И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультетӗнче ҫӗнӗ кафедра уҫӑлнӑ. «Урапаллӑ тата гусеницӑллӑ машинӑсем» кафедрӑна уҫас ҫӗре университет, ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви, Н.Бауман ялӗллӗ Мускав патшалӑх техника университечӗ, «МИКОНТ» инжиниринг компанийӗ хутшӑннӑ.
«МИКОНТ» университетпа тахҫанах килӗштерсе ӗҫлет. 2013 ҫулта вӑл ЧПУ ҫумӗнче «Гидравлика» вӗренӳпа ӑслӑлӑх центрне уҫнӑ, каярахпа – Шупашкарти транспорт тата ял хуҫалӑх машиностроенийӗн инжиниринг центрне.
Кӑҫал ҫулла Чӑваш патшалӑх университечӗ ҫӗнӗ кафедрӑна абитуриентсен йышӑнма пуҫланӑ. Студентсене «Ҫӗр ҫийӗн ҫӳрекен транспортпа технологи комплексӗсем» енпе, «Автомобильсемпе тракторсем» профильпе хатӗрлӗҫ.
Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ.
Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ.
Ҫамрӑк спортсменсем хӑш аслӑ шкула вӗренме кӗнине пӗлес килет-и? Лана Прусакова фристайлистка тата Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ.
Икӗ спортменка та Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Лана журналистка пуласшӑн ахӑртнех – вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетне «Журналистика» енӗпе вӗренме кӗнӗ. Кристина вара ют чӗлхесен факультетӗнче «Лингвистика» енӗпе ӑс пухӗ. Вӗсем иккӗшӗ те аслӑ шкула тӳлевсӗр вӗренме кӗнӗ.
Лана та, Кристина та – Раҫҫей спорт мастерӗсем, ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Ӗнер фольклор тӗпчевҫипе, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе, доцентпа, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗпе Ефросиния Сидоровӑпа сыв пуллашнӑ.
Ҫухату ҫинчен Лидия Филиппова публицист тата журналист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл та асӑннӑ преподаватель патӗнче вӗреннӗ Ефросиния Сидорова утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.
Ефросиния Сергеевна 1981-1990 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ.
Фольклор тӗпчевҫине пӗлекенсем, унӑн вӗренекенӗсем, тӑванӗсем Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ ритуал службинче ӗнер 13 сехетре сыв пуллашнӑ.
Владимир Путин патронажӗнче шутланакан управлени кадрӗсен ҫӗнетнӗ списокне хатӗрленӗ. Чӑваш Енрен унтан пӗртен-пӗр ҫын кӗнӗ. Ку вӑл — республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин.
Списока Кремль сайтӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пичетленӗ. Иван Моторин ку списокра ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл икӗ ҫул каялла, 2016-мӗшӗнче, лекнӗ.
Иван Моторин 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, «экономист» специальноҫне алла илнӗ. 1995 ҫулта вӑл тулли мар яваплӑ пӗр обществӑра бухгалтер-экспедиторта тимлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Чӑваш Енӗн Тулаш хутшӑнусен министерствине ӗҫе вырнаҫнӑ. Карьера картлашкипе пӗчӗккӗн хӑпарса пырса 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче премьер-министра ҫитнӗ.
Ватӑ профессора вӗлернӗ вӑй питтине 12 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ вырӑнта тытса усрӗҫ.
Аса илтерер, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернӗччӗ. 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ.
Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлерни ҫиеле тухнӑччӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ-мӗн те услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ.
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр арҫын тата унӑн ваккаци апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ айӑплав виҫине ылмаштарма килӗшмен.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗн ҫӗнӗ пулӑшуҫине палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки республика ертӳҫи Михаил Игнатьев 293-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Михаил Васильевича малашне Светлана Ананьева пулӑшса пырӗ. Ҫак хӗрарӑм унччен республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Светлана Ананьевӑна ҫав должноҫрен паян хӑтарнӑ. Апла документа Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Светлана Ананьева И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен 1995 ҫулта вӗренсе тухнӑ, унта вӑл «Теоретика экономисчӗ» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1995 ҫулта Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин Медицина статистикин республика бюровӗнчи экономистран пуҫланӑ. 2014 ҫулта асӑннӑ министерствӑра ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсем, техникумсемпе колледжсемпе абитуриентсенчен заявленисене малалла йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра — 14 аслӑ шкул. Вӗсенче кӑҫал хысна шучӗпе вӗренмелли вырӑнсене аванах ӳстернӗ: 2018 ҫулта бюджет вырӑнӗсен шучӗ 3475-пе танлашать. Патшалӑх шучӗпе вӗренме кӗме пӗлтӗр 2081 ҫын ҫеҫ пултарнӑ. Хысна шучӗпе вӗренес текен пӗр вырӑна 4,6 ҫынтан заявлени ҫитнӗ.
Конкурс хӑш аслӑ шкулта еплине те тишкерме кӑсӑклӑ. Мускаври политехника университечӗн Шупашкарти филиалӗнче пӗр хысвна вырӑнне 5,9 ҫын тивет, И.Я Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 5,7 ҫын, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра — 4,7 ҫын, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академине — 3,5 ҫын.
Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ.
Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова.
Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ.
Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Китайри Гуйчжоу провинцийӗнчи университетӑн ют ҫӗршыв студенчӗсен колледжӗ Шупашкарти студенткӑна пуҫлӑх пуканне шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна ют ҫӗршывран килнӗ студентсенчен чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Сӑмах Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика уйрӑмӗнче вӗренекен, Китайри Гуйчжоу провинцийӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе стажировка тухакан Татьяна Кучерова пирки пырать. Вӑл Китайри университетра пулса иртекен мероприятисем пирки акӑлчанла тата китайла пӗлтерсе тӑрат., университет сайчӗ валли хыпарсем хатӗрлет. Хӗре Китайри ҫав аслӑ шкулӑн хаҫатне кӑларма та хутшӑнтараҫҫӗ. Унта вӑл ют ҫӗршыври студентсемпе паллаштаракан ярӑма хатӗрлеме пулӑшать.
Халӗ пикене Китайри аслӑ шкул ют ҫӗршыа студенчӗсенчен чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчакова Светлана Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |