«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума республика тӗплӗн хатӗрленет, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвсемпе акцисем иртерет. Акӑ икӗ аслӑ шкул студенчӗсем CHEBOKSARY сӑмах ҫырнӑ.
Икӗ пин студент И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вулавӑш корпусӗ умне пухӑннӑ. Унта Коопераци институчӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Ку акцие Шупашкар хула администрацийӗ ирттернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие пӗр уйӑх хатӗрленнӗ. Студентсем ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑр хӑвӑрт ӗҫленӗ, саспаллисем тӳрӗ пулса тухнӑ.
Мускавра Ольга Матвеева художникӑн пӗрремӗш куравӗ ӗҫленӗ. Вӑл ҫак эрнери юнкун хупӑннӑ. «Арт-наив» галерейӑра йӗркеленӗ курава уҫма Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ пайташӗ Леонид Волков хутшӑннӑ.
Ольга Матвеева Улатӑрта ҫуралнӑ. Унтах ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӗве вӑл Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Анчах ӳнер енӗпе мар, филологи факультетӗнче. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗнче, телевиденире журналистра тата радиостанцире ҫӗнӗ хыпарсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Шкул пӗтернӗренпе пачах та ӳкерменскер живопиҫпе аппаланма вӑл 2010 ҫулта пуҫланӑ. Ун чух вӑл художник пирки роман ҫырнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене хӑйӗн куҫ умне кӑларнӑ тата вӗсен ячӗсене шухӑшласа ларнӑ май хӑйӗн ӳкересси килсе кайнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ Алексей Смирнов пӗтӗм тӗнчери James Dyson Awards 2014 конкурс финалне тухнӑ.
Шупашкар каччин проекчӗ чи лайӑх ӗҫсен йышне кӗнӗ. Унӑн сусӑрсем валли шухӑшласа кӑларнӑ транспорт хатӗрӗ инженери тытӑмӗнче чи интереслисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл — патентланӑ пӗртен пӗр проект, Алексей Раҫҫей чысне тӗнче шайӗнче хӳтӗлӗ.
Чи лайӑх ӗҫсене Раҫҫей, ют ҫӗршыв инженерӗсем, дизайнерӗсем, МИХ ӗҫченӗсем суйланӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн пӗрремӗш ректорӗ Семен Сайкин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна ҫак кунсенче тӑванӗсем кӑна мар, ӗҫтешӗсем тата студентсем аса илнӗ.
ЧПУн профессорӗ Владимир Щедрин каланӑ тӑрӑх, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ӑсчах пулнӑ. Семен Федорович ӗҫре вӗресе кӑна тӑнӑ. Ун патне килекенсем хушнӑ ӗҫпе кӑмӑллӑ пулса йӑл кулӑпа тухса кайнӑ. Семен Сайкин нихӑҫан та сасса хӑпартман.
Семен Сайкин ӑслӑлӑхпа ача чухнех кӑсӑкланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Хусанти университета физикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. Вӑл 67 ҫулта чухне ӑна тин кӑна уҫӑлнӑ ЧПУн тилхепине тытса пыма шаннӑ. Семен Федорович тӳрех килӗшмен. Унӑн ЧПУра йӑлтах ҫӗнӗрен пуҫарма тивнӗ: вӗрентекенсене шыранӑ, техника базине йӗркеленӗ. 10 ҫултан аслӑ шкул лайӑх енӗпе ҫеҫ палӑрнӑ.
Семен Сайкинӑн ӗҫне унӑн виҫӗ ывӑлӗ тӑснӑ. Вӗсем пурте физикӑпа математика енӗпе кайнӑ. Сергей Сайкин профессор ЧПУра ӗҫлет.
Ҫурлан 18–23-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче Ҫурҫӗр Ҫӗпӗрти чӑвашсен историйӗпе культурине тӗпчекен пӗрремӗш экспедици иртнӗ. Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи докторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, археологи, этнографи тата регионти истори кафедрин профессорӗ В. Васильев ертсе пынӑ.
Экспедицие Тӗменри ӑсчахсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче унти Культура, ӳнер тата социаллӑ технологи патшалӑх академийӗн Музыка, театр тата хореографи институчӗн директорӗн, культурологи докторӗн Л. Деминан, Урал федераци округӗнчи Чӑвашсен наципе культура тата общество пӗрлешӗвӗсен координаци канашӗн ертӳҫин, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн В. Логиновӑн, вырӑнти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗн И. Маслова культурологӑн, Тӗменти патшалӑх университечӗн магистрӗ Д. Хоринӑн ятне асӑннӑ.
Экспедицие хутшӑннисем чӑваш диаспорин йӑли-йӗркине тӗпченӗ кӑна мар, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе те тӗл пулнӑ. Тӗмен облаҫӗн Наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн ертӳҫипе Е. Воробьевпа тата Анат Тавда район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе В. Семеновпа регионти наци ыйтӑвӗсем пирки калаҫнӑ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренме кӗмелли тапхӑр вӗҫленнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫамрӑкӗсем республикӑри аслӑ шкула вӗренме кӗме кӑмӑл туман.
Крымри яш-хӗре вӗренмешкӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 5 квота уйӑрнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 10. Вӗсенчен пӗри те кирлӗ пулман-мӗн.
Унччен вара Крымра пурӑнакан, Украинӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 1,3 пин ытла студент Раҫҫейри аслӑ шкула куҫарма ыйтса ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Севастопольте ҫуралнӑ 280 яш-хӗр, Крымра пурӑнакан 1000 яхӑн студент ҫакнашкал ыйту ҫырнӑ.
Ҫурлан 10–20-мӗшӗсенче Крым федераци округӗнче (Севастополь хули, Кача поселокӗ) пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен «Таврида — 2014» слечӗ иртет. Унӑн йӗркелӳҫи — «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ», ҫамрӑксен ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентстви, «Раҫҫей тӗрекӗ» общество организацийӗ.
Слета Чӑваш Енри делегаци те хутшӑнать. 7 ҫамрӑк И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, Шупашкарти коопераци институчӗн чысне хӳтӗлӗҫ. Слет «Услам тӑвасси», «Медиа», «Ҫамрӑксен общество юхӑмӗ», «Ҫамрӑксен хӑйтытӑмлӑхӗ», «Патриотлӑх юхӑмӗ», «Пӗтӗм тӗнчипе килӗштерсе ӗҫлесси» енсемпе иртӗ.
Яш-хӗр экспертсене хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗ. Канашлури кашни кун пӗр-пӗр темӑпа, Раҫҫей историйӗпе ҫыхӑннӑскерпе, иртӗ. Пушӑ вӑхӑтра та тунсӑхлама май пулмӗ. Слета паллӑ артистсем килӗҫ. Унтах «вырӑс хули» истори реконструкцийе ӗҫлӗ. Канашлӑва килнисем тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма пултарӗҫ.
Асаилтеретпӗр, Крым Раҫҫее кӑҫал пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртнӗ референдум хыҫҫӑн куҫрӗ. Ун пӗтӗмлетӗвӗпе пӗр 20 яхӑн патшалӑх кӑна килӗшнӗ, ыттисем йышӑнман. Крым Раҫҫейӗн пулнине кӑтартса парас тесе влаҫрисем халь ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ — ҫав шутра тӗрлӗ мероприятисем те ирттереҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине упраса хӑварассишӗн сахал мар тӑваҫҫӗ. Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Ку шухӑша вӑл ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире асӑнса хӑварнӑ.
Унта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологи факультетне ытти факультетпа пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хысна вырӑнӗ сахалланса юлни пирки кӑсӑкланакан та пулнӑ.
Михаил Васильевич наци кадрӗсем хатӗрлессинче хӑш-пӗр ыйтусем пуррине пытарман.
Вырӑс, чӑваш филологийӗсен тата журналистика факультетӗнче хысна вырӑнне ӳстерес тесе Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерствипе тӗллевлӗ ӗҫлени пирки пӗлтернӗ вӑл. Кӑҫал ку енӗпе асӑннӑ аслӑ шкула 30 хысна вырӑнӗ туса панӑ, пӗлтӗр пӗтӗмпе 10 пулнӑ.
«Селигер — 2014» ҫамрӑксен канашлӑвӗпе килӗшӳллӗн конкурс иртнӗ. Унта «Селигерӑн» Мистерӗпе Мисне палӑртнӑ.
Жюрире тӗрлӗ эксперт пулнӑ. Вӑл йышра — кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсен хушшинчи тӗнче мисӗ Ксения Безуглова, LG компанин обществӑпа ӗҫлекен директорӗ Татьяна Шахнес.
Конкурса хутшӑнакансенчен кашниех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма, хӑйне ҫӑлтӑр пек туйма пултарнӑ. Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ: хӑйсемпе паллаштарни тата пултарулӑх конкурсӗ.
Конкурса И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн радиоэлектроникӑпа автоматика факультечӗн студенчӗ Роман Картинов та хутшӑннӑ. Вӑл битбоксра палӑрнӑ. Роман «Креатив» Мистер» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна куншӑн LG компани портативлӑ пичетҫӗпе (принтерпа) чысланӑ.
«Селигер — 2014» Мистер ятне вара Дзержинск хулинчи Станислав Бурлаков тивӗҫнӗ. Вӑл интервьюра Роман Картиновӑн пултарулӑхӗ килӗшнине палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чи лайӑх 100 вӗренсе тухакана чысланӑ. Ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл тӑваттӑмӗш хут иртнӗ.
Аслӑ шкултан вӗренсе тухакансене «Чи лайӑх выпускник» свидетельствӑна памашкӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Степанович Иванов, университет ректорӗ Андрей Юрьевич Александров хутшӑннӑ.
Александр Иванов яш-хӗре диплом илнӗ ятпа саламланӑ. Андрей Александров кӑҫал университетран 3 пине яхӑн ҫын вӗренсе тухнине палӑртнӑ.
«Чи лайӑх выпускник» ята кама параҫҫӗ-ха? Вӗренӳ, тӗпчев ӗҫӗсене, спорт, культура, общество мероприятийӗсене хастар хутшӑнакансене. Палӑртмалла: кӑҫал И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 100000-мӗш студент вӗренсе тухнӑ. Ҫак ята Илья Чернышов тивӗҫнӗ. Вӑл — электротехника факультечӗн магистрӗ, РФ Правительствин стипендиачӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |