Раҫҫейри студентсен отрячӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн 100 пайташӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Краснодар тӑрӑхне тата Крым Республикине ӗҫлеме тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем ача-пӑчан сывлӑх уйлӑхӗсенче ӗҫлӗҫ.
«Лето-Non-Snop» студентсен педагогика отрячӗсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн «Чердак» (чӑв. Чартак), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Солнечный ветер» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫил), Шупашкарти технологипе апатлану техникумӗн студентсен «Тутти-фрутти» тата «Чечек» сервис отрячӗсем Краснодар тӑрӑхне тухса кайнӑ.
ЧППУн «Maximum», ЧПУн «ЧуГУнОк», «Пегас», Шупашкарти кооператив техникумӗн «Апельсин» отрячӗсем Крыма ҫул тытнӑ.
Уйлӑха каякансем Вожатӑй ӑсталӑхӗн шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, экзамен тытнӑ. Вӗсене професси ӑсталӑхне ӗнентерекен свидетельствӑсем панӑ.
Раҫҫейри студентсен отрячӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн 100 пайташӗ ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Краснодар тӑрӑхне тата Крым Республикине ӗҫлеме тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем ача-пӑчан сывлӑх уйлӑхӗсенче ӗҫлӗҫ.
«Лето-Non-Snop» студентсен педагогика отрячӗсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн «Чердак» (чӑв. Чартак), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Солнечный ветер» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫил), Шупашкарти технологипе апатлану техникумӗн студентсен «Тутти-фрутти» тата «Чечек» сервис отрячӗсем Краснодар тӑрӑхне тухса кайнӑ.
ЧППУн «Maximum», ЧПУн «ЧуГУнОк», «Пегас», Шупашкарти кооператив техникумӗн «Апельсин» отрячӗсем Крыма ҫул тытнӑ.
Уйлӑха каякансем Вожатӑй ӑсталӑхӗн шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ, экзамен тытнӑ. Вӗсене професси ӑсталӑхне ӗнентерекен свидетельствӑсем панӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренекен икӗ студент Крымҫурмаутравне тӗпчеме кайнӑ. Вӗсем унта пӗр эрне пулӗҫ.
Студентсем унта пӗччен кайман, вӗсемпе пӗрле вырӑссен паллӑ ҫулҫӳревҫи Федор Конюхов пулӗ.
Крым ҫурмаутравне тӗпчемешкӗн лекме ҫӑмӑл мар, конкурс витӗр тухмалла. ЧПУ студенчӗсем Сергей Алексеевпа Виктор Краснов ҫак йывӑрлӑхсене парӑнтарма пултарнӑ.
Палӑртмалла: отрядра Раҫҫейри ытти хулара пурӑнакан студентсем те пулӗҫ. Вӗсем пурте Крым историне тӗпчӗҫ. Экспедици Экси-Кремен крепоҫ районӗнче вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн студентсем Крым историйӗпе географийӗн ӑслӑлӑх тӗпчевне ҫырӗҫ. Ӑна виҫӗ чӗлхепе – вырӑсла, акӑлчанла тата грекла – кӑларӗҫ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин 2017-2018 ҫулсенчи ҫӗнтерӳҫисемпе тата призерӗсемпе тӗл пулнӑ.
Шкул ачисен Пӗтӗм ҫӗршыври олимпиадине ӑс-тӑн тӗп ӑмӑртӑвӗ тесе хаклаҫҫӗ. Унта пирӗн республикӑран ҫулсерен вуншар пин ача хутшӑнать. Вӗсем 21 тӗрлӗ предметпа ӑмӑртаҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енри вӗренекенсем Раҫҫей олимпиадисенче 21 призлӑ вырӑн йышӑннӑ.
Ачасемпе тӗл пулӑва Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне Чӑваш Енӗн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Александр Иванов, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ, пултаруллӑ ачасене ӑс-тӑншӑн мухтаса ырланӑ, малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ.
Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ. Услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ.
Ҫын ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ иккен. Анчах малтан вӑл вӑрӑпа ҫакланнӑ. Халӗ ӑна 12 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗ малалла ӗҫлет. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехетре клуб хастарӗсем Надежда Ильинапа тӗл пулӗҫ.
«Надежда Геннадьевна Вӑрнар районӗнчи Мӑн Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче, унтан университетри аспирантурӑра вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидат диссертацине хутӗленӗ. Студентсене вӗрентнӗ», — пӗлтернӗ клуб хӑни пирки вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра.
Надежда Ильина чӑваш литературине «Хӗр Кӗлетки» ятлӑ калавпа кӗнӗ. Ытти паллӑрах хайлавӗсем: «Юлашки кӗр», «Шӑранса та пӗтми», «Чӑнлӑх чечекӗ», «Пӑхнӑ иккӗн кантӑкран», «Турӑсӑр тупнӑ телей», «Даниил».
«Паян уҫӑ эфира 45 ҫул радио дикторӗнче ӗҫлесе «Шупашкара чӑвашла калаҫтарнӑ» ытарайми Маргарита Кабетовӑна йыхравларӑм», — тесе хыпарланӑ ӗнер Фейсбукра Марина Карягина тележурналист. Сӑмах, Чӑваш халӑх сайтне вулакансенчен чылайӑшӗ тавҫӑрчӗ пулӗ ӗнтӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗ пирки пырать.
Маргарита Кабетова 1956 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Тутарстанри Юдино поселокӗнче ҫуралнӑ. Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх, Кунер, Карач шкулӗсенче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1973 ҫулта Чӑваш радиовӗнче дикторта ӗҫлеме пуҫланӑ. Маргарита Кабетова —
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вулавӑш корпусне тӗпрен юсасшӑн. Здание тулашӗнчен кӑна мар, шалтан та ҫӗнетӗҫ. Анчах хальлӗхе ЧПУ фасадне улӑштармашкӑн кӑна 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Аукцион ирттересси пирки ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпар лартнӑ. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Электрон суту ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Сӑмах май, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусне 1985 ҫулта хута янӑ. Вулавӑш вара унта 1990 ҫулта ҫеҫ куҫнӑ.
Китайри Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннӑ. Ку хыпара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗн тӑваттӑмӗш курс студенткипе ҫыхӑннӑ ырӑ пулӑм ӗнер пулса иртнӗ. Татьяна Кучерова университетӑн Халӑхсем хушшинчи студентсен пӗрлешӗвӗн реклама пайӗн пуҫлӑх пулса тимлӗ.
Шупашкарта вӗренекен хӗр Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухать.
Ҫӗнӗ тивӗҫе Татьяна пуҫӑннӑ та. Вӑл университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрать, университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать.
Пулас журналистка малтан корея чӗлхине вӗренмелле Кӑнтӑр Корейӑра 3 эрне пурӑннӑ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/18704.html|пӗлтернӗччӗ__. Ӗнер иртнӗ конкурса Чӑваш Енри тепӗр пике те, 21 ҫулти Анна Швецова та, сӑмах май, хутшӑннӑ.
«Раҫҫей пики — 2018» ята Юлия Полячихина тивӗҫнӗ. Ӑна бриллиантпа, рубинпа тата сапфирпа капӑрлатнӑ, шурӑ ылтӑнтан хатӗрленӗ корона тӑхӑнтартнӑ. 3 миллион тенкӗ укҫапа тата автомобильпе хавхалантарнӑ.
Пике шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Бадминтонла вылять тата фитнес-аэробикӑна ҫӳрет. Журналиста вӗренекен хӗрӗн юратнӑ кӗнеки — Дэниел Кизӑн «Цветы для Элджернона» хайлавӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |