина — Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ, педагогика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.
Куравра художникӑн 30 ытла ӗҫӗпе паллашма пулать тесе пӗлтернӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина Фейсбукра. Ӗҫсене ӳнерҫӗ тӗрлӗ жанрпа: портрет, пейзаж, натюрморт — пурнӑҫланӑ. Курав пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Инна Лялина куравӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) уҫӑлнӑччӗ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Архитектор тата педагог-художник. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна ҫирӗплетнӗ. 29-мӗш номерлӗ хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ирпе ирех алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ.
Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Паянччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, университетӑн пӗрлештернӗ команди КВНра палӑрнӑ, Премьер-лигӑна лекнӗ. Тепӗр вӑйӑ пуш уйӑхӗнче иртӗ, ентешӗмерсене те Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ.
«ЧПУн пӗрлештернӗ команди» кӑрлач уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери «КиВиН-2020» КВН фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл Сочире иртнӗ. Фестивальте ентешӗмӗрсене ҫӑмӑлах пулман. Ара, унта 457 команда хутшӑннӑ, вӗсен 10 проценчӗ кӑна «Премьер-лигӑна тата «вышкӑна» тухнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енрен ЧПУ команди ҫеҫ кунашкал шая тухнӑ, унччен кун пекки пулман. Сочире иртнӗ фестивальте пирӗн студентсем залри ҫынсене кӑна мар, Александр Масляков телеертӳҫе те култарнӑ.
Шупашкарти пӗр урама И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне парасшӑн. Кун пек сӗнӳпе Ваттисен канашӗ республика ертӳҫисем патне тухнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта пухӑннӑ аслӑ ӑру ҫыннисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитни пирки те сӑмах хускатнӑ, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине сӳтсе явнӑ. Ҫавна май Шупашкарти пӗр урама Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрремӗш ректорӗ пулнӑ Семен Сайкин ятне пама ыйтнӑ ваттисем. Республика Пуҫлӑхӗ аслисем палӑртнӑ шухӑша ырланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Филологипе журналистика факультечӗ «Сенкер инҫет» регионсем хушшинчи олимпиадӑн онлайн-турне ирттернӗ. Унта 8-11-мӗш классенче вӗренекенсемпе колледжсенче ӑс пухакансем тупӑшнӑ.
Олимпиадӑн пӗрремӗш турне 300 ытла ача хутшӑннӑ. Ун чухне вӗсем аслӑ шкул хатӗрленӗ тест ӗҫӗсене дистанци мелӗпе пурнӑҫланӑ.
50 ытларах балл пухнисем иккӗмӗш тура лекнӗ. Вӗсн йышӗнче Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулти Ксения Мурзаева, Марина Герасимова Марина тата Татьяна Ефимова пур.
«Сенкер инҫет» олимпиадӑ куҫӑн тапхӑрӗ кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Вӑл Шупашкарти Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри 38-мӗш ҫуртри 1-мӗш вӗренӳ корпусӗнчи 434-мӗш аудиторире иртӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑйӗн черетлӗ пулӑшаканне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тивӗҫе хальхинче Иван Филиппова шаннӑ. Унпа алӑ пуснӑ контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, Иван Филиппов Михаил Игнатьев Элтеперте ӗҫленӗ вӑхӑтра пулӑшуҫӑра тӑрӑшӗ. «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевичӑн пулӑшаканӗсен йышӗ ҫапла вара пиллӗке ҫитнӗ.
Иван Филиппов маларах Рособрнадзорта ӗҫсен тата бюджет процесне йӗркелекен управленире пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл 2012 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, «стандартизаци тата сертификаци» специальноҫа алла илнӗ. 2018 ҫулта Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн магистратурине вӗренсе пӗтернӗ. Халӗ — Мускаври патшалӑхӑн облаҫ университечӗн аспиранчӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксем студентсен отрячӗпе Крым Республикине тухса кайнӑ. Унта вӗсем Ялтӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «БЭМС» пӗрлештернӗ командӑна Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗнчи студентсем кӗнӗ. Йышра Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн «Гольфстрим», Чӑвашпотребсоюзӑн Шупашкарти коопераци техникумӗн «Апельсин» тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Пегас» отрячӗсен пайташӗсем — пурӗ 50 ҫамрӑк — пулнӑ. Вӗсем 2019 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен «Ялта-Интурист» хӑна ҫурчӗн комплексӗнче ӗҫленӗ.
Тӑрӑшнине кура 11 дипломпа чысланӑ. «БЭМС» отряд вара чи лайӑх производство отрячӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |