Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Республика тӳремӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем валли лапам уҫма сӗннӗ. Унта, вӗсен шухӑшӗпе, селфи ӳкерӗнмелли вырӑн тата уҫӑ тӳпе айӗнчи музей пулмалла.
Республика тӳремӗнчи сквера кӗҫех ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта ҫутта улӑштарма, сукмаксене ҫӗнетме, бордюр чулӗсене ылмаштарма, фонтан лартма палӑртнӑ.
Ку лапам – ҫамрӑксен чи юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. Унта вӗсем канма юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа студентсем фонтан вырнаҫтарма сӗннӗ. Хӗлле унта мероприятисем ирттерме май пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем лапамра wi-fi хута яма, пирус туртмалли вырӑнсене пӗтерме, пултаруллӑ яш-хӗр валли сцена тума сӗннӗ. Пуҫаруллӑскерсем студентсен пурнӑҫне кӑтартакан скульптура вырнаҫтарасшӑн. Ҫак тӗллевпе конкурс ирттерме сӗннӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 15 скверпа парка, 47 хӑтлӑлатма палӑртнӑ.
Шупашкарти педагогика ӗҫченӗсен «XXI ӗмӗр» ассоциацийӗн «Вӗрентӳри ҫӗнӗ технологисем» ушкӑнне кӗрекен чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче професси конкурсне хутшӑннӑ. Ку сумлӑ ӗҫе йӗркелесе ертсе пырассине 54-мӗш вӑтам шкул хастарӗсем хӑйсем ҫине илнӗ.
«Чӗлхе уҫҫи — сӑмах тӗшши» конкурсра «вӑй виҫме» тӗп хуламӑрти 1, 2, 4-мӗш гимназисен, 49, 54, 55, 41-мӗш вӑтам шкулсен 15 педагогӗ кӑмӑл тунӑ. Тӑхӑр тапхӑрта тӗрлӗ ӗҫ экран ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса пынӑ. Паллах, кунта фольклор, литература, чӗлхе енӗпе хӑш-пӗр ыйтусене аса илме ансатах пулман. Апла пулин те вӗрентекенсем пуҫа усман, пур ӗҫе те тулли кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ.
Жюрин кӑсӑклӑ ӗҫне Владимир Иванов профессор, «Асамат&Шевле» ача-пӑча журналӗн тӗп редакторӗ Владислав Николаев, 3-мӗш лицей вӗрентӳҫи Александра Васильевна Ласточкина туса пычӗҫ.
Нумай ҫул И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ют чӗлхесен кафедринче вӑй хуракан В.А. Иванов ӑсчах хӑйӗн савӑнӑҫне пытармарӗ — учительсене пурне те тав турӗ, канаш-сӗнӳсемпе, салам сӑмахӗсемпе малашне те ӑнӑҫусем пиллерӗ.
Чи хумхануллӑ вӑхӑт вӑл — пӗтӗмлетӳсем туни.
ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашупрдор» валли директор шыранине, конкурс иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, маларах конкурс хутшӑнакансем пулманнине кура иртейменччӗ, хальхинче унта сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Ӗнер конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Директор тилхепине тытма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен суйланнӑ Роман Каляева шаннӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партие кӗриччен Роман Каляев «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Сылтӑм вӑйсен партийӗ» партисенче тӑнӑ. Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ те пулнӑ.
Роман Каляев 2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн машфакӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хальччен вӑл «Чӑвашагрохимсервис» тулли мар яваплӑ обществӑра гендиректорӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
«За рулем» порталта пӗлтернине ӗненсен, Роман Евгеньевич Каляев ятлӑ ҫын (тен, пӗр пек ятлӑ этем-ши?) — «Автолайн» обществӑн соучредителӗ те. Ку общество хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти Воробьев композиторсен урамӗнче Наци конгресне хирӗҫ бизнес-центр хӑпартса лартнӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсен хорне йӗркелӗҫ. Аслӑ шкулӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тарӑх, хор кӗҫех хайӗн ӗҫне тытӑнмалла.
«Енчен эсӗ юрлама юрататӑн, сцена ҫине тухма пулсан кастинга кил», — чӗнсе ҫырнӑ ЧПУ. Хорта юрлас кӑмӑллисене аслӑ шкулӑн Культура керменӗпе ЧПУн ӳнер факультечӗ пӗрле суйлӗҫ.
Хора лекес шухӑшлӑ хитре сасӑллӑ хӗрсемпе каччӑсене пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 11-мӗшӗччен кашни ытларикунпа кӗҫнерникун 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен Шупашкарти Университет урамӗнчи 38/III ҫуртри III-109 аудиторире юрлаттарса пӑхӗҫ.
Хора тӗрлӗ факультетри ҫамрӑксене пухаҫҫӗ. Тӗрӗс сывлама вӗрентме те шантараҫҫӗ. Сцена ҫинче солист е хорист евӗр юрлама аваннине те палӑртаҫҫӗ. Хора лексен концертпа тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрессипе илӗртеҫҫӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистикӑн факультетӗнче чӑваш халӑх культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе «Сенкер инҫет» олимпиада ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта 8—11 классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. «Чӑваш чӗлхипе литератури» номинацие чӑваш чӗлхиллӗ тата вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем хушшинче пайласа йӗркеленӗ.
Олимпиадӑн куҫӑн тапхӑрне 75 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсене дистанци мелӗпе 669 ачаран суйласа илнӗ.
Чӑваш шкулӗсенчен 8—9-мӗш классем хушшинче Патӑрьел районӗнчи Турханти шкулти Валерия Осипова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Светлана Охлина, виҫҫӗмӗшӗнче — Красноармейски районӗнчи Упири Андрей Илларионов.
Чӑваш шкулӗсенче 10—11-мӗш классене вӗренекенсенчен пӗрремӗш вырӑнта — Патӑрьел районӗнчи Турханти Анастасия Маштакова, иккӗмӗшӗнче — Муркаш районӗнчи Калайкассинчи Алексей Охлин, виҫҫӗмӗш вырӑн никама та паман.
Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенчи 8—9-мӗш класри ачасенчен Шупашкарти 27-мӗш шкулти Кристина Смирнова тата Кӳкеҫ лицейӗнчи Виктория Петрова мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Софья Алешева тата Кӳкеҫри лицейри Анна Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти 4-мӗш лицейри Константин Храмов.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумне Светлана Петровӑна ӗҫрен кӑларӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӑшӑ пукан чылай вӑхӑт хушши пушӑ пулчӗ. Паян вара Иван Моторин алӑ пусса вӑл вырӑна
Фёдорова Алевтина Николаевнӑна лартнӑ.
Алевтина Николаевна 1974 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пуличчен вӑл Шупашкар хулинчи 47-мӗш вӑтам шкулӑн директорӗ пулса ӗҫленӗ, истори тата общество пӗлӗвне вӗрентнӗ. Шкул сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗн тӑватӑ аслӑ пӗлӳ дипломӗ. 1996 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори тата географи факультечӗсенчен вӗренсе тухнӑ. 1998 ҫулта унтах юрист дипломне алла илнӗ. 2012 ҫулта Михаил Шолохов ячӗллӗ Мускав патшалӑх гуманитари университетӗнче «Государственное и муниципальное управление» (чӑв. Патшалӑх тата муниципалитет тытӑмлӑхӗ) специальноҫлӑ пулса тӑнӑ. Унӑн пӗтӗм ӗҫ-хӗлӗ 47-мӗш шкулта иртнӗ. Вӑл унта 1995 ҫулта истори вӗрентекенӗ пулса килнӗ. 2004 ҫулта ӑна директор ҫумне лартнӑ, 2010 ҫулта — директор пуканне йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Израильти «Хорев» медицина центрӗн элчисемпе тӗл пулнӑ, хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Ананьева, Элтепер канашҫи Лев Кураков, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров, «Хорев» компани президенчӗ Роман Барак хутшӑннӑ.
Компани президенчӗ «Тухтӑрсем – чикӗсӗр» проект пирки каласа кӑтартнӑ. Унпа килӗшӳллӗн Израильти пофессорсем пациентсене тӗрӗслеҫҫӗ, тухтӑрсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ку проекта республикӑра та пурнӑҫлама хатӗррине пӗлтернӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑваш поэзийӗн улӑпӗ, Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх преми лауреачӗ (1967), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомол премийӗн лауреачӗ (1969), СССР писателӗсен Союзӗн пайташӗ (1934) П. П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑх эткерӗ» ятпа пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.
ЧППУн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, конференци ӗҫне И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Иванов профессор П. Хусанкайӑн чӑваш культурипе литературинчи тӳпи вышкайсӑр пысӑк пулнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пуриншӗн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
Британи академийӗн профессорӗ Питер Франс, Туркменистанри ӑслӑлӑх академийӗн академикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Соегов Мурадгелди профессор видео саламсем янӑ.
П. Хусанкай поэзийӗнчи Ҫеҫпӗл Мишшин традицийӗсем пирки филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, И.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне ҫӳрекенсем Виталий Сергеева пӗлеҫҫех. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Сергей Ивановпа пӗр пекӗн туйӑнаҫҫӗ вӗсем мана. Иккӗшӗ те — хальхи вӑхӑтри Кӗлпук Мучи тейӗн. Драма театрӗнчи кулӑш ӑсти Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята унчченех тивӗҫнӗччӗ. Виталий Сергеева вара халӗ, Чӑваш Республикин Элтеперӗн пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, панӑ.
Виталий Сергеев Канаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче филолога вӗреннӗ чухне «Театр ӗҫӗ» специальноҫа суйланӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче 1999 ҫултанпа ӗҫлет. Пултаруллӑ ҫын пур енлӗн ӗлкӗрет: эстрадӑра та Виталий Сергеев хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать.
Журналистсен — пысӑк ҫухату. РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, 90 ҫула кайнӑ Михаил Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Михаил Иванович МИХсенче 45 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Япони вӑрҫине хутшӑннӑ.
Михаил Иванов Ленинградри Ленин орденӗллӗ А.А.Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче журналиста вӗреннӗ. Унтах вӑл пулас мӑшӑрӗпе Валентина Андреевнӑпа паллашнӑ. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ҫулталӑк ытла ҫук ӗнтӗ. Валентина Иванова 1978 ҫултанпа Чӑваш Енри ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ.
Михаил Иванов «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра студентсене вӗрентнӗ.
Михаил Ивановпа нарӑсӑн 22-мӗшӗнче 13-14 сехетсенче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |