Чӑваш Патшалӑх Канашӗнче тӗрлӗ курав уҫасси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. «Эпир хамӑр ӑсталама пӗлместпӗр, анчах илемпе киленме пӗлетпӗр», — ҫак шухӑша палӑртрӗ паянхи курава уҫма хутшӑннӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Анатолий Князев.
Саккун кӑларакан республикӑн ҫак органӗн стенисене хальхинче Юрий Андреев скульптор ӗҫӗсем илемлетрӗҫ. Сӑмах май, коридора Улатӑр художникӗн Сергей Разуткинӑн ӗҫӗсем те капӑрлатаҫҫӗ. Вӑл курава та ытла нумаях мар уҫнӑччӗ. Тӗрӗссипе, маларах сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ пулсан халӗ йӑларан пӑрӑнас тенӗ — ӳнерӗн тепӗр енне, кӳлепе касса ӑсталакана, вырӑн панӑ.
Ӗҫсен авторӗ — Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре ҫуралса ӳснӗ Юрий Андреев. Йывӑҫа сӑн кӗртекен маттур Мускаври ӳнер университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Паян вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ. Курава илсе пынӑ ӗҫсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи куравра пулнӑ. Вӗсене республикӑн саккун кӑларакан органне ӳнер музейӗн фондӗнчен вӑхӑтлӑха тесе илсе пынине пӗлтерчӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров.
Курава уҫнӑ ҫӗре пухӑннисем, вӗсем — Патшалӑх Канашӗнче ӗҫлекенсем — скульптор ӗҫӗпе кӑсӑкланни сисӗнчӗ. Пӗр ӗҫе ӑсталама мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнинчен пуҫласа кӳлепесен хакӗ таранах кӑсӑкланчӗҫ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине, сӑмахран, пир тӗртнине, хӑмла татнине (пурне те асӑнса пӗтереймӗн) сӑнлакан пӗр ӗҫе хатӗрлеме вӑтамран ҫулталӑк таран кирлӗ иккен. Кунта йывӑҫа типӗтнинчен пуҫласа ювелир евӗр ӗҫлеме тивекен самант таранах кӗртмелле. Пӗринче скульпторӑн ӗҫне Мускавран килнӗ пысӑк тӳре-шара туянас кӑмӑллине палӑртнӑ иккен. «Мӗн чухлӗ ыйтатӑн — ҫавӑн чухлӗ паратӑп», — тенӗ-мӗн хайхи ӗҫлӗ хӑна. Сутма килӗшмен ӑста. Сӑмах май, кӳлепене Юрий Андреев пӗр йывӑҫран ӑсталать. Тепӗр майлӑ каласан, татса сыпмасӑр. Пӗтӗмпе скульптор ҫак енпе чӗрӗк ӗмӗр тӑрӑшать. Кӳлепесене вӑл ҫӑкаран касса хатӗрлет.