ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Куба Республикин Элчипе тӗл пулнӑ. Икӗ республика тачӑ ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Шупашкара Эмилио Лосада Гарсия килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑл Михаил Игнатьевпа икӗ республика хушшинче ҫыхӑну йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Куба Республикин Элчи пирӗн пата килни Чӑваш Ене ҫыхӑнӑва тата лайӑхрах аталантарма хистӗ.
Эмилио Лосада Гарсия пирӗн пата килни пысӑк чыс пулнине пӗлтернӗ. Вӑл пирӗн республикӑна тӳрех килӗштернӗ. Сӑмах май, вӑл кунта — пӗрремӗш хут. Элчӗ Раҫҫей тӗлӗшпе йышӑннӑ санкцисене яланах хирӗҫ пулнине пӗлтернӗ.
Хӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, Республикӑри эндокринологи диспансерӗнче, «ВНИИР»-та, Чӑваш наци музейӗнче пулса курнӑ.
Паян «Хыпар» хаҫат редакторне кама ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Вӑл должноҫе Шупашкар район хаҫатне юлашки ҫулсенче ертсе пынӑ Татьяна Вашуркинӑна шаннӑ. Конкурс ирттерессине иртнӗ ҫулхи раштавра пӗлтернӗччӗ, претендентсен заявленийӗсене иртнӗ эрнере пӑхса тухнӑччӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑччӗ: Татьяна Вашуркинасӑр пуҫне ИҪӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, издательство ҫурчӗн директорӗн–тӗп редакторӗн ҫумӗ, унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев, «Хыпарӑн» «Чӑваш хӗрарӑмӗ» редакцийӗн редакторӗ Маргарита Ильина, унччен «Хыпар» тытӑмӗнче ӗҫленӗ Владислав Николаев.
Татьяна Геннадиевна 1982 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. 2005–2012 ҫулсенче Чӑвашэнергосбытра халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистра тӑрӑшнӑ. 2012 ҫулхи ҫулла вӑл Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ: сайт редакторӗнче, редактор тивӗҫне пурнӑҫлаканта тӑрӑшнӑ.
Кашни ҫулах вырӑс чӗлхипе диктант ҫыртараҫҫӗ. Вӑл Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче иртет. Кӑҫал унта 800 хулапа ял хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра акцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, «Советская Чувашия» хаҫат йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал диктанта хӑш автор тексчӗпе ҫырасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Ӑна пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхи диктантне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫыртарӗҫ. Пӗлтӗр акцие 732 Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи 732 хула хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑра 478 ҫын хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ ҫеҫ «5» паллӑ илнӗ.
Чӑваш Енри паллӑ строительсенчен пӗрне, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн унчченхи тата хальхи пухӑвӗн депутатне, «ТУС» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорне Николай Угаслова пысӑк наградӑпа чысланӑ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Документа паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 11-мӗш номерпе кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ордена Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тата обществӑлла хастар пулнӑшӑн панӑ.
Николай Угаслов — Тутарстан чӑвашӗ. Шупашкарти строительство техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Ыран, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе пӗрле «Врачпа уҫӑлса ҫӳрени» акци ирттерет. Хальхинче ӑна Раҫҫейӗн студенчӗсен кунне халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫавна май акци иртнӗ май «Будь спортивным! Стань здоровым!» (Спортпа туслӑ пул! Сывлӑхлӑ пул!) студентсен флешмобӗ йӗркелеме шухӑшласа хунӑ. Сывлӑха усӑ кӳрекен утта ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин право тата кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Петрова ертсе пымалла. Флешмоба медицина факультечӗн студенчӗсене, интернӗсене, ординаторӗсене тата врачсене йыхравланӑ.
Ирхи тӑхӑр сехетре Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче пуҫланакан мероприятие кӑмӑл пур кирек пур ҫынна та чӗнеҫҫӗ.
Студентсен кунӗнче ҫулсерен регионсен хушшинче «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Саранскри Н.П.Огарев ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче иртнӗ.
Конкурса Киров, Пенза облаҫӗсенчи, Тутар, Мари, Мӑкшӑ, Удмурт, Чӑваш республикисенчи Татьянӑсем хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче вӗренекен Татьяна Семенова «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Татьяна» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 6 конкурсра та палӑрнӑ.
Эппин, ҫитес ҫул Татьянӑсен конкурсӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра иртӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика кафедринче «Хыпар» хаҫатӑн 111 ҫулхине халалласа «ҫавра сӗтел» ирттернӗ.
Преподавательсемпе тата студентсемпе «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Моисеев тӗл пулнӑ. Дмитрий Андреевич ку аслӑ шкула 2009 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ҫамрӑксене вӑл издательство ҫурчӗн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ, паянхи унӑн аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Пӗлменнисене пӗлтерер: «Хыпар» ИҪ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарамӗ», «Хресчен сасси» хаҫатсене, «Капкӑн», «Тетте», «Самант» журналсене кӑларса тӑрать.
Тӗл пулӑва хутшӑннӑ журналистика кафедрин ертӳҫи А.П. Данилов тата Л.А. Васильева, О.Р. Студенцов, Г.В. Хораськина преподавательсем те тухса калаҫнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑслӑлӑха аталантарнӑшӑн паллӑ хирурга Владимир Волкова уйӑхсерен 3 пин тенкӗ парасси пирки хушӑва ала пуснӑ.
Владимир Егорович – 550 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ. Ҫав шутра – 11 монографи, 17 вӗренӳ пособийӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Владимир Егорович И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хирурги чирӗсен кафедрине халӗ те ертсе пырать.
Владимир Егорович – Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Хирурга пирӗн республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллаҫҫӗ.
Паянхи кун Владимир Егорович операци хыҫҫӑнхи йывӑрлӑх хыҫҫӑн лазер терапине аталантарас енӗпе тӑрӑшӑть.
Ача чухне вӑл ҫар летчикӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах шӑпа ӑна педагогикӑна илсе килнӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче вӑл 60 ҫул тултарнӑ. Сӑмахӑм — Шупашкарти кооператив институчӗн проректорӗ Леонид Таймасов пирки.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ҫуралса ӳснӗскер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Тӑван ял шкулӗнче директор та пулнӑ, хӑй вӗреннӗ университетра преподавательте тӑрӑшнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Профессор. 2007 ҫултанпа кооператив институтӗнче ӑслӑлӑх енӗпе проректорта ӗҫлет.
Философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, асӑннӑ аслӑ шкулта ӗҫлекен Эрбина Никитина Чӑваш халӑх сайчӗ валли унпа хатӗрленӗ интервьюра Таймасовӑн пур енлӗ кӑмӑлне уҫса пама тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра проректор аслӑ шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентмесен те чӑваш чӗлхипе культурин пӳлӗмне упраса хӑварнине пӗлтернӗ. Тата проректор Валерий Андреев ректорпа тата ялтан килнӗ ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫма юратнине палӑртнӑ. Аслӑ шкул программинчен чӑваш чӗлхине кӑлӑхах кӑларса пӑрахнӑ тесе шухӑшлать Леонид Таймасов.
Хура тинӗсре ӳкнӗ РФ Хӳтӗлев министерствин Ту-154 самолетӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтӗр лартнӑ «Дитя и волшебство» ӗҫӗн режиссерӗ Максим Иванов кӑна мар, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӳнер факультетӗнче вӗренекен Андрей Кочемасов та пулнӑ. Мускав каччи кунта куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ туптанӑ.
Аса илтеретпӗр, самолет Сирине кайма тухнӑ, ҫул ҫинче вӑл катастрофӑна лекнӗ. Бортра журналистсем, РФ Ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем пулнӑ. Маларах каланӑ Максим Иванов тата Максим Кочемасов та ушкӑнпа Сирие концертпа пуҫтарӑннӑ, ансамбльте юрланӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫухатушӑн куляннине пӗлтернӗ. 12 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче Хурлану кунне халалланӑ митинг иртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |