Улатӑр хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, лару ирттернӗ. Вӗсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Седов ӗҫ вырӑнӗнчен каяс ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Седов заявлени хӑй ҫырнӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне килӗшӳ вӑхӑчӗ тухичченех хӑварӗ. Хальлӗхе унӑн тивӗҫӗсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова пурнӑҫлӗ. Ку вырӑна вӑл ыран, юпа уйӑхӗн 20мӗшӗнче, йышӑнӗ.
Депутатсем ларура Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Улатӑрта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын ватӑ амӑшне тытса хӗненӗ, унтан хӑйӗн ывӑлне вӗлернӗ.
Усал ӗҫӗ ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑйпитти ӳсӗр арҫын 83 ҫулти амӑшӗпе харкашма тытӑннӑ. Ватӑскере вӑл тапса-ҫапса пӗтернӗ. Тӑнлавне пас тытнӑ кинемипе ҫапӑҫни ҫитмен-ха, хӑйӗн ывӑлне «тӑн кӗртме» шутланӑ. 22 ҫулхи каччӑ ватта кӳрентернӗшӗн ашшӗне маларах ӳпкеленӗ иккен. Ҫавӑншӑн тавӑрас тенӗ те 56-ри ӳсӗр. Ывӑлӗ хваттер алӑкне уҫнине илтсен вӑл пӑшалпа алӑк енне тӗллесе пенӗ. Суранланнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайни те пулӑшайман — тӑватӑ кунтан ҫамрӑк куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Улатӑрти район судне ярса панӑ. Картран пуҫӗпех тухса кайнӑ арҫын ӗҫне ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 18 ҫулти ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Муркаш районӗнчи Шурча ялӗнче ҫулла пурӑнмалли икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Иккӗмӗш хут йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Пӗрремӗш хутра вара, тӗпелте, газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ. Ҫавна май иккӗмӗш хут урайӗ йӑтӑнса аннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 18 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ.
Ҫав кунах Улатӑрта ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем унтан 50 ҫулти кил хуҫине илсе тухнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен чӗри тапма пӑрахнӑ. Кайран 25 ҫулти кӳршин виллине тупнӑ. Вӑл ун патне кӑнтӑрлах хӑнана пынӑ-мӗн.
Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пируса пула тухнӑ.
Чӑваш Республикинчи вунӑ студент кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен вуншар пин тенкӗ укҫа илсе тӑрӗ. Михаил Игнатьев Элтепер грантне професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӗве туптакан пултаруллӑ ҫамрӑксене пама 2015 ҫулхи ҫулла йышӑннӑччӗ.
2016-2017-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче «кӗмӗле» Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжри виҫҫӗмӗш курс студенчӗсем Михаил Колбасов, Александр Романов, унти тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Валерий Малыгин, Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студентки Анна Симакова тата унти виҫҫӗмӗш курс студентки Елена Яковлева, Улатӑрти технологи колледжӗн виҫҫӗмӗш курс студентки Ольга Сумкина, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн тӑваттӑмӗш курс студенткисем Ольга Теплова тата Мария Ягина, Шупашкарти электромеханика колледжӗн — Компентенцисен регионсем хушшинчи центрӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Роман Федоров, Етӗрнери агротехника техникумӗн тӑваттӑмӗш курс студенчӗ Денис Шайахметов тивӗҫнӗ.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Пирӗн республика Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫырӗҫ. Вӑл 11 сехетре ҫӗршыври мӗнпур регионта пуҫланӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамраксем тата аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарӗҫ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр хулисенче те иртӗ.
Кунсӑр пуҫне онлайн мелпе тестировани ирттерӗҫ, вӑл вара 13 сехетре пуҫланӗ. Унта 30 ыйту пулӗ. Пурне те пӗр пек йывӑр ӗҫ парӗҫ. Пӗтӗмпе 100 балл пухма май пур.
Диктант федераци тата регион пайӗнчен пулӗ. Пӗтӗмлетӗве чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пӗлме пулать. Диктанта мӗнле ҫырнине тишкерсе вӗренӳ программине еплерех улшӑнусем кӗртесси пирки шухӑшлӗҫ.
Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ.
Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем.
Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ.
Чӑваш полицейскийӗсем преступленисен серине кам тунине уҫӑмлатнӑ. Вӗсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫине-ҫинех пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче Улатӑр хулинче ҫынсене улталанӑ тӗслӗхсене шута илнӗ. Палламанскер ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та вӗсен тӑванӗ ҫул ҫинче инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Лешне пӑтӑрмахран кӑларас тесен укҫа кирлӗ-мӗн.
Ку вӑлтана пурте ҫакланман. Ҫапах палламан арҫынна ӗненекенсем тупӑннӑ. Оперативлӑ шырав ирттерсен ултавҫӑ кам пулни ҫиеле тухнӑ. Вӑл – 34 ҫулти арҫын, Самар облаҫӗнчи колонире ларать. Ҫакскер 24 ҫынна улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен ҫыннисене Мускаври Александр Пушкин ячӗллӗ драма театрӗн артисчӗсем спектакль курма чӗнеҫҫӗ.
Артистсем пирӗн патра 4 кун пулӗҫ. Хӑйсен турне вӗсем «Тартюф» спектакльпе уҫӗҫ. Ӑна К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче курма май пур. Мольер пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите халӑх ҫулсеренех ӑшшӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ансат.
Авӑн уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче «Семейка КрАузе» камит кӑтартӗҫ. Александр Коровкин драматург 3 жанра пӗрлештернӗ: детектив, мелодрама, социаллӑ сатира.
Вырсарникун Улатӑрти культура ҫуртӗнче Мускав артисчӗсем «И вдруг…» спектакль лартӗҫ. Унти интерьер, костюмсем — паллӑ мода историкӗ Александр Васильев хатӗрленисем.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарта актерсемпе курнӑҫма май пулӗ.
Улатӑрта паян кинозал уҫӑлнӑ. Вӑл «Лабиринт» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ. «Космос» ят панӑ кинотеатра уҫма хулара ӗҫпе пулнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Улатӑрти кинозала уҫма Кино фондӗнчен 4,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Инвестор хӑй те укҫа хывнӑ. Вӑл хӑй кӗсйинчен 10 миллион тенкӗ ытларах янӑ. «Кӗмӗл» чаплӑ оборудовани туянма та, ҫемҫе пукан илме те, кондиционерсем вырнаҫтарма та тухса кайнӑ.
Кинозала савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫичченех унта кино кӑтартма тытӑннӑ. Халиччен 3500 ҫын пырса та курнӑ. Нумай-и, сахал-и, анчах кинотеатр уҫӑлнине кура тӑхӑр ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер маларах кинозалсем Канашра тата Ҫӗмӗрлере уҫӑлнине те палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |