Персона
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ врачне, медицина наукисен кандидатне, республикӑн сывлӑх сыхлав аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ Вениамин Вишевский педиатра юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Ӑна, эпир хамӑр ҫӑлкуҫсем урлӑ пӗлнӗ тӑрӑх, тӑван тӑрӑхӗнче — Етӗрне районӗнчи Советскинче — пытарӗҫ. Вениамин Яковлевич 82 ҫула кайнӑ. Вӑл — 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Унӑн ӗҫӗсем республикӑра аллергологи тытӑмне йӗркелесе яма пулӑшнӑ. Вениамин Вишневский Етӗрне районӗнчи Анат Сӑнар ялӗнче 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти мединститутра вӗреннӗ. Йӑлӑмра педиатрта, Шупашкарти ача-пӑча пульницинче тӗп врач ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче малтан ассистентра, 1987–1998 ҫулсенче педиатри кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ. 1983-1987 ҫулсенче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин тӗп педиатрӗ шутланнӑ. 1998 ҫулта Вениамин Вишневский тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Хучашри участок пульницинче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |