Ҫуркунне ҫитнӗренпе Чӑваш Енри хӑш-пӗр ял-хула яланхи пекех шар курма тытӑнать. Ейӳ вӑхӑтӗнче шыв хӑпарса кайни уйрӑмах Улатӑра, Пӑрачкава, Ҫӗрпӗве пырса тивет.
Паянхи кун тӗлне Улатӑрти лару-тӑру япахрах — кунта 46 кил карти шыв айне пулнӑ. Пӑшӑрханмалли ытлашши ҫук — ҫуртсене шыв илмен-ха. Паянхи шыв ҫӳллӗшӗ 710 см танлашать, тепӗр майлӑ каласан, яланхи 330 сантиметртан 4 метр патнелле шыв хӑпарнӑ. Инкек-синкек кӑларма пултаракан виҫеччен 20 сантиметр ҫеҫ юлнӑ.
ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ейӳ ыйтӑвӗпе 62 ҫын ӗҫлет, техника шучӗ — 25. Халӑха апат-ҫимӗҫпе тата яланах кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерсех тӑраҫҫӗ. Шыв шайӗ юнкун тӗлне анма пуҫламалла теҫҫӗ.
Сӑмах май, Ҫӗрпӳ патӗнчи лару-тӑру ҫӑмӑлрах — Ҫавал хӑйӗн шыв ҫулне таврӑннӑ та теҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ — фашистсен пусмӑрӗнчен хӑталнӑ ҫынсен кунӗ. Ҫак кун Бухенвальд ятлӑ нимӗҫсен вилӗм лагерӗнчи ҫынсем пӑлхав пуҫланӑ, пусмӑрҫӑсене ҫапса аркатнӑ, ҫӑлӑнса ирӗке тухма пултарнӑ.
Фашистсен тыткӑнне лексе лагерьсенче муритленнисем Чӑваш Енре те пур. Улатӑрта вӗсем пиллӗкӗн пурӑнаҫҫӗ. Ганна Павловна Иржевская Украинӑра ҫуралнӑ, ӑна, 13 ҫулхискерне, нимӗҫ фашисчӗсем Германие хӑй ирӗксӗр тарҫа илсе кайнӑ. Тӗрлӗ вилӗм лагӗрӗсенче Ганна икӗ ҫул та тӑхӑр уйӑх нуша курнӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫех совет салтакӗсем хӗрачана ирӗке кӑларнӑ.
Каччӑсенчен пӗрне Украина хӗрӗ юратса качча тухнӑ, пӗрле Чӑваш Ене килме килӗшнӗ. Упӑшкипе юнашар Улатӑр хулинче пурӑнма пуҫланӑ, ҫакӑнтах ӗнтӗ ӗмӗрне ирттернӗ те. Вӑрҫӑра нуша курни ахаль иртмест ӗнтӗ — упӑшки нумай ҫул хушши чирлесе ҫӗре кӗнӗ. Халӗ Ганна Павловна ачисемпе тата мӑнукӗсемпе пӗр йыш пулса йӑпанать, вӗсене хӑйӗнчен пӗр самантлӑх та уйӑрасшӑн мар. Ӑна час-часах хула шкулӗсенче курма пулать: вӑрҫӑ ветеранӗ ҫитӗнекен ӑрӑва хӑй пурнӑҫӗ пирки каласа парать, тискерлӗхпе нихӑҫан та килешмелли марри ҫинчен асӑрхаттарать.
Вӑрӑ-хурахсем хула урамӗсенче сахалрах алхасчӗр тесе Раҫҫей хулисенче полицайсене хӑвӑртрах йыхӑрмалли мелсен йышӗ ӳссех пырать иккен.
Ак Ҫӗмӗрле хулинче ҫакӑн евӗр темиҫе вырӑн туса лартнӑ теҫҫӗ. Ку вырӑнсене «Кӑвак ҫутӑ» тесе ят панӑ. Вырӑсла «Маячок безопасности» ятлӑ вӗсем. Ытти хуласене илсен, полицайсене хӑвӑрт чӗнсе илмелли вырӑнсене ҫырса ҫеҫ палӑртнӑ пулсан ҫӗмӗрлесем кашни вырӑна кӑвак ҫутӑпа капӑрлатнӑ.
Хӑрушлӑхсӑр ҫуттисене вӑрӑ-хурах аллине лекнӗ ҫынна хӑвӑртрах пулӑшма йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑрӑ-хурахӗ те хайӗн киревсӗр ӗҫне хӑрамасӑрах тума ан пултартӑр, хӑратӑр, пытантӑр.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 2600 «хӑрушлӑхсӑр ҫутӑ» лартма палартнӑ тет: Шупашкарта — 90, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 43, Канашра — 58, Улатӑрта — 13, Ҫӗрпӳре — 5, Ҫӗмӗрлере — 10. Кӑвак тӗспе ҫутатса тӑраканнисем вара паянхи куна 216 кӑна-ха. Ҫак ӗҫе уйрӑм усламҫӑсем те йышлӑн хутшанаҫҫӗ имӗш, хӑйӗн пурлӑхне кашнин упраса хӑварас килет-ҫке.
Кӑҫал, пуш уйӑх пуҫламӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта гитара калас енӗпе Тӗнче шайӗнчи фестиваль-ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл «Кӗмӗл обертон—2012» ятлӑ пулнӑ. Ӑмӑрту хаклавҫисем хушинче Челепи хулинчи паллӑ ӑстахҫӑ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Козлов, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Харисов, Мускаври тӗнчипе паллӑ культура ӗҫченӗ Е. Пушкаренко, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В. Михайлов пулнӑ. Ӑмӑртӑва ҫамрӑксем Мускавран, Чархулинчен (Йошкар-Оларан), Хусантан, Пензӑран, Ивановӑран, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлӗрен тата Шупашкартан хутшӑннӑ. Гитарӑна алла тытса ӑста выляма пултаракан аллӑ ытла ҫамрӑк.
Ҫӗмӗрлӗ хулишӗн кунта Бунова Анастасия 10-12 ҫулхи ачасен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ. Настя вӗрентекенӗ Валентина Муляева каланӑ тарӑх виҫӗ кун виҫӗ сехет евӗр вӗҫсе иртнӗн туйӑннӑ. Ӑмӑртусем вӗҫленсен В. Козлов ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Ҫӗмӗрлӗ хӗрне уйрӑммӑн палӑртса саламланӑ иккен. Эпир те ӗнтӗ Анстасия Бунована чун-чӗререн иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлатпӑр.
Улатӑр хулинчи Хурӑн (Березовая) урамри пиллӗкӗмӗш ҫуртра «пурӑнакансен канашлӑвӗ» йӗркеленнӗ теҫҫӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ку пуҫару Чӑваш Енре хальлӗхе аталанать кӑна-ха, ҫавӑнпа та ыйтусемпе тавлашмаллисем пайтах тупӑнса тараҫҫӗ. Нумай хватерлӗ ҫуртра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене (шывпа тивӗҫтересси, юсав ӗҫӗсене тӑвасси, тата ыт. те) хӑйсемех татса панӑран ӗлӗкхипе танлаштарсан йӳнӗрех те хӑвӑртрах пулать пулас.
Мӗнре ҫирӗпленет ӗнтӗ ку сӑмах? Хӑҫан тата мӗн чухле ӑшӑ е сивӗ шыв килни, ҫуртра сивӗ е ӑшӑ пулни, ҫуртра тата таврари ҫуп-ҫапа кам тасатасси т. ыт те ҫурт хуҫисем хӑйсем палӑртаҫҫӗ. Ҫурт тӑррине юсама, юрӑхсӑр шыв пӑрӑхӗсене улӑштарма пултаракан хуҫалӑхсене тара тытаҫҫӗ, вӗсен ӗҫне тӗрӗслесе йышӑнаҫҫӗ, хак параҫҫӗ те тӳлеҫҫӗ. Ҫурт тӗпелӗсенче халӗ ахаль ҫунакан хунарсем ҫук теме те юрать, кунта таса та тирпейлӗ пулнипе те пурте килӗшеҫҫӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, укҫи-тенки те хваттершӗн ӗлӗкхипе танлаштарсан сахалрах каять — ытлашши пуҫлӑх ҫук, кирлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне те хушша-хуппа кӗрекен сахаланнӑ.
Улатӑр хули кӑҫал 460 ҫул тултарать. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑма палӑртса «Почта России» (чӑв. «Раҫҫей почти») ФПУП хула ҫинчен ятарласа ҫыру конверчӗсемпе ӳкерчӗксем кӑларасшӑн тет.
Ӳкерчӗксем ҫинче Улатӑр хулин 90 паллӑ вырӑнӗсене кӑтартма палӑртнӑ. Шучӗ алӑ пине яхӑн пулмалла теҫҫӗ. Халӗ хулара ҫак ӗҫсене ятарласа хатӗрлекен ушкӑн ӗҫлет. Вӗсем хӑйсен ӗҫӗ ӑнасса, Чӑваш Енре ҫакӑн пек паллӑ хула пурри ҫинчен мӗнпур Раҫҫей халӑхӗ пӗлессе шанаҫҫӗ.
Улатӑрти ял-колонири ирӗкрен хӑтарнӑскер хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Нумаях пулмасть вӑл ирӗке тарма тӑнӑ.
30 ҫулхи Обогрелов Андрея наркӑмӑшпа айкашнӑшӑн услӑвлӑ айӑплавпа 1 ҫул та 8 уйӑх панӑччӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӑна ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Юпан 21-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн юлташӗпе карта урлӑ сиксе каҫнӑ, тарӑва пикеннӗ. Йӗрке сыхлавҫисем вӗсене ҫав куннех Улатӑрта тытса чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн Обогрелова колонири штрафниксен изоляторне лартнӑ. Ушкӑнпа тарнӑшӑн ӑна тепӗр 5 ҫул хушса пама пултарнӑ. Явапран хӑтӑлас тесе вӑл ҫакӑнма шут тытнӑ. Йӗрке сыхлавҫисем ун пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма ӗлкереймен. Хальлӗхе Республикӑри следстви комитечӗ экспертизӑсем тума йышӑннӑ, тӗрӗслевсем ирттеҫҫӗ.
Раштавӑн 15-мӗшӗнче Виктор Басаргин Раҫҫей Федерацийӗн регионсен аталанӑвӗн министрӗпе иртнӗ тӗлпулӑва пӗтӗмлетсе пухӑннӑ ӗҫлӗ канашлура Николай Фёдоров монохуласен списокне ҫирӗплетни ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта Чӑваш Енри 6 хулана кӗртнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне. РФ регионсен аталанӑвӗн министерстви ҫак хуласене федераллӑ бюджетран укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшма шантарать.
Н.В. Фёдоров ҫак хуласем валли вӗсен экономикине аталантарма пулӑшакан пӗтӗмӗшле инноваци планӗсем хатерлеме хушрӗ. Плансене тума ӗҫ ушкӑнӗсем пуҫтарма уйӑх панӑ, явапли — Министрасен Кабинечӗн председателӗ Сергей Гапликов.
Сӑнӳкерчӗкре: Канаш хули, Чӑваш Енри монохуласенчен пӗри.
Утӑн 21-мӗшӗнче Роза Лизакова «Чӑваш Ен» наци радиовӗн ӗҫченӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттерчӗ. Чи малтан Роза Михайловна радио ертӳҫине, Татьяна Евдокимовӑна, юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ҫак радиона йӗркелекенсен хушшинче унӑн тӳпи пысӑк тесе пӗлтерчӗ.
Калаҫӑвӑн тӗп ыйтӑвӗ радио ӗҫлеме пуҫланӑранпа иртнӗ виҫӗ уйӑхри ӗҫе сӳтсе явасси, тишкересси пулчӗ. Культура министрӗ радио палӑртнӑ ҫулпа аталанни пирки пӗлтерчӗ — халӑх итлет, ун урлӑ хыпарсем пӗлет. Кӑларӑмсенче ахаль ҫынсем хутшӑнни те радиова халӑха ҫывӑхлатать. Паянхи кун тӗлне ӗҫтешсен ушкӑнӗ йӗркеленнӗ, радиовӑн тӗп ярӑмӗсем палӑрнӑ та ӗнтӗ. Радио ӗҫченӗсем виҫӗ уйӑх хушшинче палӑрнӑ йывӑрлӑхсене пӗлтерчӗ — министр вӗсене пӗрле татса пама сӗнчӗ.
Хальлӗхе «Чӑваш Ен» наци радиовӗ тӗрӗслев мелӗпе ӗҫлет. Эсир ӑна 72,14 тата 105,0 хумсем ҫинче итлеме пултаратӑр. Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулинсенче пралуклӑ радиовӗн виҫҫӗмӗш пускӑчӗ урлӑ итлеме май пур.
Улатӑрта 2013 ҫул тӗлне Сӑр хӗрринче хула валли нумай функциллӗ ҫӗнӗ кану вырӑнне туса лартӗҫ. Унта спорт площадкисем, пляж, хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнма май паракан база пулӗ. Кӑҫал ҫак кану вырӑнне кӗрекен пляжа тума пултаракансене шыраса тупма конкурс пуҫарса янӑ. Пляжа тума 400 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Кану вырӑнӗн проектне Шупашкарти «Проект – мастер» ТМЯО хатӗрленӗ. Проекта хальхи вӑхӑтра Сӑр урлӑ хывакан кӗперӗн сылтӑм енче тума палӑртнӑ. Ун пӗтӗмӗшле хакӗ 41 млн. тенкӗпе танлашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |