Тухтӑрсене хатӗрлемелли институт ҫумӗнче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халалланӑ экспозици уҫӑлать. «Медицина историйӗ» музей ыран, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, музее Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалласа уҫӗҫ. Пӗрремеш экспозицие вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи медицинӑна халаллӗҫ.
Курава килнӗ хӑнасем тухтӑрсен, медицина сестрисен сӑнӳкерчӗкӗсене, вӗсен япалисене, ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Чӑваш Енри 16 эвакогоспитальте ӗҫленӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи санинструкторсене курма пултареҫ.
Кунсӑр пуҫне унта килнисем палата, медсестра пӳлӗме, эвакогоспиталь пуҫлӑхӗн пӳлӗме мӗнлерех пулнисене курма пултарӗҫ. Музее уҫнӑ ҫӗре медицина ӗҫченӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем — хутшӑнӗҫ.
Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртмелле. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал текста Леонид Маяксем паллӑ чӑваш ҫыравҫи хайлавӗнчен илнӗ.
Диктант 13 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас тесен ятарласа хатӗрленӗ вырӑна ҫитмелле, е диктант бланкне уҫласа илсе наци радиовӗпе итлесе е Чӑваш наци телекуравӗн сайтӗнче пӑхса компьютерпа ҫырма пулать. Бланка пичетлесе алӑпа ҫырма та юрать. Диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн бланка 10–15 минут хушшинче dictant2015@yandex.ru адреспа ярса памалла.
Диктант ҫырмалли ятарлӑ вырӑнсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче (Президент бульварӗ, 19а ҫурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (М. Горький проспекчӗ, 5-мӗш ҫурт, пуху залӗ тата 215 аудитори) тата Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче (14, 17, 20 аудиторисем) хатӗрлӗҫ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи уйрӑмӗн студенчӗсем Константин Иванов ячӗллӗ музейра вилӗмсӗр «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене темиҫе чӗлхепе чуна тивмелле вуланӑ. Ку ӑсталӑха вӗсене чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов вӗрентнӗ. Вӑл факультетра чылайранпа студентсене театр ӑсталӑхне алла илме пулӑшать.
«Поэзи сехетӗнче аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен вӗрентекенӗсем, шкул ачисем тата, паллах, литературӑна юратакансем пулчӗҫ», — хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Студентсемпе пӗрле тӗлпулура ЧПУ профессорӗсем Виталий Родионов, Юрий Артемьев тата ыттисем те тухса калаҫнӑ. К.В. Иванов музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина пурне те тав тунӑ, малашне те унта килсе ҫӳреме, Литература тата вилӗмсӗр поэтӑмӑр Ҫулӗнчи пуян программӑпа паллашма чӗнсе каланӑ.
Ҫак уйӑхӑн 7–11-мӗш кунӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ӑслӑлӑх эрни» иртнӗ. Палӑртнӑ кунсенче студентсемпе шкул ачисем 49-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине пуҫтарӑннӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, 9–11-мӗш классенче пӗлӳ пухакан шкул ачисем "Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем" секцие пуҫтарӑннӑ. Пурӗ 13 секци ӗҫленӗ.
Унта Чӑваш Енри вӗренекенсемпе пӗрлех Удмурт, Мари, Пушкӑрт республикисенчен килнӗ студентсем хутшӑннӑ. Халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатнӑ ҫамрӑк ӑсчахсем.
Асӑннӑ конференцире Патӑрьел районӗнчен пӗртен пӗр вӗренекен, Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнчи Светлана Максимова хутшӑннӑ. «Чӗлхе. Истори. Култура» секцие хутшӑнса вӑл пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
Светлана 9-мӗш класра пӗлӳ пухать, вӗренӳ отличници. Тӗрлӗ конкурс-фестивале хастар хутшӑнать, яланах малти вырӑнсене йышӑнать. Ӑна Светлана Кулакова вӗрентекен пулӑшса пырать.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ иртет. Унта кӑҫал тӗнчери 50 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Португали, Турци, Швеци те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Испанла калаҫакан ҫӗршывсем те диктантпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Чӑваш Ене вара ҫынсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине виҫҫӗмӗш ҫул тӗрӗслеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ӑна «Советская Чуваши» хаҫат тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультечӗ йӗркелесе пырать.
Кӑҫал диктант текстне Евгений Водолазкин литературовед тата прозаик ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Волшебный фонарь» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри 20-мӗш ӗмӗрти кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарнӑ.
Республикӑра диктанта виҫӗ ҫӗрте ҫырӗҫ: ЧПУра, ЧР Наци вулавӑшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире. Текста яланхи пекех ЧПУн филологи факультечӗн вӗрентекенӗсем тата чӗннӗ хӑнасем вулӗҫ. Наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫи Любовь Петрова вулӗ.
Диктант ҫырма килейменнисем хӑйсен вӑйне totaldict.ru сайтра тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Унта трансляци вӑхӑт поясне кура виҫӗ хуларан иртӗ: Иркутскран, Новосибирскран, Мускавран. Вырӑс чӗлхине маннисем валли ятарлӑ курссем йӗркеленӗ.
Паян Константин Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш литературин классикӗ 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чирлесе вилнӗ. Ку вӑл кивӗ стильпе шутласан (энциклопедисенче ӑна илсе панӑ), хальхи стильпе пӑхсан вара ку кун шӑп та паянхине лекет.
Константин Иванова паян Шупашкарти икӗ палӑк умӗнче те асӑнчӗҫ. Асаилтеретпӗр, пӗри Константин Иванов урамӗ ҫумӗнчи скверта вырнаҫнӑ, тепри — ун ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнче. Скверти палӑк патне Виталий Родионов, ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисем, Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем килчӗҫ, театр ҫумӗнчи патне — чӑваш хастарӗсем тата Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен студентсем. Ҫавӑн пекех паллӑ классика асӑнма тата чечек хума «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен Валери Туркай та ҫитрӗ. Вӑл икӗ палӑк умне те чечек хучӗ.
Чечек хуриччен пухӑннӑ халӑх Константин Ивановӑн пултарулӑхне аса илчӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи йӗркесене вуларӗ. Мероприяти поэта «Ҫӑлкуҫ» кафере асӑннипе вӗҫленчӗ.
Ыран — Константин Иванов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун. Энциклопедисенче вӑл пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ тесе палӑртаҫҫӗ, анчах та чӑннипе, ҫӗнӗ стильне шутласан вӑл шӑп та лӑп ыранхи куна лекет.
Ҫак куна асӑнса тата кӑҫӑл Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе ыран, пушӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологи факультечӗн студенчӗсем, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем, ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ Шупашкарти академи драма театрӗ ҫумӗнчи палӑк патне чечек хума тухӗҫ. Мероприяти 13 сехетре иртӗ. Пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑри тӗрлӗ ведомствӑна ҫӗнӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Ҫурт-йӗр инспекцин лавне, акӑ, унччен ӗҫлӗх службин ертӳҫин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Димитриева шанчӗҫ. Федерацин налук службин республикӑри управленине Марина Петрова ертсе пыма тытӑнчӗ.
Халӗ тата Суд департаменчӗн управленийӗнче ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерьян Петров Суд департаменчӗн «Правосудие» пулӑшакан информаципе аналитика центрӗн республикӑри филиалне ертсе пыма тытӑннине пӗлтернӗччӗ.
Суд департаменчӗн управленине вара малашне Валентин Воронов ертсе пырӗ. Вӑл 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Комсомольски районӗнчи Янкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл экономист специальноҫне алла илнӗ. Ӗҫ биографине ревизортан пуҫланӑ, РФ Президенчӗн тӗп тӗрӗслев управленийӗн Атӑл-Вятка округӗнчи инспекцийӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче РФ президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ инспекцине ертсе пынӑ.
Паян «Чӑваш Енӗн туризм индустрийӗнче малта пыракансем — 2014» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫиснее чысланӑ.
Пӗлтӗрхипе 11-мӗш йӗркеленӗ ӑмӑртура республикӑн чи лайӑх экскурсовочӗ ята Куславккари Н.И. Лобачевскийӗн историпе краеведени музей-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Егорушкина ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр» номинацире «Волга Премиум Отель» хӑна ҫурчӗ ҫӗнтернӗ. «Вырнаҫтармалли чи лайӑх хатӗр — санатори» «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗ мала тухнӑ. «Труизм отраслӗн сӑнӗ» — «Чӑваш Ен Турист» тулли мар яваплӑ общество. «Регионти чи лайӑх турфирма» — «ЛеКо» общество (хӑшӗсем ӑна «Стодорог» ҫул ҫӳрев клубӗ тенипе пӗлеҫҫӗ). «Тухса ҫӳремелли туризма аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» номинацире хастар хутшӑннӑшӑн «Сирӗн канӑвӑрӑн агентстви», «Спутник» тата «Сӑр шуҫӑмӗ» обществӑсене дипломпа палӑртнӑ. «Экологи туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ наградӑна тивӗҫнӗ. «Промышленноҫ туризмне аталантарассинчи ӑнӑҫушӑн» Трактор историйӗн музейне чысланӑ. «Чи лайӑх турпартнер» номинацире харӑсах иккӗн ҫӗнтернӗ: «Экскурси тӗнчи» компанипе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе студенстене лавккана яма калаҫса татӑлнӑ. Аслӑ пӗлӳ илекен ҫамрӑксен тӗллевӗ — ӑҫта мӗн хак тӑнине министерствӑна пӗлтерсе тӑрасси.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче асӑннӑ министерство «Чӑваш Ен фончӗ» общество организацийӗн волонтерӗсем, унта И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем кӗреҫҫӗ те, канашлу ирттернӗ. Унта тӳре-шарапа ҫамрӑксем килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫса татӑлнӑ. Волонтерсен тавар хакӗ ӑҫта йӳнӗреххине палӑртса ҫынсем патне министерство урлӑ ҫитермелле.
Студентсем тавара йӳнетсе сутмалли акцисене хӑш лавккасем ирттернине те систерсе тӑрӗҫ. Кирлӗ информацие Экономика аталанӑвӗн министерствин сайтӗнче шырамалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |