Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ.
Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ.
Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ.
Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха.
Улатӑр хулинче пурӑнакан Ираида Ктитор авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа хӗрарӑма хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов килне кайсах саламланӑ. Ӑна вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне ҫитерсе панӑ.
Улатӑр хӗрарӑмӗ Питӗрте педагог пулма вӗреннӗ. Упӑшки ҫар ҫын пулнӑран вӑл унпа вунӑ ҫул Китайра пурӑннӑ. Улатӑр хӗрарӑмне Мао Цзэдунӑн (вӑл Китайри Коммунистсен партине йӗркелесе янӑ) «Китайпа Совет туслӑхӗ» медалӗпе ӑй вӑхӑтӗнче чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ виҫӗ ача ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ.
100 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитнӗ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кинемее сывлӑхпа пурӑнма сунса саламланӑ, парне тата чечек ҫыххи ӑшшӑн тыттарнӑ.
РФ Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем айӑпланнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Улатӑрти 8-мӗш колони-поселенирен тухса тарнӑ.
Чӑннипе, колони-поселенире йӗрке ҫирӗпех мар. Унта лекнисем тухса ҫӳреҫҫӗ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, вӗсене хуралламаҫҫӗ. Иртен пуҫласа каҫчен айӑпланнисем ирӗклӗнех ҫӗрееҫҫӗ. Анчах вӗсен колони вырнаҫнӑ муниципалитет территорийӗнчен тухса кайма ирӗк ҫук. Ӗҫпе е вӗренӳпе ҫыхӑннӑ тӑк айӑпланнисем граждан тумне тӑхӑнма, хӑйӗн ҫумӗнче укҫа тата хаклӑ япала йӑтса ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Паян ирхи 8 сехет те 15 минутра Улатӑрти колони-поселенире пурне те шутланӑ чухне пӗри курӑнман. Вӑл ӑҫта пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Улатӑрта индустри паркӗ хута ярасшӑн. Ун патне ҫитмелли ҫулсен строительстви валли тендер пур ӗнтӗ. Ӑна патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун валли укҫа та уйӑрнӑ: республика тата ҫӗршыв хыснисенчен пӗтӗмпе 27,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ.
Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, парк патне пымалли ҫулсене Вӗрене урамӗ ҫумӗпе тӑвӗҫ. Ку ӗҫе кам пуҫӑнасси аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ.
Аукцион ирттерсен ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленмӗ.
Улатӑри ҫӗнӗ индустри паркӗнчи лапамра промышленноҫ предприятийӗсем вырнаҫӗҫ.
2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче «Булгария» теплоход инкеке лекнине чылайӑшӗ астӑвать пулӗ. Карап путни хальхи вӑхӑтри Раҫҫей историйӗнче тарӑн йӗр хӑварчӗ.
Теплоход мӗншӗн путнине тӗпчевҫӗсем тишкерсе хӑшӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Айӑплӑ тесе йышӑннисенчен пӗри,
Светлана Инякина, айӑплав вӑхӑтне Чӑваш Енре ирттернӗ. Халӗ унӑн айӑплав вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ. Хӗрарӑм Улатӑрти колонирен ирӗке тухнӑ. Ҫакӑн пирки паян Kazanfirst Федерацин айӑплӑва пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.
Инякина приговорне нумаях пулмасть ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ. Ҫакӑ РФ Пуҫиле кодексӗн 72-мӗш статйине улшӑну кӗртнӗ май ҫӗнӗрен тишкернӗ. Хӗрарӑм ӗҫне 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Хусанти Мускав район сучӗ пӑхса тухнӑ.
Метеостанци Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнине пула каллех тӑпрара нӳрӗк ҫитменнине палӑртнӑ. Уйрӑмах Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫумӑр ҫуман.
Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкавра тата Патӑрьелта те тӑпрара нӳрӗк сахал, ҫапах ку тӑрӑхсенче, Улатӑртипе танлаштарсан, лару-тӑру питех хӑрушӑ мар.
Тӑпрара нӳрӗк ҫукки кӗрхи культурӑсене шӑтма май памасть. Вӗсен вара хӗл лариччен аталанса юлмалла.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енре типӗ ҫанталӑк тӑнӑран инкеклӗ лару-тӑру тӑрӑмне йышӑннӑ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура суя диплом сутакансене тупса палӑртнӑ. Тата тӗрӗсерех каласан, ҫавӑн пирки тӗнче тетелӗнче хыпарлакансене.
Вӗренни ҫинчен калакан хута сутса илме юраманнине шута илсе надзор органӗ Шупашкарти Ленин район судне тухнӑ. Тавӑҫра вӑл диплом сутакан сайтӑн страницин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ.
Халӗ суд ларӑвӗ иртнӗ. Унтисем те суя диплом сутаканснее ырламан, диплом сутассине хыпарлакан страницӑна хупмалла тесе йышӑннӑ.
Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Ун валли 10 кун кирлӗ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр енӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаламасан суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗрет.
Тӳре йышӑнӑвӗ вӑя кӗрсен прокуратура Роскомнадзора ҫитме палӑртать. Унта вӑл хайхи диплом сутакан сайтри страницӑна хупма ыйтӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Максимовӑн «Майра патша парни» хайлавӗ пичетленсе тухнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, историлле романри ӗҫ-пуҫ Иккӗмӗш Кӗтерне патша вӑхӑтӗнче пулса иртет. Атӑл тӑрӑхне ҫитсе курма шут тытнӑ майра патша Улатӑрта хӗсметре тӑракан хӑюллӑ чӑваш каччине, Эпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ Сентиере, куҫ хывать, ӑна хӑйне хураллама службӑна илет.
Тӑлӑх ӳснӗ каччӑран казак, каярах сержант пулса тӑрать, унтан Кӗтерне патша хушнипе ӑна фельдфебель чинӗ панӑ.
Кайран тӗп сӑнар тӑван яла таврӑнать. Унта ӑна хӑйне евӗр шӑпа кӗтет.
Ольга Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, «хайлав хӑвӑрт вуланать, ҫыравҫӑ чӗлхи ансат та пуян. Тӗрлӗ истори событийӗсене автор тӗрлӗ ӳсӗмри вулаканшӑн та ӑнланмалла кӑтартса парать. Патшан вӑл е ку указӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳнине те курӑмлӑн палӑртнӑ».
Историлле романа ҫыравҫӑ 2010-2017 ҫулсенче калӑпланӑ. Кӗнеке редакторӗ – В.Г. Кошкин, ӳнерҫи – А.И. Алексеев, тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш Енри хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта республикӑри аграрисене пахча-ҫимӗҫе сутмашкӑн тӳлевсӗр вырӑнсем уйӑрса парӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Канашра вара аграрисен пахча ҫимӗҫне ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен туянма май пулӗ.
Ярмӑрккӑна канашлура ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа сӳтсе явнӑ. Унта тӳлевсӗр вырӑнсем ӑҫта пуласси пирки калаҫнӑ.
Шупашкарта тӗп лапамсем «Мадагаскар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ӗҫлӗҫ.
«Раҫҫeй тӑрӑх 180 км хӑвӑртлӑхпа». Ҫапларах ят пама пулать тесе ҫырнӑ Елена Нарпи хайӗн ҫул ҫӳревне. Мӑшӑрӗпе вӗсем нумаях пулмасть кӑнтӑра мотоциклпа ҫитсе килчӗҫ. Ҫулта-йӗрте тӗл пулакан савӑклӑхпа пӑтӑрмаха Елена Фейсбукра пӗлтерсех тӑчӗ.
Пӑтӑрмахсенчен мотоциклӑн куҫкӗскийӗ ваннине, Крымра хӑна ҫуртне малтанах броньлесе хуманнине пула ҫӗр каҫма хаклӑ вырӑна лекнине палӑртнӑ.
Пирӗншӗн тата чи кӑсӑкли ҫакӑ пек туйӑнчӗ. Инҫе ҫултан, Елена Нарпи пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр вӑрманӗсем витӗр Елчӗк районӗнчи тӑван ялне таврӑннӑ. «Юлашки ҫухрӑмсем кӑмӑла кӑштах пӑсрӗҫ. Мӗнпур иртнӗ ҫултан Улатӑртан Патӑрьеле каяканни чи ванса пӗтни пулчӗ», — хыпарланӑ вӑл.
Пӗтӗмпе мӑшӑр 4500 километра яхӑн ҫул ҫӳренӗ. Раҫҫейӗн пысӑк 10 ытла хулинче: Чӗмпӗрте, Сызраньте, Сартура, Волгоградра, Ростов ҫинчи Донра, Керчьре, Феодосинче, Анапӑра, Краснодарта, Воронежра, Тамбовра, Пензӑра, Саранскра — пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.