Раҫҫейре
![]() Анастасия Олангинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрне районӗнчи чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анастасия Олангина Мускавра, Останкино башнинче, ӗҫлет. Темиҫе ҫул каялла вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнчи журналистика уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи ӑслӑлӑхсен кандидачӗ Эрбина Никитина сӗннипе (кун пирки хӗр Фейсбукра пӗлтернӗ) вӑл Чӑваш Енӗн наци телевиденине ӗҫлеме кайса пӑхма кӑмӑл тунӑ. Унта 4 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ. Анастасия Останкино башнинче 2,5 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра вӑл продюсер тата маркетолог евӗр тӑрӑшать. МИХсем валли ӳкерессинчен, ҫурт ҫине рекламӑран пуҫласа ятарлӑ пулӑмсем тупса хатӗрлессипе килӗштерсе ӗҫлеме блогерсем шыраса тупасси таранах унӑн яваплӑхӗ шутланать. Хӑйӗн ӗҫне чӑваш хӗрӗ питех те килӗштерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |