«Канаш – Улатӑр – Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑс кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен ҫӗнӗ расписанипе ҫӳреме пуҫлӗ.
6389 номерлӗ «Канаш – Алатырь» пуйӑс Канаш станцийӗнчен 04 сехет те 47 минутра хускалӗ, Улатӑра 07 сехет те 10 минутра ҫитӗ. 6390 номерпе ҫӳрекен «Алатырь – Канаш» Улатӑртан 04 сехет те 42 минутра тапранса Канаша 07 сехет те 12 минута ҫитӗ.
Пуйӑс расписанийӗпе 8-937-625-04-33 телефонпа шӑнкравласа, «Содружество» предприяти сайтӗнче https://sodruzhestvoppk.ru е тата «Пригород» мобильлӗ приложенире пӗлме пулать.
Сӑмах май аса илтерер, ыран Мускавран хушма пуйӑс килмелле. 218/217-мӗш номерлӗ пуйӑс Мускавран кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче 22 сехет те 08 минутра хускалӗ, Шупашкара вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче 11 сехет те 43 минутра ҫитӗ. Ҫав пуйӑс кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава 22 сехет те 45 минутра тапранса кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче 12 сехет те 35 минутра ҫитӗ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха. Унчченхи ӗнертенпе ӗҫрен кайнӑ та ун вырӑнне ҫӗннине вӑхӑтлӑха ҫирӗплетнӗ.
Улатӑр хулинче ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗнче вырӑнти «халӑх тарҫисем» хулан сити-менеджерӗ Александр Герасимов хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Александр Герасимов хӑй ирӗкӗпе ыйтса ҫырнӑ пулать.
Паянтанпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Назарова пурнӑҫлать.
Ӗнерех хулари депутатсем ҫӗнӗ сити-менеджера суйламалли вырӑнти комисси пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Унсӑр пуҫне комиссие республика Элтеперӗ ҫирӗплетекен ҫынсем кӗреҫҫӗ. Кандидатурӑна Депутатсен пухӑвӗ ҫирӗплетет.
Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергей Мускаври хваттере выляса илнӗ. Вӑл 9 миллион тенкӗ тӑрать.
Сергей «Авторадио» ирттернӗ вылява хутшӑннӑ. Унта вун-вун пин ҫын хутшӑннӑ. Выляв 8,5 уйӑха тӑсӑлнӑ.
«Пӗрремӗш хутчен шӑнкӑравласан ӗненмерӗм. Халӗ чӗтретӗп, шока кӗрсе ӳкрӗм. Кунашкал туйӑм ман нихӑҫан та пулман. Телефон номерӗн юлашки тӑватӑ хисепне каласан хӑлха тӑратрӑм. Унтан шӑнкӑрав килчӗ», - тенӗ Сергей.
Мускаври хваттер 42,5 тӑваткал метрлӑ. Вӑл Кремльтен 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сергей радио ертӳҫисене акӑ мӗн пӗлтернӗ: ҫав хваттерте унӑн аслӑ хӗрӗ пурӑнӗ. Анчах малтан Сергейӑн хваттер хакӗн 36 процентне налук тӳлемелле.
Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ.
Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ.
«Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 3-7-мӗшӗсенче республикӑра «Чӑваш Енри Ҫӗнӗ ҫул ҫулҫӳревӗ» акци иртет. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет.
Кунашкал акци Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Кӑҫал ҫулҫӳреве Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр хулисенче, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче йӗркелӗҫ. Халӗ вӗсем хӑнасем валли уяв программине хатӗрлеҫҫӗ.
Ку акци – чӑн-чӑн квест. Унта хутшӑнакан кашни ҫын «Туристӑн Ҫӗнӗ ҫул карттине» тивӗҫӗ, района е хулана ҫитсен унта паллӑ тӑвӗҫ. Пилӗк хула-района тата Шупашкарти хӗл Мучин резиденцине ҫитнӗ ҫынна хаклӑ парнепе хавхалантарӗҫ.
Улатӑр хӑнасене кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче йышӑнӗ. Таврапӗлӳ музейӗнче тӗрлӗ мероприяти йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑнасем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирне ҫитсе курӗҫ. Кунсӑр пуҫне Улатӑрта хӑнасем конькипе, йӗлтӗрпе, «пӳремечпе» ярӑнӗҫ. Ку кӑна мар, туристсем валли ытти мероприяти те пулӗ.
Президент гранчӗн иккӗмӗш конкурсӗнче Чӑваш Енри 16 общество организацийӗ ҫӗнтернӗ. Вӗсене 21 миллион тенкӗ валеҫсе парӗҫ.
Вӗсен йышӗнче Улатӑрти православи прихучӗн храмӗ (469 пин), «Студентсен канашӗ» ҫамрӑксен общество организацийӗ (498 пин), Аня Чижова ячӗллӗ сипленмен чирпе нушаланакан ачасене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗ (931 пин), Чӑваш наци конгресӗ (3 миллион та 756 пин), Истори палӑкӗсемпе культурине упракан Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ (1 миллион та 449 пин), ЧР Стоматологӗсен ассоциацийӗ (1 миллион та 473 пин), Вӗренӳ информатизацийӗн академийӗ (1 миллион та 234 пин), Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗ (808 пин), Шупашкарти ӗҫ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен ветеранӗсен (пенсионерсен) общество организацийӗ, ЧР Ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ, ЧР Фитнес-аэробика федерацийӗ, Чӑваш Енри социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд тата ыттисем пур.
Палӑртмалла: Чӑваш наци конгресӗ гранта «Халӑхӑн наци пуянлӑхӗ – Раҫҫей пуянлӑхӗ» проект хатӗрлесе тивӗҫнӗ.
Иртнӗ эрнере иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче медицина учрежденийӗсене пӗрлештерес ыйтӑва та тишкернӗ.
Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивессине эпир иртнӗ уйӑхра систернӗччӗ-ха.
Чӑн та, ку сӑмах тӳрре килчӗ: сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, диспансерӑн Шупашкарти пушанакан ҫуртӗнче профиль ача сачӗ уҫма е ватӑсем валли хоспис йӗркелӗҫ.
Улатӑрти, Етӗрнери психиатри пульницисем республикӑн психиатри пульниципе пӗрлешӗҫ. Анчах районсенчи уйрӑмсем малтанхиллех ӗҫлессине шантараҫҫӗ. Улшӑнӑвӗ, тӗпрен ислен, пульницӑсене ертсе пыракансене ҫеҫ пырса тивмелле-мӗн.
Улатӑр хули ейӗвӗ халех хатӗрленме тытӑнасшӑн. Ҫак кунсенче унта ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пулса курнӑ.
Министр вырӑнти тӳре-шарапа тӗл пулса ейӳрен хӳтӗленмелли дамба тӑвасси пирки калаҫнӑ. Улатӑрта дамба хӑпартасси пирки хатӗрленӗ проекта Шыв ресурсӗсен федераци агентстви ырланӑ. Ӑна хӑш вырӑнсенче лартасси пирки юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче калаҫнӑ.
Дамбӑна хута ямашкӑн 450 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӑна Улатӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыран хӗррипе тӑвӗҫ. Вӑл 7,8 ҫухрӑм тӑршшӗ, 3,5 метр ҫуллӗш пулӗ. Дамба 765 ҫурта ейӳрен хӳтӗлӗ.
Аса илтерер: 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче ейӳ вӑйлӑ пулнӑ.
Чӑваш Енре укҫа-тенке перекетлес тесе Республикӑри психиатри пульницине реорганизацилесшӗн. Ку проекта ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче пичетленӗ.
Психиатри пульницине Улатӑрти психиатри пульниципе тата Етӗрнери районсен хушшинчи психиатри пульниципе пӗрлештерме палӑртнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илес тӗк, вӗсен кредитор умӗнче парӑмсем пур. Республикӑри психиатри пульницин – 15,2 миллион, Улатӑрти психиатри пульницин – 1,7 миллион, Етӗрнери районсен хушшинчи психиатри пульницин 1,5 миллион тенкӗ парӑм.
Администраципе хуҫалӑх персоналӗсен штачӗсене кӗскетсе ҫулсерен 3,4 миллион тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ.
уда звонить
Чӑваш Республикинче ӑшӑтмалли тапхӑрпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ телефон ӗҫлеттерсе янӑ. Ун пикри республикӑн Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ.
«Хӗрӳ лини» телефонӗпе ҫынсем хӑйсен хваттерне ӑшӑ парас ыйтусене хускатма пултарӗҫ. Телефон ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлӗ. Унӑн номерӗсем темиҫе те: (8-8352) 64-22-68, 64-22-66.
Шупашкарти ача пахчисенче, шкулсенче, пульницӑсенче ӑшша авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче панӑ. Ҫав Ҫӗнӗ Шупашкарта та социаллӑ учрежденисене ӑшӑ ҫитнӗ. Улатӑрта авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче панӑ.
Шупашкарти хӑш-пӗр нумай хваттерлӗ ҫуртсене те ӑшӑ ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӳречесем сивве пула тарлаҫҫӗ, хваттерте ҫӑм нускипе ҫӳретӗп тесе пӑшӑрханакансем те пур. Ӑшша ҫанталӑк пилӗк кун хушши +8 градусран сулхӑнрах тӑрса памалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.