Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кӑҫал Ҫамрӑксен патшалӑх премине камсем тивӗҫнӗ?

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 18.06.2015 22:48 | 1337 хут пӑхнӑ
Республикӑра

2014 ҫулхи кӑтартусене шута илсе ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ҫамрӑксен патшалӑх премийӗ пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Камсем ӑна тивӗҫнӗ-ха?

Ӑслӑлӑх, техника тата производство тытӑмӗнче «ЧЕТРА — промышленноҫ ураписем» АУО менеджерне Александр Вячеславович Егорова панӑ.

Вӗренӳ, воспитани, ҫамрӑксен политикин тытӑмӗнче Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗн преподавательне Андрей Витальевич Андрейчука пама йышӑннӑ.

Литература, культура тата ӳнер тытӑмӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертсе пыракан мастерне, балет артистне Анастасия Станиславовна Абрамовӑна панӑ.

Журналистика тытӑмӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторне Дмитрий Андреевич Моисеева пама йышӑннӑ.

Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗн методист тухтӑрне Алёна Владиславовна Орловӑна пама йышӑннӑ.

Тавралӑха сыхлас тытӑмра премие «Карӑш» экологипе биологи центрӗн педагогӗ Евгений Аркадьевич Синичкин тивӗҫнӗ.

Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш ятарлӑ спорт шкулӗн тренер преподавательне Никита Валерьевич Васильева панӑ.

Ыркӑмӑллӑх ӗҫӗн тытӑмӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн студентсен канашӗн председательне Илья Николаевич Тумакова, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене Артем Романович Йовенкӑна, Арина Павловна Максимовӑна пама йышӑннӑ.

#оперӑпа балет театрӗ, #ҫамрӑксем, #ҫамрӑксен патшалӑх премийӗ, #Хыпар, #ЧПУ, #премисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем