Куславкка районӗнчи И.Е. Виноградов ячӗллӗ тӗп больницӑра та нумаях пулмасть ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку тилхепене Марина Макаровӑна тыттарнӑ. Унччен вӑл Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен 1-мӗш службӑн медицинӑпа санитари чаҫӗнче врач-терапевтра ӗҫленӗ.
Марина Александровна 1998 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнчи мединститутран вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл сиплев ӗҫне алла илнӗ. 1999 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Куславккари район больницинче кардиолог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 2006 ҫулта унта тӗп врач ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ҫав ҫулах ӑна тӗп врач пулма шаннӑ. Ку енӗпе вӑл виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ.
Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннине эпир ӗнер ирпе хыпарланӑччӗ.