Культура
![]() https://www.facebook.com/groups/1745274839035767/ страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ тата Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей Никита Бичурин ӑсчах ҫуранӑранпа 245 ҫул ҫитнине халалласа поэзи конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ. «Выдающийся сын чувашского народа» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ) регионсем хушшинчи конкурс кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унта хутшӑнас текенсен хӑйсем хайланӑ сӑввисене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен museum_bs@mail.ru электрон ҫырупа ярса памалла. Никита Бичурин 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ. Хусанти семинарире вӗреннӗ. Манаха тухнӑ хыҫҫӑн Иакинфят илнӗ. Иркутскри мӑнастирте, унтан Китайра 14 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ. Вӑл хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Унашкал малсӑлтав ҫук пулсан, конкурс пулаймасть.