
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче, колледжсенче, шкулсенче 58 ют ҫӗршывран килнӗ 4 пине яхӑн ҫамрӑкпа ача-пӑча вӗренет. Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Максим Гришин Нацисемпе конфессисем хушшинчи канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Студентсене илсен пирӗн патӑмӑра ытларах Индинчен, Туркменистанран, Ирантан, Мароккаран, Египетран тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршывран килеҫҫӗ. 2700 ытла ҫамрӑк Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренет.

Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли тинех директор тупнӑ. Ку должноҫе Татьяна Молокова йышӑннӑ. Хушӑва паян республика премьерӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Татьяна Кирилловна – 51 ҫулта. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологи факультетне пӗтернӗ. Журналист карьерине 1996 ҫулта «Чувашское агентство сообщений» ЗАОра пуҫланӑ. Кайран «Вырӑнти телевиденире», «Канал 5 плюсра», «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ. Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче 2012 ҫултанпа ӗҫлет.
Сӑмах май, НТРКн ҫулталӑк ҫурӑ ӗнтӗ директор пулман. Унччен ку должноҫре Алексей Гурьянов ӗҫленӗ. Халӗ вӑл – цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ.

Чӑваш Ен спортсменки Анна Борисова Словакире иртнӗ Европа чемпионатӗнче икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн ентеш мас-рестлинг енӗпе иртнӗ ӑмӑртура 75 килограмм тайман спортсменсемпе вӑй виҫнӗ, «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Унтан вӑл тӗрлӗ виҫе категорийӗнчи спортсменсемпе тупӑшса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Палӑртмалла: Анна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче вӗренет.

Туркменистан хӗрӗ Чӑваш Енре аслӑ пӗлӳ илнӗ те кунтах кардиологра ӗҫлеме юлнӑ. Вӑл Ширин Мухаммедова ятлӑ. Хӗр чӑваш чӗлхине те вӗренме тытӑннӑ.
Ширин амӑшӗн ҫулне суйланӑ, пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Республикӑри кардиодиспансера ӗҫе вырнаҫнӑ.
Чӑваш Ен уншӑн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. «Чи ҫывӑх тусӑм – чӑваш. Ҫапла эпӗ те чӑваш чӗлхине ӑнкарма тытӑнтӑм. Чылайӑшӗ эпӗ туркмен пулнине пӗлмест, чӑваш тесе шухӑшлать», — ҫапла пӗлтернӗ Ширин.

Ҫӗмӗрлесен — кӑмӑллӑ хыпар. Хулари медицина центрне ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ.
Вӗсем — Татьяна Фондеркина терапевт тата Татьяна Ушкова медсестра. Ҫамрӑк тухтӑрсем 13-мӗш терапи участокӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Татьяна Фондеркина — Хӗрлӗ Чутай районӗнчен. Кӑҫал вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Татьяна Ушкова вара — Ҫӗмӗрлеренех. Вӑл Шупашкарти медицина колледжӗнче тӗллевлӗ ӑс пухнӑ. Татьяна кӑҫал диплом илнӗ, кун хыҫҫӑнах Ҫӗмӗрлене ӗҫлеме таврӑннӑ.

Чӑваш Енри ӑсчахсем хирургире усӑ курмалли ҫӗнӗ инструмент шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл – щит евӗрлӗ пара операци тумалли монополярлӑ электрод.
Ӑна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗретекенӗсем Владимир Осипов тата Гузель Айзетуллова шухӑшласа кӑларнӑ. Электрод операцие нервсене сиенлетмесӗр тума май парать, ҫавӑн пекех ӳте пӗҫертсе ярас хӑрушлӑх та пӗчӗк.
Электрод валли патент илнӗ.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме 1-шер миллион тенке тивӗҫнӗ.
Ҫак йыша 7 ҫамрӑк лекнӗ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен стартапӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ.
1 миллион тенкӗ тивӗҫнисен йышӗнче – Дарья Тихонова (экономика факультечӗ), Антон Фисунов (ИВТ факультечӗ), Марина Илларионова (управлени тата социаллӑ технологисен факультечӗ), Екатерина Иванова (экономика факультечӗ), Дмитрий Потапов (хушма математика, физика тата информаци технологийӗсен факультечӗ), Евгений Михайлов (юридици факультечӗ), Александра Кармалова (экономика факультечӗ). Вӗсем ҫитес вӑхӑтра ку укҫапа хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртӗҫ.

Вӑрнар районӗн больницине ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ. Вӗсем хирургра вӑй хурӗҫ.
Ҫак ҫамрӑк специалистсем — Руслан Халековпа Анас Сулейман. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем шавлӑ хулара мар, ялта пурӑнасшӑн.
Руслан – И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Анас вара Мари патшалӑх университетӗнче диплом илнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те ординатурӑра хирурги енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.
Ҫамрӑк специалистсем ҫак кунсенче больницӑра хирурги уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Чӑваш Енри студентсем Кубӑри фермерсене пулӑшма кайнӑ. Ҫак йышра – И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Арина Ивановӑпа Дмитрий Павлов. Вӗсем Европӑри ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗн бригадин йышне кӗнӗ.
Палӑртмалла: Кубӑна Раҫҫейри, Францири, Испанири, Бельгири, Австрири, Италири, Швейцарири тата Португалири 48 ҫамрӑк кайнӑ. Вӗсем унта истори тата культура палӑкӗсемпе, илемлӗ вырӑнсемпе паллашаҫҫӗ. Ҫав, вӑхӑтрах вырӑнти фермерсене пахча ҫимӗҫ пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем вӑтам ӗмӗрте хула пулнӑ вырӑнта шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ.
Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш сурт адреспа вырнаҫнӑ.
Тӗпчев ӗҫӗпе тӑрӑшаканӗсем - Н.С. Мясников, Е.П. Михайлов, Л.В. Сивова ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем. Вӗсемпе пӗрле И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тата И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем те ӗҫлеҫҫӗ.
Археологи эткерлӗхӗллӗ ҫав вырӑн тӗлӗнче XVI-XVII ӗмӗрсенче йывӑс Кремль пулнӑ.
