Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие 2300 ҫын хутшӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.04.2013 21:35 | 2224 хут пӑхнӑ
Владимир Иванов та ҫырать
Владимир Иванов та ҫырать

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пурӗ 2300 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ — шкул ачисемпе вӗсене пӗлӳ паракансем, студентсем, артистсем, журналистсем, пенсие тухнисем тата ыттисем. Ҫав шутра тӳре-шара та пур.

Диктанта Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та ҫырнӑ. Вӑл акцие мухтанӑ, Чӑваш чӗлхин кунӗ умӗн ҫавнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприяти ирттерни питӗ аван пулнине палӑртнӑ. Малашне ҫак пулӑм республика тулашне те, вӑл шутра чикӗ леш енне те сарӑласса шанса каланӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер хатӗрленӗ текста И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче Раҫҫей шайӗнче мала тухнӑ Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче ӑс паракан Александр Степанов вуланӑ. Ҫавӑн пекех курӑмлӑ майпа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ҫырнӑ. Курӑмсӑр майпа вара ҫынсем Чӑваш наци радиовӗ урлӑ ҫырма пултарнӑ.

Акцие йӗркелекенсем шантарнӑ тӑрӑх пӗтӗмлетӳсемпе ыранах паллашма май пулӗ. Шел те, ЧПУ сайчӗ хӑнасене чӑтайман — те вӗсем нумаййӑн кӗнине пула ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ӗҫлеместчӗ.

#Муркаш районӗ, #ЧПУ, #ЧППУ, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #чӑваш чӗлхи, #Калайкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем