Кӳршӗре
![]() Нумаях пулмасть Тутарстанра унта пурӑнакан халӑхсен съезчӗ иртнӗ. «Бизнес онлайн» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрах, капла форума унччен икӗ хут кӑна ирттернӗ: пӗрре — 1992 ҫулта, тепре — 2007-мӗшӗнче. Тутарстанра тӗпленнӗ халӑхсемпе паллаштаракан, вӗсен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ пирки сӳтсе явакан анлӑ форума чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тутар Республикинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем, чӑвашсем, шучӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чи йышлисем, паллах, тутарсем. Унтан — вырӑссем, кайран — чӑвашсем. Тутарстанри йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи, «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин уява наци кӗпине тӑхӑнса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |