Улатӑр хулинчи Хурӑн (Березовая) урамри пиллӗкӗмӗш ҫуртра «пурӑнакансен канашлӑвӗ» йӗркеленнӗ теҫҫӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ку пуҫару Чӑваш Енре хальлӗхе аталанать кӑна-ха, ҫавӑнпа та ыйтусемпе тавлашмаллисем пайтах тупӑнса тараҫҫӗ. Нумай хватерлӗ ҫуртра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене (шывпа тивӗҫтересси, юсав ӗҫӗсене тӑвасси, тата ыт. те) хӑйсемех татса панӑран ӗлӗкхипе танлаштарсан йӳнӗрех те хӑвӑртрах пулать пулас.
Мӗнре ҫирӗпленет ӗнтӗ ку сӑмах? Хӑҫан тата мӗн чухле ӑшӑ е сивӗ шыв килни, ҫуртра сивӗ е ӑшӑ пулни, ҫуртра тата таврари ҫуп-ҫапа кам тасатасси т. ыт те ҫурт хуҫисем хӑйсем палӑртаҫҫӗ. Ҫурт тӑррине юсама, юрӑхсӑр шыв пӑрӑхӗсене улӑштарма пултаракан хуҫалӑхсене тара тытаҫҫӗ, вӗсен ӗҫне тӗрӗслесе йышӑнаҫҫӗ, хак параҫҫӗ те тӳлеҫҫӗ. Ҫурт тӗпелӗсенче халӗ ахаль ҫунакан хунарсем ҫук теме те юрать, кунта таса та тирпейлӗ пулнипе те пурте килӗшеҫҫӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, укҫи-тенки те хваттершӗн ӗлӗкхипе танлаштарсан сахалрах каять — ытлашши пуҫлӑх ҫук, кирлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне те хушша-хуппа кӗрекен сахаланнӑ.
Улатӑр хули кӑҫал 460 ҫул тултарать. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑма палӑртса «Почта России» (чӑв. «Раҫҫей почти») ФПУП хула ҫинчен ятарласа ҫыру конверчӗсемпе ӳкерчӗксем кӑларасшӑн тет.
Ӳкерчӗксем ҫинче Улатӑр хулин 90 паллӑ вырӑнӗсене кӑтартма палӑртнӑ. Шучӗ алӑ пине яхӑн пулмалла теҫҫӗ. Халӗ хулара ҫак ӗҫсене ятарласа хатӗрлекен ушкӑн ӗҫлет. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ ӑнасса, Чӑваш Енре ҫакӑн пек паллӑ хула пурри ҫинчен мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ пӗлессе шанаҫҫӗ.
Улатӑрти ял-колонири ирӗкрен хӑтарнӑскер хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Нумаях пулмасть вӑл ирӗке тарма тӑнӑ.
30 ҫулхи Обогрелов Андрея наркӑмӑшпа айкашнӑшӑн услӑвлӑ айӑплавпа 1 ҫул та 8 уйӑх панӑччӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӑна ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Юпан 21-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн юлташӗпе карта урлӑ сиксе каҫнӑ, тарӑва пикеннӗ. Йӗрке сыхлавҫисем вӗсене ҫав куннех Улатӑрта тытса чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн Обогрелова колонири штрафниксен изоляторне лартнӑ. Ушкӑнпа тарнӑшӑн ӑна тепӗр 5 ҫул хушса пама пултарнӑ. Явапран хӑтӑлас тесе вӑл ҫакӑнма шут тытнӑ. Йӗрке сыхлавҫисем ун пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма ӗлкереймен. Хальлӗхе Республикӑри следстви комитечӗ экспертизӑсем тума йышӑннӑ, тӗрӗслевсем ирттеҫҫӗ.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче Виктор Басаргин Раҫҫей Федерацийӗн регионсен аталанӑвӗн министрӗпе иртнӗ тӗлпулӑва пӗтӗмлетсе пухӑннӑ ӗҫлӗ канашлура Николай Фёдоров монохуласен списокне ҫирӗплетни ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта Чӑваш Енри 6 хулана кӗртнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне. РФ регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫак хуласене федераллӑ бюджетран укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшма шантарать.
Н.В. Фёдоров ҫак хуласем валли вӗсен экономикине аталантарма пулӑшакан пӗтӗмӗшле инноваци планӗсем хатерлеме хушрӗ. Плансене тума ӗҫ ушкӑнӗсем пуҫтарма уйӑх панӑ, явапли — Министрасен Кабинечӗн председателӗ Сергей Гапликов.
Сӑнӳкерчӗкре: Канаш хули, Чӑваш Енри монохуласенчен пӗри.
Утӑн 21-мӗшӗнче Роза Лизакова «Чӑваш Ен» наци радиовӗн ӗҫченӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. Чи малтан Роза Михайловна радио ертӳҫине, Татьяна Евдокимовӑна, юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ҫак радиона йӗркелекенсен хушшинче унӑн тӳпи пысӑк тесе пӗлтерчӗ.
Калаҫӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ радио ӗҫлеме пуҫланӑранпа иртнӗ виҫӗ уйӑхри ӗҫе сӳтсе явасси, тишкересси пулчӗ. Культура министрӗ радио палӑртнӑ ҫулпа аталанни пирки пӗлтерчӗ — халӑх итлет, ун урлӑ хыпарсем пӗлет. Кӑларӑмсенче ахаль ҫынсем хутшӑнни те радиова халӑха ҫывӑхлатать. Паянхи кун тӗлне ӗҫтешсен ушкӑнӗ йӗркеленнӗ, радиовӑн тӗп ярӑмӗсем палӑрнӑ та ӗнтӗ. Радио ӗҫченӗсем виҫӗ уйӑх хушшинче палӑрнӑ йывӑрлӑхсене пӗлтерчӗ — министр вӗсене пӗрле татса пама сӗнчӗ.
Хальлӗхе «Чӑваш Ен» наци радиовӗ тӗрӗслев мелӗпе ӗҫлет. Эсир ӑна 72,14 тата 105,0 хумсем ҫинче итлеме пултаратӑр. Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулинсенче пралуклӑ радиовӗн виҫҫӗмӗш пускӑчӗ урлӑ итлеме май пур.
Улатӑрта 2013 ҫул тӗлне Сӑр хӗрринче хула валли нумай функциллӗ ҫӗнӗ кану вырӑнне туса лартӗҫ. Унта спорт площадкисем, пляж, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма май паракан база пулӗ. Кӑҫал ҫак кану вырӑнне кӗрекен пляжа тума пултаракансене шыраса тупма конкурс пуҫарса янӑ. Пляжа тума 400 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Кану вырӑнӗн проектне Шупашкарти «Проект – мастер» ТМЯО хатӗрленӗ. Проекта хальхи вӑхӑтра Сӑр урлӑ хывакан кӗперӗн сылтӑм енче тума палӑртнӑ. Ун пӗтӗмӗшле хакӗ 41 млн. тенкӗпе танлашать.
Мӑкшӑ Республикинчи Ардатов районне кӗрекен Баево ялӗнче нумай пулмасть Степан Эрьзя скульптора асӑнса чупу иртрӗ. Ӑмӑртура Мӑкшӑ, Тутар тата Чӑваш Республкинчи спортсменсем тупӑшрӗҫ.
Степан Эрьзя Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫитӗнче ӳснӗ, ҫавна май улатӑрсем ку чупӑва яланах хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче Игорь Куделькинпа (чукун ҫул транспорт техникумӗнче вӗренет) Анастасия Блохинцева (вырӑнти ЧПУ филиалӗнче ӑс пухать) тата Константин Блохинцев («Атӑлинҫеҫыхӑну» уйрӑмӗнче тӑрӑшать) кайрӗҫ. Ку ӑмӑртурӑва вӗсем малтан та хутшӑннӑ, пӗрремеш вырӑнсем йышӑннӑ. Шел, хыпар ҫӑлкуҫӗ кӑҫалхи пӗтӗмлетӳсене пӗлтермест.
Аслисен 10 ҫухрӑм, ҫамрӑксен вара виҫҫӗ ҫурӑ чупмалла пулнӑ.
Ыран, юпан 14-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш художникӗ Николай Овчинников ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.
Николай Овчинников Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Мӗшӗлте ҫуралнӑ. Ялти шкул сукмакне ҫичӗ ҫул таптанӑ хыҫҫӑн вӑл пӗлӗвне ӳстерес тесе Улатӑрти ӳнерпе гравюра училищине вӗренме кайнӑ. Кайран ун валли хӑй алӑкне Ленинградри ӳнер академийӗ уҫнӑ. Пӗр курс вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑрҫӑ пуҫланнӑ пирки унӑн академине пӑрахса кайма тивнӗ. 1939-1945 ҫул хушшинче Николай Васильевичӑн салтак пурнӑҫӗпе пурӑнма тивнӗ. Ҫапах та вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй ӗмӗтне пӑрахман, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ. Каярах вӑл аспирантурӑра пӗлӳ пухнӑ, А.М. Герасимов пултарулӑх мастерскойӗнче вӗреннӗ.
Николай Ваисльевич — СССР художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, профессор, К.В. Иванов ячӗллӗ ЧАССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ.
Николай Овчинников ҫут тӗнчерен 2004 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ҫапах та ун пултарулӑхӗ пурӑнать — вӑл ӳкернӗ ӳкерчӗксем яланах пирӗн куҫ умӗнче.
Нумай пулмасть республикӑра чи ешӗл те чи хӑтлӑ ял-хуласене суйласа илнӗ. 2-мӗш категоринче Муркаш сали пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку категоринчи иккӗмӗш вырӑна Елчӗк, виҫҫӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Малти Чиперуй йышӑннӑ.
Паллах, Муркаш ахальтен мар ку ята илнӗ — ялти ҫуртсем кӑна мар, предприятисемпе организаци ҫурчӗсем те ҫулран ҫул илемленсех пыраҫҫӗ. Муркаш варринче вырнаҫнӑ физкультурӑпа сывлӑха упракан центр та ӑна самай илем кӳрет!
Ытти категорисенче ҫак ял-хулапа вырӑнсем мала тухрӗҫ:
1 категори:
I. Улатӑр хули.
II. Ҫӗмӗрле хули.
III. Канаш хули.
3 категори:
I. Шупашкарти «Эверест» компани ушкӑнӗ.
II. Ҫӗнӗ Шупашкарти ГУП ЧР БОС.
III. Шӑмӑршӑ районӗн федераллӑ казначействӑн управленийӗ.
4 категори:
I. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкул.
II. Куславкка районӗнчи Елчӗк шкулӗ.
III. Етӗрне районӗнчи Кӑташ шкулӗ.
Ку ҫул Улатӑрта ҫӗнӗ лутра кӗпер хывма пуҫлӗҫ. Ӑна малтан сӗтел-пукан фабрики ларнӑ вырӑнта тума пуҫлӗҫ. Кӗпере хатӗрлеме 77 млн тенкӗ кирлӗ.
Хальхи вӑхӑтра проектпа смета хучӗсене хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗпере тендерпа хываканне шырама пуҫлӗҫ.
«Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри. Вӗсем унччен те хулара кӗперсем хывнӑ. Сӑмахран, нумай пулмасть «Улатӑр» станци патӗнчи чукун ҫулсем ҫийӗн питӗ чаплӑ кӗпер ӗҫе кӗртрӗҫ.
Ӗнер ХАО ертӳҫисем Уларӑра ҫитсе пуҫлӑхсемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Енчер те тендерта ҫӗнтес пулсан кӗпере 8 уйӑх хушшинче туса лартма шантарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |