
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл - Сергей Кабуркин.
Унччен Сергей Александрович Куславкка округӗн прокурорӗ пулнӑ. Унта вӑл 2020 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов унпа Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансене паллаштарнӑ.
Сергей Кабуркин 1982 ҫулта Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухсан Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ.

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пӗтӗм вырӑссен диктантне хутшӑнать. Ку эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче хатӗрленӳ занятийӗсем пуҫӑнаҫҫӗ. Пӗрремӗш заняти пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 18 сехетре 1-мӗш корпусра пулӗ.
Кӑҫал диктант текстне Анна Матвеева ҫыравҫӑ ҫырнӑ. Ӑна ытларах «Перевал Дятлова» роман тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: тӗрлӗ ҫулта диктант тексчӗн авторӗсем Павел Басинский, Гузель Яхина, Леонид Юзефович, Андрей Усачёв, Евгений Водолазкин, Алексей Иванов, Дина Рубина, Андрей Геласимов, Марина Степнова, Василий Авченко пулнӑ.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн 2-мӗш кунӗ иртнӗ.
Конкурса 21 вӗрентекен хутшӑннӑ. «Иккӗшӗ тӑван вырӑс чӗлхи вӗрентекенсем, виҫҫӗшӗ пуҫламӑш шкул вӗрентекенӗсем, ыттисем тӑван чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем», – тесе хыпарланӑ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чи маттурисен йышӗнче: Анна Вельдяева (Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево шкулӗнче вырӑс чӗлхи вӗрентекен); Алевтина Димитриева (Муркаш тӑрӑхӗнчи Ярапайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Ксения Леонтьева (Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен); Людмила Николаева (Шупашкар хулин 62-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен);
Алёна Алена (Йӗпреҫ посёлокӗн 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен).

Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрсем шашкӑлла выялссипе ӑмӑртнӑ. Турнира респуликӑри хӗрарӑмсен канашӗпе Спорт министерстви йӗркеленӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен 5 парти выляма тивнӗ. Кашни патри 10 минут тӑсӑлнӑ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «шашкӑсен патша майрин кӑшӑлне икӗ пике тӑхӑннӑ». Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсен чысне хӳтӗленисенчен Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки Анастасия Павлова палӑрнӑ, тӗрлӗ пӗрлешӳ чысне хӳтӗлекенсенчен — Шупашкарти 1-мӗш клиникабольницинчи Марина Еремеева.
Йӗркелӳҫӗсем турнира хутшӑннӑ пур пикене те тав хучӗпе чысланӑ, илемлӗ чечекпе савӑнтарнӑ.

Инновацисене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан фонд «Умник» грант конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне виҫӗ ҫамрӑк ӑсчах кӗнӗ. Вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫлама 500-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Любовь Юманова, Федор Хлебников тата Ефим Воробьев. Вӗсем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренеҫҫӗ.
Сӑмах май, унччен Федор Хлебников тата Ефим Воробьев ҫак фондӑн «Студентсен стартапӗ» гранта тивӗҫнӗ. Вӗсем 2022 ҫулта тепӗр ҫамрӑк ӑсчахпа пӗрле проекта аталантарма 1 миллион тенке тивӗҫнӗ.

Раштавӑн 20-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ӗҫченӗсен тата вӗренекенӗсен конференцийӗ иртнӗ. Унта университет ертӳҫине суйланӑ.
Ректора икӗ ҫынран суйланӑ. Андрей Александров ҫӗнтернӗ. Вӑрттӑн иртне сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, уншӑн 155 сын сасӑланӑ, Владислав Семеновшӑн – 7 ҫын. Пӗр бюллетень вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑннӑ. Андрей Юрьевича должноҫе 5 ҫуллӑха ҫирӗплетме РФ Вӗренӳ министерствине ходатайство тума йышӑннӑ.
Андрей Александров 1966 ҫулта Краснодар крайӗнчи Майкоп хулинче ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ. Вӑл 2014 ҫултанпа – ЧПУ ректорӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Рона Фомина паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 60 ҫул тултарнӑ.
Рона Витальевна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен физикӑпа математика учителӗ пулма вӗренсе тухнӑ. Шкулта пӗр вӑхӑт ӗҫленӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм ача пахчине воспитателе вырнаҫнӑ. Анчах вӑл унта та вӑрах вӑхӑт ӗҫлемен, социаллӑ сферӑна куҫнӑ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчепе Шупашкар хулинчи халӑхӑн соцаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта социаллӑ ӗҫчен пулса тӑрӑшать.
Ӗнерхи учитель тата воспитатель хӑйӗн ҫӗнӗ тивӗҫӗсене тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Ватӑсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен кӑмӑлне кайма пӗлет. Паян вӑл ҫамрӑк ӗҫтешӗсене те хӑйӗн пуян ӗҫ опычӗпе паллаштарать.

Шупашкар пики Диана Яковлева илем конкурсӗнче черетлӗ хутчен палӑрнӑ.
Диана — 20 ҫулта, вӑл Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренет. Хӗр тӗрлӗ илем конкурсне тӑтӑшах хутшӑнать, хамӑр тӑрӑхри тӗрлӗ производителӗн тумне рекламӑлать. Хальхинче Диана «Раҫҫейӗн ҫамрӑк сӑнӗсем – Студентсем хушшинчи Мистер тата Мисс» спортпа ӑс-тӑн тата илем конкурсне хутшӑннӑ. Унта вӑл «Мисс Грация» номинацире ҫӗнтернӗ.

Общество палатине малашне 27 ҫулти Ирина Иванова ертсе пырӗ. Унчченхи ертӳҫӗ Артем Йовенко ку должноҫрен кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кайнӑ.
Кун хыҫҫӑн конкурс ирттернӗ, документсене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен йышӑннӑ. Конкурсра Ирина Иванова ҫӗнтернӗ.
Вӑл 1996 ҫулта Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ. 2018 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухнӑ. Кайран унтах магистратурӑра ӑс пухнӑ. 2018 ҫултах Раҫҫей халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗнчен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» енпе вӗреннӗ.

Вӑрмар районӗн (халӗ района муниципаллӑ округ теҫҫӗ) прокурорӗ пулма юстицин кӗҫӗн советникне Александр Левыя ҫирӗплетнӗ.
Александр Леонардович 1991 ҫулта Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2016 ҫулта ӑна Йӗпреҫ районӗнчи прокурор пулӑшуҫине ӗҫе илнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ. 2021 ҫулта ӑна Етӗрне районӗн прокурорӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
