Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама паянтан, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Юрий Шилова шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Юрий Александрович 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл инженер-электрик пӗлӗвне илнӗ. Тепӗр 7 ҫултан, 1997 ҫулта, Питӗрти патшалӑх техника университетӗнчен экономист дипломӗпе вӗренсе тухнӑ.
Малтанласа вӑл тӗрлӗ предприятире директор, директорӑн ҫумӗ, коммерци директорӗ, финанспа экономика директорӗ пулса ӗҫленӗ. 2002 ҫулта ӑна Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ, 2002-2005 ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Юрий Шиловӑн «Контактра» страницинче (унта вӑл кӑҫалхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнченпе кӗмен) ӗҫ вырӑнне «Дорисс» акционер обществи тесе кӑтартнӑ.