Чӑваш Енӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ 1о ҫемьене «Юратушӑн тата шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ.
Сумлӑ йыша Пӑрачкав районӗнчи Василий Степановичпа Римма Александровна Авраменкосем, Шупашкарти Владимир Андреевичпа Валентина Ивановна Балановсем, Красноармейски районӗнчи Юрий Егоровичпа Римма Гурьевна Дубровсем, Патӑрьел районӗнчи Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем, Куславкка районӗнчи Виталий Васильевичпа Антонина Ивановна Майоровсем, Улатӑрти Григорий Константиновичпа Мария Гавриловна Маторкинсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир Константиновичпа Александра Ивановна Кулеминсем, Ҫӗрпӳ районӗнчи Виталий Андреевичпа Елена Михайловна Павловсем, Елчӗк районӗнчи Иван Ивановичпа Зинаида Петровна Портновсем, Шупашкар районӗнчи Евгений Николаевичпа Людмила Александровна Хорасевсем лекнӗ.
Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫак кунсенче урамра тӗлӗнмелле машина ҫӳренине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамах» ҫине «Отлов ведьм» (чӑв. «Тухатӑмшсене тытмалли»), «Служба охотников за ведьмами» (чӑв. «Тухатмӑшсене тытакансен служби» тесе ҫырнӑ. Машинӑн малти бамперӗ ҫине шӑлсем ӳкернӗ, алӑкӗ ҫине шӑпӑр утланнӑ хӗрарӑма сӑнланӑ.
Ку машина улатӑрсен мар, вӑл таҫтан килнӗ. Номерсене пӑхас тӑк, пирӗн пата вӑл Самар тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ. Тухатмӑшсене Самар тӑрӑхӗнче тытмалли служба тесе палӑртнӑ. Эппин, машина чӑхах та ҫав регионтан килнӗ.
Улатӑр ҫыннисем хӑйне евӗр машинӑна килӗштернӗ, ун патне тӑрса сӑн та ӳкерӗннӗ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хӑтлӑ хваттере куҫарӗҫ. Сӑмах япӑх тесе 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен йышӑннисем пирки пырать. Республика программине 2019-2025 ҫулсенче пурнӑҫлама пӑхса хӑварнӑ. Асӑннӑ ӗҫлӗ хутӑн пӗрремӗш тапхӑрӗпе килӗшӳллӗн нумай хваттерлӗ 10 ҫуртра пурӑнакан 181 ҫынна 2019-2020 ҫулсенче хӑтлӑ хваттерсене куҫармалла.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ паян пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑна 96,15 миллион тенкӗ килмелле. Кун пирки Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑламалли фондпа пирӗн республика хушшинче ятарлӑ килӗшӗве алӑ пуснӑ.
Ишӗлекен ҫурт-йӗртен куҫармалли программӑна 8 муниципалитет хутшӑнать: Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар районӗсем, Улатӑр, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Программӑпа килӗшӳллӗн 287 ҫуртра пурӑнакан 753 ҫынна куҫармалла. Ун валли 371,3 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Чӑваш Енри икӗ хулан ҫӗнӗ статус пулӗ. Ку постановление республикӑри влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Постановлени официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн 10 кунран вӑя кӗрет.
Ҫӗнӗ статуса Улатӑр тата Етӗрне хулисем тивӗҫӗҫ. Вӗсем малашне Чӑваш Ен историйӗпе культуришӗн пӗлтерӗшлӗ хуласем пулӗҫ.
Палӑртмалла: Улатӑр хули – 1552, Етӗрне хули 1590 ҫулта йӗркеленнӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.
Улатӑр хулинче масар ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта каллех ҫак пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чылай вилтӑпри ҫуннӑ.
Пушар паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 20 сехет ҫурӑра тухнӑ. Унччен ҫӗнӗ масар ҫуннӑ пулнӑ, хальхинче вара кивӗ ҫӑва ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма сӳнтернӗ.
Ҫакна та каласа хӑвармалла: Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Улатӑр хулинчи Тельман урамӗнче пушар пулнӑ. Сӑмах май, хула масарӗ шӑпах ҫак урамра вырнаҫнӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫынсем шыва кӗме ҫӳреҫҫӗ. Анчах шыв хӗрринче асӑрханулӑх пирки мансан инкек пуласси те инҫех мар.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Улатӑр хулинчи пляжра инкек пулнӑ. Паян хӗвел хӗртет, ҫынсем пляжа шыва кӗме пухӑннӑ. 19 сехетре пӗр арҫын шыва чӑмнӑ та тек курӑнман.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Тухтӑрсем те килнӗ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хальлӗхе путма пултарнӑ арҫынна тупайман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть сайтра ют ҫӗршыв студенчӗ путни пирки тата 12-ри, 13 ҫулти хӗрачасем чутах шыв айне кайманни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Тӳрех палӑртар, вӑхӑтлӑха. Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов пуҫлӑх пуканне текех йышӑнмассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Юрий Боголюбов администрацинчи яваплӑ тивӗҫрен хӑтарма ыйтса ыйту ҫырнӑ. Унӑн заявленине вырӑнти депутатсем ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, пӑхса тухнӑ.
Паянах депутатсем тепӗр хутчен ларӑва пухӑннӑ. Вӑл 14 сехетре иртнӗ. Унта тишкернӗ пӗлтерӗшлӗ ыйту район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шанассипе ҫыхӑннӑ. Тилхепене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне – экономика пайӗн пуҫлӑхне Елена Васягинӑна вӑхӑтлӑха тыттарнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхне, сӑмах май, республика шайӗнче конкурс ирттерсе палӑртмалла.
Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов ку должноҫе текех йышӑнмӗ.
Ку хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ҫак йӗркесен авторӗ район администрацийӗн сайтне юриех тишкерчӗ. Сити-менеджер тивӗҫне кам пурнӑҫлассине хальлӗхе асӑнман. Юрий Боголюбов хушаматне вара район администрацийӗн структуринчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Сӑмах май, паян 14 сехетре Улатӑрта Депутатсен пухӑвӗ иртмелле иккен. Пуҫлӑх пулма вӑхӑтлӑха кама шанассине, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, унта палӑртӗҫ.
Улатӑр хула администрацине ертсе пыма Юрий Боголюбова 2018 ҫулхи кӑрлачӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шаннӑччӗ.
Сити-менеджер хӑмӑтне тӑхӑниччен Юрий Боголюбов хулари пульницӑн тӗп врачӗ пулса ултӑ ҫул ытла ӗҫленӗччӗ.
Сити-менеджерта Юрий Боголюбов умӗн тимленӗ Александр Седовпа Александр Герасимов та ҫав должноҫра ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ.
Паян каҫхине тин кӑна, 20 сехетре, Улатӑр хулинче масар ҫинче ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Кун пирки халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫулӑм алхаснӑран тавралӑхра тӗтӗм сарӑлнӑ. «Пушар тухнине курнӑ ҫын пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Темиҫе вилтӑпри ҫунса кайрӗ ӗнтӗ. Хӑрушӑ. Пушарнӑйсем халӗ те ҫитмен», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, 20 сехет те 45 минутра ҫунакан масар ҫине пушарнӑйсем ҫитеймен-ха. Ҫак вӑхӑт тӗлне ахаль ҫынсем кӑна унта пулнӑ. Хальлӗхе масар мӗншӗн ҫунма пуҫлани паллӑ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.