Паян, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче кӗпер айӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Юбилей тата Комиссариат урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти кӗпер айӗнче 37 ҫулти хӗрарӑм вилли выртнӑ. Хулара пурӑнакан пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл йыттипе уҫӑлма тухнӑ. Ҫынсем вӑл канаври шывпа чыхӑнса вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Хӗрарӑм виллине ирхине тупнӑ. 10 сехет тӗлне унта ятарлӑ служба ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Хӗрарӑм виллине кӗпер айӗнчен кӑларнӑ. «Ҫав вырӑнта 12-13 ҫулсенчи хӗрача та пулнӑ. Ахӑртнех, вӑл унӑн хӗрӗ. Вӑл пӗр чарӑнмасӑр макӑратчӗ», — тенӗ ҫав пӑтӑрмаха курнӑ пӗр ҫын.
Ҫав хӗрарӑм — икӗ ача амӑшӗ. Халӗ вӗсене ашшӗн пӑхма тивӗ. Ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тишкерӗҫ.