Улатӑрта лавкка пуҫлӑхне явап тыттарнӑ. Унти Пушкин урамӗнче вырнаҫнӑ «Победа» магазинта ҫынсен пӗр-пӗринпе ҫывӑх тӑма юраманнине кӑтартса ӳкермен иккен. Кассирсене алла дещинфекцилемелли хатӗрсемпе тивӗҫтерменнине те тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслеве прокуратура ирттернӗ. Вӑл ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ. Лавккара ӗҫлекенсен хӑйсен тата ӗҫри тумтирне упрама вырӑн пулман. Сутуҫӑсем медицина тӗрӗслевӗ тата гигиена аттестацийӗ витӗр тухса пӗтменни те ҫиеле тухнӑ.
Лавкка пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӑн 20.6.1 статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Кӳршӗ регионта пурӑнакан икӗ ҫын Чӑваш Енри лавккасенчен япаласем вӑрланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Улатӑрта лавккасенчен хаклӑ йышши эрех, парфюм ҫухални пирки полицие пӗлтерме тытӑннӑ.
Йӗрке хуралҫисем вӑрӑсене тупса палӑртнӑ. Вӗсем – Мӑкшӑ Республикинчи гастролерсем. Арҫынпа хӗрарӑм машинӑпа ҫӳренӗ, икӗ сехет хушшинче виҫӗ лавккана кӗрсе 9 кӗленче виски, 5 мартини, 13 дезодорант, 6 шӑл пасти, боритва станокӗ вӑрттӑн йӑтса тухнӑ.
Улатӑрти полицейскисем Мӑкшӑ Республикине кайса 30 ҫулти арҫынна тата 42 хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те вӑрланӑшӑн айӑпланнӑ-мӗн. Арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем ҫакнашкал ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Улатӑрта санкцилемен ҫӳп-ҫап куписем тупнӑ. Прокуратура йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтерме хушнӑ, район судне тавӑҫ тӑратнӑ.
Ведомство хулари тӳре-шарана Энгельс, Савут, Пионер урамӗсенче тупса палӑртнӑ санкцилемен ҫӳп-ҫап куписене пӗтерме ыйтнӑ. Халӗ прокуратура тӑратнӑ тавӑҫа пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчен те кунашкал свалка тупнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хальлӗхе Явӑш ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап купине пӗтернӗ, ыттисен тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Пӑрачкав районӗнче те ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 4981 ҫын Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ. Вӗсенчен 1593-шӗ 80 балран ытларах пухнӑ. Ултӑ ҫын чи пӗчӗк балл та илеймен.
Лайӑх кӑтарту: 30 ҫын вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ. Вӗсем Шупашкартан, Вӑрнар, Комсомольски, Пӑрачкав, Тӑвай районӗсенчен, Улатӑртан, Ҫӗмӗрлерен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, Ҫӗнӗ Шупашкартан.
Сӑмах май, кӑҫал информатикӑпа 8 яш-хӗр 100 балл илнӗ. Географи предмечӗпе 100 балл пухна 1 ҫын пулнӑ.
Чӑваш Енре вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтра уҫӑлмалла, ачасем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче парта хушшине лармалла. Ку вӑл студентсене те пырса тивӗ. Ҫапла шаннине пӗлтернӗ Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев.
Министр Улатӑр хулинче тата районӗнче ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Унта вӑл Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов интервьюсенче Раҫҫей шкулӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлассине темиҫе хут та палӑртнине пӗлтернӗ. Паллах, санитарипе эпидемиологи мерисене пӑхӑнмалла. Вӗсене Роспотребнадзор каланине тӗпе хурса РФ Ҫутӗҫ министерстви хатӗрленӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем вӗренекенсене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенче юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.
Улатӑр хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗ Владимир Степанов ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫемҫе пукана хӑй кӑмӑлӗпе пушатнӑ. Владимир Степанов ӗҫрен кайма ҫырса панӑ заявление вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Степанова 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑха лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама сити-менеджерӑн пӗрремӗш ҫумӗ – архитектура, хула строительстви, транспорт, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Фёдоровӑна шаннӑ.
Паян 15 сехет тӗлне Шупашкарта сывлӑш температури 31,9 градуса ҫитнӗ, Улатӑрта – 35,1 градус. Ҫапла метеостанцисем пӗлтернӗ. Анчах ҫынсем халӑх тетелӗсенче термометр пысӑкрах градус кӑтартнине сӑн ӳкерсе лартнӑ.
Паян ҫӗр ҫийӗн 1,5 ҫухрӑм ҫӳллӗшӗнче сывлӑш температури 17-19 градус пулнӑ. Ҫиллӗ мар ҫанталӑкра ҫӗр ҫийӗн кун пек чухне 16 градус ӑшӑрах пулать. Ыран ҫав ҫӳллӗшӗнче 21-23 градус пулать. Эппин, сывлӑш температури сулхӑнра 34-39 градуса ҫитме пултарать.
1999 ҫулта утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 33,2 градус ӑшӑ пулнӑ. Чӑваш Енре 2010 ҫулта утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче 40 градус таранах шӑрӑх тӑнӑ.
Раҫҫей гидрометцентрӗ утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр регионта хӑрушлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» тӗсне палӑртнӑ.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе пособи илсе пурӑннӑ. Унӑн кӗсйине пӗтӗмпе 83 пин тенкӗ кӗнӗ.
Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа ҫак 55 ҫулти хӗрарӑм ӗҫсӗррисен йышне тӑнӑ. Паллах, куншӑн ӑна уйӑхсерен пособи панӑ. Янтӑ укҫа унӑн енчӗкне кӗнӗ.
Анчах ҫак хӗрарӑм пӗлтӗр ҫурла-чӳк уйӑхӗсенче Улатӑрти пӗр коммерци организацийӗнче килӗшӳпе ӗҫленӗ.
Организацире вӑл шалу илсе тӑнӑ. Анчах кун пирки ӗҫпе тивӗҫтерекен центра пӗлтермен. Ҫапла майпа вӑл пособие саккуна пӑсса илсе тӑнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 5025 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине шута илнӗ. Кунта сӑмах пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑнхи тапхӑр пирки пырать. COVID-19 диагнозӗллӗ тата тепӗр 52 ҫынна шута илнӗ паян. Пандеми пуҫланнӑранпа 2882 ҫын сывалнӑ. Анчах вилекенсем те пур. Паянхи кун тӗлне хурлӑхлӑ ҫакӑн пек 31 тӗслӗхе шута илнӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче районсемпе хуласенчи лару-тӑрӑва тишкерекен таблица та хатӗрленӗ. Анчах ӑна паян ҫӗнетсе ӗлкӗрейменччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчине тишкерсен хӑш-пӗр цифрӑна илсе парар. Улатӑрта 139 ҫын чирлине шута илнӗ, Патӑрьел районӗнче – 131 ҫын, Комсомольски районӗнче – 153, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 149, Шупашкар районӗнче – 225.
Улатӑрта 63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерннӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче каҫхине Атрать юханшывӗнче арҫын виллине тупни пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫав арҫын – 42 ҫултискер. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуҫиле ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, престепление ҫӗртмен 19-мӗшӗнче тунӑ. 63-ри ӳсӗр арҫын ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна пуртӑпа тапӑннӑ. Ӑна вӑл вилмеллех ҫапнӑ. Арҫын вилене икӗ кун юханшыв патне сӗтӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.