Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахсене палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.02.2022 20:43 | 1223 хут пӑхнӑ
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Чӑваш Республикинчи чи лайӑх ҫамрӑк учёнӑй» X республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.

Естествӑлла наукӑсем енӗпе ӗҫлекен ҫамрӑк ӑсчахсенчен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармаци химийӗн кафедрин доценчӗ Сергей Федосеев ҫӗнтернӗ, техника науки енӗпе тӑрӑшакансенчен — «ВНИИР-Прогресс» обществӑн лаборатори пуҫлӑхӗ Олег Митрофанов, социогуманитари енӗпе — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн тата регион экономикин кафедрин аслӑ преподавателӗ Инесса Васильева, медицина енӗпе — Республикӑн кардиодиспансерӗн тӗп врачӗн хирурги енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Николай Трофимов, педагогика енӗпе — И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри шкул ҫулне ҫитменнисен пӗлӗвӗн тата сервис кафедрин доценчӗ Анастасия Николаева, экономика енӗпе — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн финанс тата кредит кафедрин доценчӗ Артур Семёнов. Чи лайӑх ҫамрӑк учёнӑй-тӗпчевҫӗ тесе И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри электрика тата электрон аппаратсен кафедрин преподавателӗ Виктор Петров тесе йышӑннӑ.

#ҫамрӑксем, #ЧППУ, #ЧПУ, #кардиодиспансер, #ӑсчахсем, #конкурссем, #Аграри университечӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1462.22.2875
2022.02.02 14:44
Agabazar
Ăсчах (мудрец) çамрăк пулма пултараймасть. Ăсчах, хăйĕн палăртавĕпех, яланах ватă.
Илле Иванов // 2541.55.9794
2022.02.04 22:52
Тепĕр самант тĕлĕнтерет: чăваш халăхĕн пĕтĕм тĕнчери хăйтĕллĕнлĕх (самоопределени) хакне шута илсе туса хунă Чăваш патшалăхĕ хăйĕн тĕп халахĕн историне, чĕлхине, философине, культурине, ÿнерне тĕпчекенсене ним вырăнне те хумасть иккен! Анчах та тĕнче умĕнче те, истори умĕнче те, кирлех-тĕк, Çÿлти Хăват(сем) умĕнче те чăваш халăхĕн шăпишĕн чăваш патшалахĕн ертÿçисем чи малтан яваплă. Анчах та вĕсем нимрен те именмеççĕ иккен, нимрен те хăрамаççĕ иккен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем