Улатӑрта паян кинозал уҫӑлнӑ. Вӑл «Лабиринт» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ. «Космос» ят панӑ кинотеатра уҫма хулара ӗҫпе пулнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Улатӑрти кинозала уҫма Кино фондӗнчен 4,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Инвестор хӑй те укҫа хывнӑ. Вӑл хӑй кӗсйинчен 10 миллион тенкӗ ытларах янӑ. «Кӗмӗл» чаплӑ оборудовани туянма та, ҫемҫе пукан илме те, кондиционерсем вырнаҫтарма та тухса кайнӑ.
Кинозала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫичченех унта кино кӑтартма тытӑннӑ. Халиччен 3500 ҫын пырса та курнӑ. Нумай-и, сахал-и, анчах кинотеатр уҫӑлнине кура тӑхӑр ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер маларах кинозалсем Канашра тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлнине те палӑртса хӑварнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 10–13-мӗшӗнсенче Чӑваш Енре Мускаври спектакльсене кӑтартӗҫ. «Большие гастроли 2016» (чӑв. Пысӑк гастроль – 2016) федераци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӗршывӑн тӗп хулинчен А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗ килсе ҫитӗ.
Асӑннӑ программӑна ытти театр та хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫланса чӳк уйӑхӗ таран тӑсӑлаканскере Мускаври, Питӗрти, Ярославльти драма, музыка тата пукане театрӗсене явӑҫтарнӑ.
Шупашкарти куракансем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитсе «Тартюф» (авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра), «Семейка Краузе» (авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче 18 сехет те 30 минутра) спектакльсене курайӗҫ, Улатӑрти культура ҫуртӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче Пушкин ячӗллӗ театр артисчӗсемпе тӗлпулу йӗркелӗҫ.
Спорта юратакансем кӑна мар, унпа пачах туслӑ маррисем те ҫак кунсенче Рио-де-Жанейрори Олимпиадӑна май килнӗ таран сиктермесӗр пӑхаҫҫӗ.
Раҫҫей спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗшӗн пирӗнтен кашниех хӑпартланать пулӗ. Маттурсем хушшинче Чӑвашран тухнисем те пур. Ӗнер пирӗн ҫӗршыв гимнасчӗсенчен каччӑсем кӑна мар, хӗрсем те ушкӑнри нумай енлӗ тупӑшура кӗмӗл медале тивӗҫрӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗрсен хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ Дарья Спиридонова та пур. Хӑйӗн спортри пултарулӑхне пике Мускаври спорт шкулӗнче туптанӑ.
Кӗмӗл медальшӗн кӗрешнӗ йышра ҫавӑн пекех — Алия Мустафина, Ангелина Мельникова, Мария Пасека тата Седа Тутхалян.
Олимпиадӑна кайма тивӗҫнӗ Чӑвашри тепӗр хӗр, Улатӑрти ача-пӑча спорт шкулӗнчен тухнӑ Евгения Шелгунова, саппас ушкӑнра пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине Улатӑрти пӗр ҫурт картишӗнче арҫын хӑйӗн Борис ятлӑ ывӑлне персе вӗлернӗ.
Каччӑ 22-ре ҫеҫ пулнӑ. Ашшӗ ӳсӗр пулнӑ. Вӑл амӑшне ҫапма хӑтланнӑ, ывӑлӗ вара асламӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ. Урнӑ арҫын пӑшал тытнӑ та ывӑлне тӗллесе пенӗ. Каччӑ пульницӑра темиҫе кунран вилнӗ.
Арҫынна ҫав кунах тытса чарнӑ. Вӑл час-часах эрех ӗҫнӗ, харкашнӑ. Борис Хура тинӗс хӗрринчи пӗр уйлӑхра ӗҫленӗ. Унӑн авӑн уйӑхӗнче таврӑнмалла пулнӑ, анчах темшӗн иртерех ҫитнӗ.
Борисӑн юратнӑ хӗрӗ пур. Наталья каланӑ тӑрӑх, каччӑ пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Борисӑн ашшӗн килӗнче пӑшал пулнӑ. Вӑл унччен те тӗрмере ларнӑ. Каччӑна ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пытарнӑ.
Иртсе кайнӑ канмалли кун тӗлӗнче, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Улатӑр хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫав вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн вырӑнти пайташӗсем те ахаль ларман. Вӗсем митинга тухнӑ.
Коммунистсем тата вӗсем майлисем Улатӑрта ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройӗсене М.П. Боронинпа В.Ф. Ветвинские халалласа лартнӑ палӑк умне пуҫтарӑннӑ. Палӑксем Комсомола 30 ҫул ячӗллӗ скверта вырнаҫнӑ.
Митинга ертсе пынӑ Коммунистсен партийӗн хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан А.В. Киреев улатӑрсене уявпа саламланӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Патшалӑх канашӗнчи РФКП фракцийӗн ертӳҫи Т.А. Старева, РФКП Улатӑр райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ А.И. Душенков, А.А. Пшеничная, О.Е. Гринбладт коммунистсем, РФКП рескомӗн пайташӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн В.С. Шурчановӑн пулӑшуҫи С.В. Сапельников тухса калаҫнӑ. Ҫавсем ҫитес суйлавра влаҫа ылмаштарсан кӑна кӑна ырӑ пурнӑҫ пулать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 58 ҫулти арҫыннӑн чартакӗ ҫинче 115 грамм симӗс хутӑш тупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку мӑкӑнь улӑмӗ пулни палӑрнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Арҫын унччен те пуҫиле майпа явап тытни паллӑ. Ун чухне вӑл наркотик упранӑшӑн тата ӑша янӑшӑн ҫакланнӑ.
Наркотӗрӗслев службин ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗр лаптӑкӗсенче мӑкӑнӗ тата кантӑра вӑхӑтра тӗп тумалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑрӑн ҫӗрпе усӑ куракан ҫынна явап тыттарма пултараҫҫӗ. Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернӗшӗн 300 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернине асӑрхасан 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев пилӗк ҫынпа куҫа куҫӑн калаҫнӑ.
Михаил Васильевич патне пилӗк ачана воспитани парать. Вӗсен 2008 ҫулта ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫемьене вӑхӑтлӑх путвалта пурӑнма сӗннӗ. Унта — йӗкехӳресем. Юлашки пилӗк ҫулта Татьяна тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ, анчах ниепле те ҫурт илеймеҫҫӗ вӗсем. Вӑл республика Элтеперне шанса килнӗ. Ҫемье ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӗтес тивӗҫессине пӗлтернӗ Михаил Игнатьев. Анчах унӑн подрядчик патне ыйту пур: вӑл документаци тӗлӗшпе ыйтусене мӗнле татса парӗ? Унсӑрӑн хваттер уҫҫине памӗҫ.
Йышӑнура Михаил Игнатьев видео урлӑ та ыйтусене итленӗ. Малашне халӑх чиновниксемпе килтен тухмасӑр ҫыхӑнма пултарӗ.
Улатӑрта пурӑнакан Сергей Здюмаев Элтеперпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Сусӑрскер Шупашкара сипленме темиҫе ҫул ҫӳрет. Ҫул ҫине пӗр уйӑхра кӑна 13 пин тенкӗ тухса каять. Вӑл 11–12 пин тенкӗ пенси илет. Ҫав укҫа вара ҫул ҫине кӑна тӑкакланать. Ӑна никам та саплаштармасть. Михаил Игнатьев ӑна билетсене упрама ыйтнӑ. Малашне ку тӑкака саплаштарӗҫ.
Ҫынсем Михаил Игнатьевран ҫул, пульница пирки те ыйтнӑ.
«По следам Пушкина» (чӑв. Пушкин ҫулӗпе) блог-тур ирттерни пирки ҫырнӑ май Андрей Федоров блогер пӗр ӑнланманлӑхпа куҫа-куҫӑн тӑма тивнине пӗлтерет. Республикӑн тӗрлӗ районне ҫитсе ҫаврӑнма палӑртнӑ чух ҫула тухиччен вӑл вырӑнти кану базисемпе калаҫса татӑлма пӑхнӑ. Ҫӗр каҫма ӗнтӗ. Тав сӑмахӗлле те мар. Укҫаллах. Анчах Чӑваш Енри кану базисемпе пӗр чӗлхе тупма йывӑр-мӗн.
«Пӗринпе эрне ӗнтӗ калаҫатӑп. Электрон ҫыру та ҫыратӑп. Вӗсен «Контактра» страници урлӑ та ҫыхӑнса пӑхрӑм, анчах хуравне илеймерӗм», — тенӗ хайхи тӗлӗнсе.
Е тата вӑл Улатӑрти хӑна ҫуртне шӑнкӑравланине пӗлтерет. Банк картти урлӑ тӳлеме пулать-и тесе ыйтнӑ. Ҫук иккен. Wi-fi ҫыхӑнӑвӗ унта пуррипе ҫукки пирки каламасӑрах тавҫӑрма пулать-тӗр.
Блогер ӑнланнӑ тӑрӑх, туристсем никама та питех кирлӗ мар. Хӑна ҫурчӗсене тата кану базисене хайсем патне вӗҫӗм пырса ҫӳрекен клиентсем пурри те тивӗҫтерет.
Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнӑ.
«Тем тӑвакан та пур пуль. Рейдерсем-тӗр...» — тесе ассӑн сывласа кулянма тытӑнакансене лӑплантарар: пульница ҫуртне чиркӳ ҫыннисем сӗмсӗррӗн тапӑнса ярса илмен.
Патшалӑх пурлӑхӗ шутланнӑ ҫурта чиркӗве куҫарса парас тесе Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин йышӑннӑ. Ҫак тӳре-шара республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗнче ӗҫлет.
Патшалӑх пурлӑхӗнчи ҫурта чиркӗве куҫарасси пирки Владимир Аврелькин ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 508-р номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Эпир калакан пӗр хутлӑ кирпӗч ҫуртра малтан пульницӑн администрацийӗ вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енре тӳресен шучӗ ӳсӗ. Ҫапла тума йышӑнни тӳресене йывӑр килнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен тиевӗ пӗр пек маррипе. Ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленсех пыраҫҫӗ, вӗсенче халӑх йышӗ ӳснӗ май судра пӑхса тухакан ӗҫ шучӗ те нумайланать. Ҫавна кура Улатӑрта тата Канашра мировой судсен тата тепрер участокне уҫма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫав участоксем валли мировой тӳресене ҫирӗплетнӗ. Манти тӑхӑнмалли кандидатсемпе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев паллаштарнӑ.
Канашри 3-мӗш суд участокӗн судйи пулма Светлана Васильевна Софроновӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Улатӑрти 2-мӗш участокра мировой судья пулса Светлана Владимировна Опарышева тӑрӑшӗ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.