Хыпарсемпе тӗнче тетелӗнче паллашакансен хушшинче Pussy Riot ушкӑна кӗрекен Надежда Толоконникова пирки пӗлмен ҫынсем ҫукрах пулӗ. Ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пуҫтахла ӗҫсемшӗн тытса чарнӑ, айӑплӑ тесе ҫурлан 17-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса лартнӑ.
Уйӑх каялла Лента.ру сайтра Надеждӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ — унта вӑл хӑйӗн прависене сӗмсӗррӗн пӑсни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫирӗп йӗрке тытнӑран вӑл хӑйне тепӗр тӗрмене куҫарма ыйтнӑ — Саранскри 14-мӗш колони ертӳҫисем ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ имӗш. Хӑйӗн шухӑшне пурнӑҫлас тесе вӑл пӗр вӑхӑт выҫӑ та тытнӑ.
Ӗнер, иккен, Надежда Толоконниковӑна тепӗр тӗрмене куҫарма йышӑннӑ — Мускавра вырнаҫнӑ Христос Ҫӑлавҫӑн храмӗнче «Богородица, Путина прогони» юрра шӑрантарнӑшӑн айӑпланакана Чӑваш Республикинчи 2-мӗш колонине вырнаҫтарасшӑн. Надеждӑна малтанхи тӗрмерен ӗнер илсе тухнӑ имӗш, анчах Улатӑра — 2-мӗш колони унта вырнаҫнӑ — ӑна хальлӗхе илсе ҫитереймен-ха иккен.