Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.0 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӗлхе тӗпчевҫине Хисеп грамотипе чысланӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 15.02.2019 18:24 | 704 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, хальхи вӑхӑтра Республикӑн вӗренӳ институчӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Юрий Исаев нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ эпир унпа ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ хыпара пӗлтӗмӗр. Юрий Исаева Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Савӑнӑҫлӑ пулӑм Вӗренӳ институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулса иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн ларӑвне пухӑннӑ. Канаш ертӳҫи, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров Юрий Исаева грамотӑпа чысланӑ. ЧПУ ректорӗ Юрий Исаев вӗренӳ тытӑмне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.

Аса илтерер, Юрий Исаев 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ.

#вӗренӳ институчӗ, #уявсем, #юбилейсем, #чыслав, #Патӑрьел районӗ, #Нӑрваш Шӑхаль, #ЧПУ, #ларусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енри юбилейсем ҫӗршывшӑн та пӗлтерӗшлӗ
2018, 09, 25
Шупашкар юбилейне самолетсене йыхравласшӑн
2018, 09, 25
Шупашкара ҫуралнӑ кунпа саламлаттарасшӑн
2019, 01, 25
Тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ
2019, 01, 25
Юрий Исаев — 50 ҫулта
2019, 02, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org