Чӑваш Енре Арбитраж сучӗн ертӳҫи ылмашма пултарать. Тилхепене асӑннӑ суд тӳрине Олег Бойкона шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура ҫӳрет иккен. Хальхи вӑхӑтра ку ӗҫре Александр Шегуров тӑрӑшать.
Тӳресен аслӑ квалификаци коллегийӗ ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче арбитраж сучӗсенче улшӑнусем тума йышӑннӑ. Пирӗн республикӑри Арбитраж судне те ҫакӑ пырса тивме пултарать. Кун пирки «Право.ру» портал пӗлтернӗ иккен.
Олег Бойко пирки каласан, вӑл 1978 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине «Аудит-Информ» фирмӑри юристран пуҫланӑ. 2001–2008 ҫулсенче Арбитраж судӗнче ӗҫленӗ. Малтан — аслӑ специалистра, унтан — тӳре пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Кайран суд председателӗн ҫумӗн пулӑшуҫин пуканне йышӑннӑ. 2008 ҫулхи кӑрлачра ӑна тӳрене шаннӑ. Ҫав ҫулхи кӗркунне Бойко Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн тӳресен йышӗн председателӗ пулса тӑнӑ.