Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Шадриков Кӳршӗллӗ регионти «События» (чӑв. Пулӑмсем) тетелти кӑларӑм тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен мӗншӗн тутар чӗлхине вӗренни пирки тӗпчесе ыйтнӑ. Хуравлакансен йышӗнче узбек, американ, яппун тата ытти халӑх ҫыннисем пулнӑ. Хуравлакансен йышӗнче Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Александр Шадриков та пулнӑ. – Пирӗн районта тутарсем чӑвашла пӗлеҫҫӗ, чӑвашӗсем вара — тутарла. Сӑмах май, пирӗн тӑрӑхра вырӑссем сахал, ҫавна пула ытларах чӑвашсемпе тата тутарсемпе хутшӑнма тивет. Хамӑн пӗлӗшсемпе тата кӳршӗсемпе калаҫа-калаҫа эп хамах тутарла вӗрентӗм. Ҫавна май яланах юлташсен чӗлхипе калаҫатӑп, — тенӗ вӑл хуравра. Александр Валерьевич пӗлтернӗ тӑрӑх тутар чӗлхине вӗренни усӑллӑ ҫеҫ пулнӑ. Тутарсен ялне ҫитсен вӑл ялан халӑхпа тутарла калаҫать имӗш. Ҫавӑн пекех тутарсен литературипе те кӑсӑклансах паллашать. Александр Шадриков Ҫӗпрел районне кӗрекен Алешкин Саплӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслӑ пӗлӗве Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче илнӗ, «физикӑпа информатика вӗрентекенӗ» специальноҫе алла илнӗ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче юрист специальноҫпе пӗлӳ илнӗ. Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн пуканне 2013 ҫултанпа йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Кунта район пуçлăхĕ пирки сăмах пырать! Ахаль-махаль çын мар!