Ӗнер, чӳкӗн 20-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче «Шыв» тулли мар яваплӑ общество предприятийӗнче Сӑр юханшывӗнчи шыв шайӗ хӑвӑрт аннӑран станци ӗҫӗ-хӗлӗнче пӑтӑрмах чутах сиксе тухман.
Ку Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Шыв» тулли мар яваплӑ обществӑн авариллӗ икӗ бригади пӑра тата пылчӑка тасатнӑ. Ҫавсене пула станци ӗҫӗ-хӗлӗ йӗркерен тухма пуҫланӑ.
Лару-тӑру пирки Улатӑр район администрацийӗнче канашлура сӳтсе явнӑ. Ӑна ЧР строительство министрӗ Олег Марков ертсе пынӑ. Пухӑннисем хулана шывпа пӑтӑрмахсӑр тивӗҫтермелли плана шухӑшласа тупнӑ.
Халӗ «Шыв» тулли мар яваплӑ общество штатлӑ режимра ӗҫлет.
Ҫитес ҫул Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫӗршыв сумлӑ ҫак уява паллӑ тума хатӗрленет.
Улатӑр хулинче те тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Унта тыл ӗҫченӗсене тата вӑрҫӑ ачисене халалласа палӑк лартасшӑн. Улатӑр нимӗҫсене ҫӗнтерессишӗн нумай тӑрӑшнӑ. Унти госпитальте пин-пин салтак, офицер сипленсе каллех фашиста хирӗҫ тӑнӑ. Хулари предприятисем фронта ҫар хатӗрӗсемпе тивӗҫтернӗ. Улатӑрта эвакуациленӗ производствӑсем вырнаҫнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра палӑка ӑҫта лартасси пирки тата унӑн проекчӗ ҫинчен шухӑшлӗҫ. Тен, ӑна «ВЛКСМ: 30 ҫул» паркра Совет Союзӗн Паттӑрӗсен М.П.Боронинӑн е В.Ф.Ветвинскин скверӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Мэри халӑх сӗнӗвне те шута илӗ. Ҫак ыйтупа 8(83531) 2-03-39 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Палӑка халӑх укҫипе лартасшӑн. Ҫапла майпа Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисене сума сӑваҫҫӗ-мӗн.
Улатӑр тӑрӑхӗнче тӗрмерен тухакансем валли ӗҫ вырӑнӗ тупса парассипе ҫине тӑнине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ хулапа районта вырнаҫнӑ айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен организацисем тата вырӑнти ӗҫлӗх центрӗ пӗрле пулнипе малараха сене ӗҫе ятарлӑ палнпах пурнӑҫласа пырать-мӗн.
Сӑмах май, вӑл тӑрӑхра икӗ тӗрме, юсанмалли 2-мӗш номерлӗ колони тата 8-мӗш номерлӗ колони-поселени.
Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра 2-мӗш колонире «Шанчӑк» ятпа консультаципе информаци кунӗсем тӑватӑ хутчен ирттернӗ. Унта 187 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Колони-поселенире айӑплава ирттерекенсем валли ун йышшине виҫӗ хут йӗркеленӗ тата пӗр хут — ваканси ярмӑркки. Колони-поселенире ирттернӗ мероприятисене 155 ҫын хутшӑннӑ.
Кун пеккисем тӗрмерен тухакансене пурнӑҫри хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшас тӗллевли паллӑ ӗнтӗ. Ӗҫлӗх центрӗ урлӑ вӗренсе професси алла илме май пуррине те вӗсене ӑнлантарса параҫҫӗ.
Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.
Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ зонӑри конкурсра ҫӗнтернӗ. Конкурс нумаях пулмасть иртнӗ. Унта ҫӗмӗрлесемсӗр пуҫне Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗнсенчи, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенчи вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Ачасене пӗлӳ тӗнчине илсе кӗрессишӗн тар тӑкакансем конкурсра виҫӗ номинаципе тупӑшнӑ. Конкурс условине пӑхӑнса кашни хор коллективӗн чӑваш композиторӗсен е чӑваш халӑх юррине, вырӑс композиторӗсен е вырӑс халӑх юррине тата педагогика сӗмӗллӗ юрӑ шӑрантарма тивнӗ.
Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне интонаци тасалӑхӗ, юрлас пултарулӑх, художество сӑнарне уҫса парас тата ытти енпе хакланӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вӗрентекенсен хорӗ чӑваш юррипе зонӑра ҫӗнтерсе республикӑри конкурса хутшӑнма тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи вӗрентекенсем «Кӗрекере ларса савӑнар» юрӑпа хутшӑннӑ. Хора ертӳҫӗ тата концертмейстер пулса Тӑванкассинчи культура учрежденийӗн ертӳҫи М.Я. Тихонов ертсе пынӑ.
Зонӑри ӑмӑртура ҫӗнтернисем Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртекен финала кайӗҫ.
Мускавра Ольга Матвеева художникӑн пӗрремӗш куравӗ ӗҫленӗ. Вӑл ҫак эрнери юнкун хупӑннӑ. «Арт-наив» галерейӑра йӗркеленӗ курава уҫма Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ пайташӗ Леонид Волков хутшӑннӑ.
Ольга Матвеева Улатӑрта ҫуралнӑ. Унтах ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. Аслӑ пӗлӗве вӑл Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Анчах ӳнер енӗпе мар, филологи факультетӗнче. Чӑваш Енӗн вӗренӳ тытӑмӗнче, телевиденире журналистра тата радиостанцире ҫӗнӗ хыпарсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Шкул пӗтернӗренпе пачах та ӳкерменскер живопиҫпе аппаланма вӑл 2010 ҫулта пуҫланӑ. Ун чух вӑл художник пирки роман ҫырнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене хӑйӗн куҫ умне кӑларнӑ тата вӗсен ячӗсене шухӑшласа ларнӑ май хӑйӗн ӳкересси килсе кайнӑ.
Авӑнӑн 17–19-мӗшӗсенче Улатӑрта сусӑрсен «Пурӑнас тесе» регионсен хушшинчи ыркӑмӑллӑхпа культура фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн хулара куҫ курманнисем тата япӑх куракансем валли вулавӑш уҫнӑ. Кунашкалли республикӑра урӑх ҫук.
Фестивалӗн юлашки кунӗнче гала-концерт иртнӗ. Пантелеимон епископ каланӑ тӑрӑх, фестиваль сусӑрсене пултарулӑхне кӑтартма май парать.
Фестиваль хӑнисене Федор епископ саламланӑ. Вӑл сусӑрсемпе ӗҫлекен пайӑн ертӳҫи. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов каланӑ тӑрӑх, патшалӑх сусӑрсем валли чылай ӗҫ тӑвать. Анчах ку фестиваль вӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пултарулӑха атлантарма кӑна мар, пурӑнма та хистет.
5 ҫулта фестиваль Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи, Раҫҫейри 17 регионти ҫӗр-ҫӗр ҫынна пухнӑ.
Хуласенче кӗркунне «Кӗр парни» уйӑхлӑх йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Хальхи иртнӗ вырсарникун уҫӑлнӑ.
Кун пек уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче хуласенчи суту-илӳ вырӑнӗсене ял хуҫалӑх таварне туса илекенсене ирӗклӗн усӑ курма май параҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра вырӑн укҫа ыйтмаҫҫӗ.
Шупашкара илсен, тӗп суту-илӳ вырӑнӗсене Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра, «ДАР» тулли мар яваплӑ обществӑра тата «Николаевский» суту-илӳ комплексӗнче йӗркеленӗ. Тӗп хулара кӑна мар, республикӑри район центрӗсенче те «Кӗр парни» халӑха кӗтет. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче уйӑхлӑх ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫурлан 30-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӗҫ.
Чӑваш Енри пилӗк муниципалитет пӗрлешӗвӗ Раҫҫейӗн монохулисен йышне кӗнӗ. Сӑмах май каласан, вӗсене социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне кура виҫӗ ушкӑна пайланӑ. Хӑш хула хӑш ушкӑна кӗрессине ҫулталӑкра пӗрререн кая мар палӑртӗҫ.
Уйрӑмах кӑткӑс лару-тӑруллӑ хуласен шутне 75 монохулана кӗртнӗ. Ку йыша Канаш лекнӗ. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ япӑхланма пултараканнисен ушкӑнӗнчи 149 хулара йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри. Социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫҫисен шутӗнче — 89 хула. Кунта Ҫӗнӗ Шупашкар кӗнӗ.
Сӑмах май каласан, монохуласене палӑртассин йӗркине ҫӗршыв Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ылмаштарнӑ. Монохула текеннинче виҫӗ пин ҫын ытла пурӑнмалла. Хулан экономикинче тӗп вырӑн йышӑнакан предприятире хулари мӗнпур организацире ӗҫлекенсенчен сахалтан та 20 проценчӗ ӗҫлемелле. Монохулара ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласем кӑлармалла тата (е) промышленноҫ продукцине тирпейлемелле.
Ҫурлан 1-мӗшӗнче Улатӑрта автобус водителӗсен республика конкурсӗ пуҫланнӑ. Чӑваш Республикинчи «Чӑвашавтотранс» патшалӑх унитари предприятийӗн филиалӗсенчи автобус водителӗсен хушшинче суйлав иртнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 39 водитель хутшӑннӑ.
Улатӑрта тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫуртӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Хула тӳремӗнче вара руль умӗнчисем хӑвӑртлӑх маневрӗсем тӑвассинче тупӑшнӑ.
Пӗтӗмлетӳ ҫапларах: тӑватӑ номинацире те Ҫӗнӗ Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Анатолий Иванов ҫӗнтернӗ. Вӑл руль умӗнче 20 ҫул ытла ларать.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти автотранспорт предприятийӗнче ӗҫлекен Виталий Краснов тата Ҫӗмӗрлери автотранспорт предприятийӗнче вӑй хуракан Вячеслав Егоров тухнӑ.
Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Ирина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Анатолий Иванов — ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекенни.
Сӑнсем (36)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |