Чӑваш Енре чирлисене пульницӑна кӑҫал та вертолетпа илсе кайӗҫ. Пӗлтӗр вертолета пирӗн республикӑпа Мари Эл пӗрле арендӑна илнӗччӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, санитари авиацийӗ валли пирӗн республика 25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ, маларах эпир асӑннӑ кӳршӗллӗ регион — 15 миллион. Вертолет пӗр сехет вӗҫнӗшӗн 231 пин те 066 тенкӗ тухса кайнӑ.
Пӗлтӗр вертолетпа 52 пациента пульницӑна илсе кайнӑ. Кӑҫал санавиаципе 53 хутчен усӑ курӗҫ. Кӑҫал вертолет валли тата тепӗр икӗ лапам тӑвӗҫ: Ҫӗмӗрлере тата Канашра. Пӗлтӗр Шупашкарта тата Улатӑрта тунӑ.
Улатӑрти тухтӑрсем пациентӑн хырӑмӗнчен кашӑк кӑларнӑ. Арҫын ун пек операцие темиҫе хутчен тӳснӗ ӗнтӗ. Вӑл унччен те кашӑк ҫӑтнӑ. Ку вара – 10-мӗш хут.
Ҫапла майпа арҫын пульницӑна лекес тесе хӑтланнӑ-мӗн. Вӑл тӗрмере ларать. Кашӑк ҫӑтса янӑскере Улатӑрти пульницӑна конвойпа илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем операци туса унӑн хырӑмлӑхӗнчен кашӑк кӑларнӑ. Халӗ пациентӑн сывлӑхӗ йӗркеленсе пырать ӗнтӗ.
Специалистсем асӑрхаттараҫҫӗ: мӗнле те пулин япала ҫӑтсан ҫын вилме те пултарать!
Улатӑрти хула училищи пулнӑ икӗ хутлӑ ҫурт пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче шеллевлӗн курӑнса ларнӑ. 1911 ҫулта хӑпартса лартнӑскере 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республика шайӗнчи историпе культура палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫурта юсаса ҫӗнетмелле пулин те укҫа-тенкӗ уйӑрман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, 2020-2021 ҫулсенчи хӗле ҫурт ӑшӑсӑр кӗтсе илме пултарнӑ. «Вырӑнти таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Татьяна Алексеевна Борисова мана укҫа уйӑрма май тупма ӳкӗте кӗртрӗ, унтан подряд организацийӗ ӗҫе тытӑнчӗ», — аса илнӗ Элтепер. Халӗ историпе культура палӑкне юсаса ҫӗнетнӗ, унта ӑшӑ та ҫутӑ.
Каярах ҫав ҫурт тавралли лаптӑка хӑтлӑлатасшӑн, унта Вырӑс провинцийӗн музейне уҫасшӑн. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, территорие илемлетиччен проект хатӗрлемелле, ун валли каллех укҫа тупмалла. «Тупӑпӑр», — шантарнӑ Элтепер.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.
Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.
Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.
Ӗнер республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ведомство ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта иртсе кайнӑ ҫулталӑка тишкернӗ, малашлӑхри плансене палӑртнӑ.
Ларура клубсене, культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене юсанине палӑртса хӑварнӑ. 2018-2020 ҫулсенче Элӗк, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Етӗрне, Тӑвай районӗсенчи культура эткерлӗхӗн 21 объектне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ялсенчи культура учрежденийӗсен пултарулӑх йышне вӑйлатасси пирки калаҫнӑ. Ку ӗҫе район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле тухса ирттермелле.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 19 сехет те 30 минутра Улатӑрти Гоголь урамӗнчи 117-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарлать.
Ҫулӑм пӗр пӳлӗме тӗп тунӑ. Шел те, пушар инкекпе вӗҫленнӗ. Пушар тухнӑ самантра килте 58 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ, унӑн 32-ри ывӑлӗ, вӗсен 30-ти пӗлӗшӗ пулнӑ. 30 ҫулти арҫынна хулари пульницӑна илсе кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн 38 ҫулти хӗрне ҫӑлма май килмен.
Пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра 10 ҫынна подъездран кӑларнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Канмалли кунсенче мунча хыҫҫӑн мунча ҫунать. Кун пирки РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Акӑ, сӑмахран, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Кӳкеҫре пӗр уйрӑм ҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Йывӑҫ мунча хыпса илнӗ, унӑн шалти пайӗ сиенленнӗ. Ҫав каҫах Улатӑрта вут-ҫулӑм алхаснӑ. Унта та йывӑҫ мунча ҫуннӑ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи каҫхине Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗри 65 ҫулти кил хуҫин мунчи тата хуралтисем ҫуннӑ. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — кӑмакара.
Вырсарникунхи пушарта Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри тата Патӑрьел районӗсенче мунчасем ҫуннӑ.
«Улатӑр–Канаш» расписанипе ҫӳрекен пуйӑс раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ хыҫҫӑн урӑх расписанипе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗнӗ расписани 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗччен ҫирӗплетнӗ.
«Канаш – Улатӑр» маршрутпа пуйӑс ирхи 4 сехет те 48 минутра хускалӗ (ку вӑл хальхинчен 3 минут каярах тенине пӗлтерет); Улатӑра 7 сехет те 14 минутра (хальхинчен 8 минут каярах) ҫитӗ.
«Улатӑр – Канаш» маршрутпа пуйӑс 4 сехет те 52 минутра тапранӗ, Канаша 7 сехет те 16 минутра ҫитӗ (хальхинчен 7 минут каярах).
Хуҫалӑх пуйӑсӗн расписанийӗ те ылмашӗ. Канашран вӑл 3 сехетре Улатӑра тухса кайӗ, Улатӑртан Канаша килме 6 сехет те 15 минутра тухӗ.
Иртнӗ шӑматкун икӗ арҫын пулӑран таврӑннӑ чухне пӑр ҫинче бур, алса выртнине асӑрханӑ. Инҫех мар пӑр катӑлнӑ, вӗсем унта ҫын кӗрсе ӳкнӗ тесе шутланӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ.
Ку Улатӑр хули ҫывӑхӗнче Алатырка юханшывӗнче пулнӑ. Тепӗр кунхине ҫӑлавҫӑсем вырӑна кайма тухнӑ, анчах «отбой» панӑ. ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсенчен ҫав бур камӑн пулнине ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн хуҫи патне кайнӑ. Лешӗ килте чип-чиперех, чӗрех ларать. Хайхи пулӑҫ пӑр айне анса кайсан хӑй тӗллӗнех тухнӑ-мӗн, япалисене ҫавӑнтах хӑварса килелле ҫул тытнӑ.
Ку пулӑма паян ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Улатӑр район пульници ҫумӗнче паян вертолет лапамӗ уҫӑлнӑ. Республикӑри ҫавӑн пек пӗрремӗш лапама Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници тӗлӗнче тунӑччӗ.
Улатӑртине уҫма Улатӑрпа Пӑрачкав епископӗ Феодор, район пульницин тӗп тухтӑрӗ Юрий Боголюбов, Улатӑр хулин пуҫлӑхӗ — Депутатсен пухӑвӗн председателӗ Денис Трифонов, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Лукишин, Республикӑн катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн центрӗн тӗп врачӗ Ольга Краузе, ҫавӑн пекех Мускаври хӑнасем – Ҫветтуй Лука ячӗллӗ фондӑн правленийӗн ертӳҫи Елена Шморгун тата Спиридон Ҫветтуй ячӗллӗ центрӑн президенчӗ Павел Карпухин хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Улатӑртан пӗрремӗш пациента Республикӑн клиника пульницине авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вертолетпа илсе кайнӑ. Паянхи куна ун пеккисен йышӗ 12 ҫынна ҫитнӗ. Пульницӑна илсе кайнисен пысӑк йышӗ 55 ҫултан аслӑрах арҫынсем. Вӗсене миокард инфаркчӗпе илсе каяҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |