Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЧПУ

Вӗренме ҫӳремесӗр, экзамен тытмасӑр та пиллӗк паллӑ илмешкӗн май пур иккен — Чӑваш патшалӑх унивеститечӗн Канашри филиал директорӗ пулӑшсан. Паллах, ахаль мар — укҫалла.

Право йӗркин хуралҫисем Чӑваш патшалӑх университечӗн Канашри филиал директорӗн кабинетне ухтармашкӑн темиҫе эрне каяллах пырса кайнӑ. Следстви шучӗпе куҫӑмсӑр майпа вӗренекен 3 ушкӑнри студентсем 150 пин тенкӗлле зачеткисене «5» паллӑ ларттарнӑ. Анчах та пуҫиле ӗҫе малалла тӗпченӗ май тата ытти лайӑх мар пулӑм та ҫиеле тухнӑ. Ҫапла майпа университетӑн Канашри филиалӗнче вӗренекен пӗр хӗрӗн ултавлӑ майпа илнӗ «пиллӗксем» тата тепӗр 5 пуҫиле ӗҫе пуҫарма хистенӗ.

Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каласа панӑ тӑрӑх: аслӑ шкул филиалӗн директорӗ 2008–2012 ҫулсенче студенткӑран 50 пин тенкӗ ытла взятка илсе вӗренме ҫӳремесӗрех, ӑна пӗр зачет та, пӗр экзамен та тыттармасӑрах курсран курса ӑнӑҫлӑ куҫарса пынӑ. Диплома ӗҫӗ те ҫырман ҫав хӗр — ҫавах та ӑна вӑл пиллӗклӗх хӳтӗленӗ пулса тухать.

Малалла...

 

Чӳкӗн 23-мӗшӗнче ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче хӑнана Эктор Алос и Фонт тата Александр Васильевич Блинов чӗлхеҫӗсем ҫитрӗҫ. Пӗрремӗш курс студенчӗсем хаклӑ хӑнасене хаваспах кӗтсе илчӗҫ.

Эктор Алос и Фонт Франци ҫӗршывӗнчи Каталони тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, унӑн тӑван чӗлхи каталон чӗлхи, халӗ вӑл тӑрӑшсах чӑвашла вӗренет. Александр Блинов вара Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ, анчах пӗчӗкле вырӑсла ҫеҫ пӗлнӗ, халӗ вара чӑвашла та шакӑртаттарсах калаҫать.

Эктор тӗнчери пӗчӗк йыш калаҫакан чӗлхесен шӑпи пирки мӗн тӗпчесе пӗлни пирки каласа пачӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, каталон чӗлхине те ЮНЕСКО пӗтекен чӗлхесен шутне кӗртнӗ, ҫавӑнпа тӗпчевҫӗ тӑван чӗлхин шӑпи пирки кулянать, ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварасси пирки шухӑшлать. Ун шучӗпе чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ каталони чӗлхиннинчен аванрах, мӗншӗн тесен чӑваш чӗлхипе калаҫакансен йышӗ пилӗк хут ытларах. Чӗлхесен пуласлӑхӗ ҫамрӑксенчен килнине палӑртрӗ тӗпчевҫӗ. Тӗслӗх вырӑнне Александр Блинова илме пулать. Вӑл, чӑваш йӑхӗнчен тухнӑскер, малтан чӑвашла пӗлмен, анчах ҫакӑ йӗркеллӗ маррине ӑнланса илсе хӑй тӗллӗнех ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине вӗреннӗ.

Малалла...

 

Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче кӗретсӗр вӗренекен 6 курсри студентсен квалификаци ӗҫӗсен хӳтӗлевӗ иртрӗ. Пӗтӗмпе 12 студент хӳтӗленчӗ. Патшалӑх комиссийӗ вӗсенчен саккӑрӑшӗн диплом ӗҫне «5» паллӑпа, тӑваттӑшӗнне «4» паллӑпа хакларӗ.

Кӗретсӗр вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ специалистсене эпир чун-чӗререн саламлатпӑр, малашнехи ӗҫре ӑнӑҫусем сунатпӑр.

 

Паян, нарӑсӑн 4-мӗшӗнче, республикӑра черетлӗ «Чӗвӗлти чӗкеҫ» ӑмӑрту-вӑйӑ иртрӗ. Кӑҫал ачасем хӑйсен ӑс ҫивӗчлӗхне 7-мӗш хут кӑтартӗҫ ӗнтӗ.

Конкурса йӗркелекенсем: Чӑваш Республикин вӗрентӳ Министерстви, «Хӗрарӑмсем наукӑра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑллӑ организацийӗн чӑваш уйрӑмӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ.

Конкурсӑн тӗллевӗ: ачасене чӑваш чӗлхине юратса вӗренме хӑнӑхтарасси, вӗсен пуплев культурипе пултарулӑх енне туртӑнассине ӳстересси.

Шкул ачасен пурӗ 30 задани пурнӑҫлама тивӗ — вӗсенче кашни чӑваш чӗлхипе тата лингвистикӑпа пухнӑ пӗлӗве кӑтартмалла пулӗ. Ыйтусен ытларахӑш пайӗ питӗ ҫӑмӑл, вӗсен хуравне пур шкул ачи те пӗлме тивӗҫ. Пур ыйтӑвӑн хуравне тупма 1 сехет те 15 минут параҫҫӗ.

Вӑйӑ пӗтӗмлетӗвне классем тӑрӑх пӑхса тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене йӑлана кӗнӗ йӗркепе Чӑваш чӗлхи кунӗнче чыслӗҫ.

Пӗлме. 2009 ҫулта вӑйӑна пӗтӗмпе 21 964 шкул ачи хутшӑннӑ: Чӑваш Республикинчен — 20 776, Тутарстанран — 593, Пушкӑртран — 562 вӗренекен, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен — 16 вӗренекен, Самара тӑрӑхӗнчен — 15 вӗренекен хӑй пултарулӑхне кӑтартса панӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, [49]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 11

1880
146
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1907
119
Чемей пӑлхавӗ пуҫланнӑ.
1908
118
Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Николаев Василий Васильевич, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй