Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -15.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: Улатӑр

Ыран, юпан 14-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш художникӗ Николай Овчинников ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ.

 

Николай Овчинников Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Мӗшӗлте ҫуралнӑ. Ялти шкул сукмакне ҫичӗ ҫул таптанӑ хыҫҫӑн вӑл пӗлӗвне ӳстерес тесе Улатӑрти ӳнерпе гравюра училищине вӗренме кайнӑ. Кайран ун валли хӑй алӑкне Ленинградри ӳнер академийӗ уҫнӑ. Пӗр курс вӗреннӗ хыҫҫӑн вӑрҫӑ пуҫланнӑ пирки унӑн академине пӑрахса кайма тивнӗ. 1939-1945 ҫул хушшинче Николай Васильевичӑн салтак пурнӑҫӗпе пурӑнма тивнӗ. Ҫапах та вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй ӗмӗтне пӑрахман, Ленинградри И.Е. Репин ячӗллӗ ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ. Каярах вӑл аспирантурӑра пӗлӳ пухнӑ, А.М. Герасимов пултарулӑх мастерскойӗнче вӗреннӗ.

Николай Ваисльевич — СССР художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, профессор, К.В. Иванов ячӗллӗ ЧАССР Патшалӑх премийӗн лауриачӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ.

Николай Овчинников ҫут тӗнчерен 2004 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ҫапах та ун пултарулӑхӗ пурӑнать — вӑл ӳкернӗ ӳкерчӗксем яланах пирӗн куҫ умӗнче.

Малалла...

 

Нумай пулмасть республикӑра чи ешӗл те чи хӑтлӑ ял-хуласене суйласа илнӗ. 2-мӗш категоринче Муркаш сали пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку категоринчи иккӗмӗш вырӑна Елчӗк, виҫҫӗмӗш вырӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Малти Чиперуй йышӑннӑ.

Паллах, Муркаш ахальтен мар ку ята илнӗ — ялти ҫуртсем кӑна мар, предприятисемпе организаци ҫурчӗсем те ҫулран ҫул илемленсех пыраҫҫӗ. Муркаш варринче вырнаҫнӑ физкультурӑпа сывлӑха упракан центр та ӑна самай илем кӳрет!

 

Ытти категорисенче ҫак ял-хулапа вырӑнсем мала тухрӗҫ:

1 категори:

I. Улатӑр хули.

II. Ҫӗмӗрле хули.

III. Канаш хули.

 

3 категори:

I. Шупашкарти «Эверест» компани ушкӑнӗ.

II. Ҫӗнӗ Шупашкарти ГУП ЧР БОС.

III. Шӑмӑршӑ районӗн федераллӑ казначействӑн управленийӗ.

 

4 категори:

I. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкул.

II. Куславкка районӗнчи Елчӗк шкулӗ.

III. Етӗрне районӗнчи Кӑташ шкулӗ.

Малалла...

 

Ку ҫул Улатӑрта ҫӗнӗ лутра кӗпер хывма пуҫлӗҫ. Ӑна малтан сӗтел-пукан фабрики ларнӑ вырӑнта тума пуҫлӗҫ. Кӗпере хатӗрлеме 77 млн тенкӗ кирлӗ.

 

Хальхи вӑхӑтра проектпа смета хучӗсене хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗпере тендерпа хываканне шырама пуҫлӗҫ.

«Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри. Вӗсем унччен те хулара кӗперсем хывнӑ. Сӑмахран, нумай пулмасть «Улатӑр» станци патӗнчи чукун ҫулсем ҫийӗн питӗ чаплӑ кӗпер ӗҫе кӗртрӗҫ.

Ӗнер ХАО ертӳҫисем Уларӑра ҫитсе пуҫлӑхсемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Енчер те тендерта ҫӗнтес пулсан кӗпере 8 уйӑх хушшинче туса лартма шантарчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

2006 ҫулта Чӑваш Енре 854,5 тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр, 2005 ҫулхинчен 16,6% ытларах хута кӗртнӗ. Вӗсенчен 63,7% хӑпартма халӑх хӑйӗн укҫипе, е банк кредичӗпе усӑ курнӑ. Федераллӑ бюджетран уйӑрнӑ укҫапа пӗтӗм калӑпӑшӗнчен 0,3%, республикӑн тата вырӑнти бюджетпа — 0,8%, ипотека урлӑ — 1,9% хута кӗртнӗ.

Ялсенче пурӗ 426,7 пин тӑваткал метр /50% патнелле/ лаптӑк ҫурт хӑпартнӑ.

 

Ҫавӑн пекех ҫакна палартмалла: 2006 ҫулта 165,59 ҫухрӑм (вӗсенчен 145,98 ҫухрӑм ялсенче) газ пӑрӑхӗсене хута кӗртнӗ. Куславккара 366 вырӑнлӑ шкул, Улатӑрпа Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ишмелли байсейнлӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне, Муркаш районӗнчи Вомпӑкасси ялӗнче 50 вырӑнлӑ клуб хута янӑ. Шупашкарта 8,4 ҫухрӑмлӑ ҫӗнӗ троллейбус линине тунӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Иртнӗ ҫулӑн чӳкпе раштав уйӑхӗсенче РПППУ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан центр» РПППУн ҫумӗнчи «ЮНИТЭКС» наркотиксене хирӗҫ конкурс иртернӗ. Конкурса пурӗ Чӑваш Енӗн 20 хулапа районсенчен 172 ӗҫ ярса панӑ.

Конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене палартнӑ. Вӗсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна Н.А. Каменщиков ячӗллӗ Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче 1 класра вӗренекен Анна Агеева палӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вӑл «Скажи нет наркотикам!» (Наркотисене ҫук тесе кала) илемлӗ плакатшӑн тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑшӑн Анӑна, ыттисене пекех, Хисеп Хутне тата Парнене тивӗҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, [71]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 772 - 774 мм, -17 - -19 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 17

1902
124
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1967
59
Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2016
10
Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть