Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Пӗтӗм вырӑссен диктантне тӗнчери 50 ытла ҫӗршыв хутшӑнать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 08.04.2015 14:21 | 1882 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртет. Унта кӑҫал тӗнчери 50 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Португали, Турци, Швеци те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Испанла калаҫакан ҫӗршывсем те диктантпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Чӑваш Ене вара ҫынсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине виҫҫӗмӗш ҫул тӗрӗслеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ӑна «Советская Чуваши» хаҫат тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультечӗ йӗркелесе пырать.

Кӑҫал диктант текстне Евгений Водолазкин литературовед тата прозаик ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Волшебный фонарь» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри 20-мӗш ӗмӗрти кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарнӑ.

Республикӑра диктанта виҫӗ ҫӗрте ҫырӗҫ: ЧПУра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Текста яланхи пекех ЧПУн филологи факультечӗн вӗрентекенӗсем тата чӗннӗ хӑнасем вулӗҫ. Наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫи Любовь Петрова вулӗ.

Диктант ҫырма килейменнисем хӑйсен вӑйне totaldict.ru сайтра тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унта трансляци вӑхӑт поясне кура виҫӗ хуларан иртӗ: Иркутскран, Новосибирскран, Мускавран. Вырӑс чӗлхине маннисем валли ятарлӑ курссем йӗркеленӗ. Вӑл ЧПУра кашни эрнекун тӳлевсӗр иртет.

#вырӑс чӗлхи, #диктантсем, #ЧПУ, #наци вулвӑшӗ, #6-мӗш гимнази, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #ПОртугали, #Турци, #Швеци

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем