Юлашки вӑхӑтра республикӑри тӗрлӗ ведомствӑна ҫӗнӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Ҫурт-йӗр инспекцин лавне, акӑ, унччен ӗҫлӗх службин ертӳҫин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Димитриева шанчӗҫ. Федерацин налук службин республикӑри управленине Марина Петрова ертсе пыма тытӑнчӗ.
Халӗ тата Суд департаменчӗн управленийӗнче ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерьян Петров Суд департаменчӗн «Правосудие» пулӑшакан информаципе аналитика центрӗн республикӑри филиалне ертсе пыма тытӑннине пӗлтернӗччӗ.
Суд департаменчӗн управленине вара малашне Валентин Воронов ертсе пырӗ. Вӑл 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Комсомольски районӗнчи Янкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл экономист специальноҫне алла илнӗ. Ӗҫ биографине ревизортан пуҫланӑ, РФ Президенчӗн тӗп тӗрӗслев управленийӗн Атӑл-Вятка округӗнчи инспекцийӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче РФ президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ инспекцине ертсе пынӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Суд департаменчӗн управленин ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ.